Чӑваш Енри ҫул-йӗр организацийӗсенчен пӗрне, «Дортех» тулли мар яваплӑ обществӑна, административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Вӑл ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче ҫула йӗркеллӗ тасатман.
Ҫавна тӗрӗслеме патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем тата прокуратура ӗҫченӗсем тухнӑ.
«Сӑр» автоҫулӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи пайӗнче тин ҫеҫ ҫунӑ юра вӑхӑтра тасатман. Ҫавна пула ҫул ҫинче инкексем пулма пултарнӑ.
«Дортех» предприяти директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 20 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать.
Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви асӑннӑ предприяти ӗҫ калӑпӑшӗ пысӑк пирки ҫула тивӗҫлипе тытса тӑма ӗлкӗрейменнине пӗлтӗрех палӑртнӑ. Лару-тӑрӑва улӑштарма хальлӗхе май ҫук-мӗн, мӗншӗн тесен контракта 2022 ҫул вӗҫӗччен алӑ пуснӑ.