|
Ҫул-йӗр
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автомобиль пырса ҫаӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ. «Мерседес» машина «Киа Рио» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. «Мерседес» рулӗ умӗнче 28 ҫулти хӗрарӑм-водитель пулнӑ. Вӑл ӗнер кӑнтӑрла Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗ енне аннӑ. Икӗ машина ҫапӑннӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм-водитель аманнӑ. Вӑл тата йывӑр ҫын пулнӑ иккен. Ӑна васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ Мари Элти водитель Чӑваш Ен тӑрӑх суя удостоверенипе ҫӳренӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫул-йӗр патрулӗн инспекторӗсем тытса чарнӑ. Йӗрке хуралҫисем «Шевроле Лачетти» автомобиле тытса пыракан водитель пиҫиххи ҫыхманнине асӑрханӑ. Вӗсем машинӑна чарнӑ, водителе автомобиль докуменчӗсене тата водитель удостоверенине кӑтартма ыйтнӑ. Водитель удостоверенийӗ суя пулни ҫиеле тухнӑ. Мари Элте пурӑнакан 32 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 10 ҫул каялла автошкулта вӗреннӗ, анчах права илеймен. Ҫавӑнпа суя удоствоеренипе ҫӳренӗ. Ун пек хӑтланнишӗн пуҫиле майпа явап тыттарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре «Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проектне пурнӑҫланӑ май Ҫӗмӗрле районӗнчи Паланлӑ юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпере тӗпрен юсаҫҫӗ. Объектри ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Юпан 24-мӗшӗнче подрядчик чи яваплӑ тапхӑра — асфальт-бетонӑн финиш сийне сарас ӗҫе — ирттерӗ. Ҫавна май 13:00 сехетрен пуҫласа 17:00 сехетчен асӑннӑ объект тӑрӑх транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Объектри ӗҫсем, 2020 ҫулта пуҫланнӑскерсем, 2 тапхӑрта иртеҫҫӗ. Транспорт ҫӳреме юрӑхлӑ пулма эксплуатаци уйрӑмлӑхӗсене юсаса ҫӗнетес тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна сыхласа хӑварас тӗллевпе кӗперӗн конструкцине, тӗрев пайӗсене туллин улӑштарнӑ, пролетлӑ хуралтӑсен ҫыхӑну тытӑмӗсене вӑйлатнӑ. Ҫавӑн пекех хӑрушсӑрлӑх валли кӗперпе ун патне илсе пыракан ҫул ҫинчи тимӗр картасене вырнаҫтарнӑ. Объектри ӗҫсем пӗтӗмпех юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ватӑ хӗрарӑм машина айне пулса вилнӗ. Инкек 18 сехет те 30 минут тӗлӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Сӑр» автоҫул ҫинче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫулпа 82 ҫулти хӗрарӑм утса пынӑ. Унӑн ҫипуҫӗ те тӗттӗмре аякранах курӑнакан йышшискер пулман. Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх ҫав. Кинемей ҫине «Лада-Калина» автомбиль пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 46 ҫулти арҫын пулнӑ. Автомобиль ҫапса хӑварсан хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмаха халӗ специалистсем тишкереҫҫӗ, вӗсемех татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Федераци пӗлтерӗшлӗ «Атӑл» М-7 ҫулӑн 637-643-мӗш километрӗсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. Асӑннӑ лаптӑк – Шупашкар районӗнчи Хыркасси тата Явӑш ялӗсем хушшинче. «Дорисс» строительство организацийӗ ӗҫе 2019 ҫулта пуҫӑннӑ, палӑртнине 2023 ҫул тӗлне вӗҫлемелле. Проектра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, унта транспорта иртсе ҫӳреме икӗ хутлӑ ҫул пулӗ, ҫул сарлакӑшӗ 4 йӗртен тӑрӗ. Хальхи вӑхӑта илсен, 6 километр тӑршшӗ ҫултан 4,9 километрне юсаса ҫӗнетнӗ. Апла пулин те пурнӑҫламалли паянхи кун тӗлне самай-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен чылай маршруткӑна пысӑк автобуссемпе улӑштарнӑ. Тӗслӗхрен, 101, 101с, 262. Кӗҫех 270-мӗш тата 234-мӗш маршрутсене те улшӑну кӗтет. ЧР Транспорт министрестви пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ маршрутсенче пысӑк автобуссем 2022 ҫул пуҫламӑшӗнче тухӗҫ. Ӗҫ-пуҫ кунпа ҫеҫ вӗҫленмӗ. Ведомство пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пӗчӗк класлӑ автобуссене пысӑк класлисем ҫине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн улӑштарӗҫ. Ку 331-мӗш тата 220-мӗш маршрутсене те пырса тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Аэропортра ӗҫлекенсен пӗр пайӗ Паян Шупашкарти авиапредприятин 75 ҫулхине тата «Халӑхсем хушшинчи Шупашкарти аэропорт» обществӑн (халӗ вӑл аэродромӑн операторӗ шутланать) 5 ҫулхине халалласа уяв иртнӗ. Мероприятие хутшӑннӑ республика ертӳҫи Олег Николаев Шупашкарти аэропорт пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Чӑн та, аэропортӑн операторӗн сертификатне 2016 ҫулта маларах эпир асӑннӑ общество илнӗренпе унччен тӑкаклӑ ӗҫленӗ предприяти рентабельлӗ пулса тӑнӑ. 2019 ҫултах аэропорт рекордла кӑтарту тума пултарнӑ: авиапассажирсен шучӗ 2016 ҫулхинчен 4,3 хут ӳссе 394,5 пине ҫитнӗ. Шупашкарти аэропортран самолётсем Мускава, Питӗре, ҫуркуннепе ҫулла кӑнтӑр енне – Сочи, Симферополь, Краснодар, Минеральные Воды хулисене, ҫавӑн пекех Екатеринбурга, Ҫӗнӗ Уренгоя вӗҫеҫҫӗ. Кӑшӑлвирусчен Турцие те чартер рейссем пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.zarulem.ws тата 21.мвд.рф сайтсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пысӑк ҫухату пулса иртнӗ. Асӑннӑ ял урамӗпе пыракан «Ford Focus» автомобиль хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, юпа тӳнсе кайнӑ. Водитель пирки кипкепе ҫуралнӑ теме юрать. Вӑл инкекре чӗрех тӑрса юлнӑ. Унӑн арӑмӗ вара вилмеллех аманнӑ. Водителе тӗрӗсленӗ те вӑл ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Унӑн юнӗнче 0,8 мг/л спирт тухнӑ. Арҫыннӑн 30 ҫулти мӑшӑрӗ машинӑра хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман пулнӑ. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна пырса ҫитиччен вилсе кайнӑ. Спидометрӑн стрелки тӑрӑх хакласан, водитель автомобиле сехетре 90 километр хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫей» партин пайташӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн директорӗ Юрий Попов машинӑпа ҫул хӗррипе пынине видеорегистратор ҫине ӳкерсе илекенсем тупӑннӑ. Вӑл К781ЕУ 21 номерлӗ «Мерседес» автомобиль рулӗ умӗнче ларса пынӑ. Машина Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн харпӑрлӑхӗнче шутланать иккен. Пӑтӑрмах пирки «Руль умӗнче» порталта ҫырса кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр правилине пӑсакан ҫав ҫын тепӗр икӗ уйӑхран 60 ҫул тултарӗ. Ҫамрӑк мар пулин те вӑл ҫул айккипе кайма хирӗҫ мар иккен. Депутата ҫул айккипе иртсе кайма тепӗр машина кансӗрленӗ. Анчах кӑштахран Попов машини каллех ҫул айккипе сиксе тухнӑ. Хӑйне кансӗрленӗ водителе вӑл ятлсшӑн пулнӑ имӗш, анчах лешӗ телефонпа ӳкернине курсан хӑйне тытса чарнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи 133/134-мӗш номерлӗ «Хусан–Питӗр» пуйӑс расписанине улӑштарма йышӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пуйӑс тӑватӑ кунта пӗрре хутлама тытӑнӗ. Авӑн уйӑхӗнче, тӗслӗхрен, 9, 13, 17, 21, 25-мӗшӗсенче ҫула тухӗ, каялла килме — авӑн уйӑхӗн 10, 14, 18, 22, 26-мӗшӗсенче. «Шупашкар – Питӗр» прицеп вакунӗсене те сайра ҫӳретӗҫ. Вӗсем 8 кунта пӗрре ҫеҫ пулӗҫ. ҫак уйӑха илсен, Питӗре Шупашкартан авӑн уйӑхӗн 13, 21, 29-мӗшӗсенче пуйӑспа кайма май килӗ, унтан каялла килме: авӑн уйӑхӗн 10, 18, 26-мӗшӗсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
