Ҫул-йӗр
Паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Канаша ҫӳрекен 6501-мӗш номерлӗ пуйӑс расписанийӗ улшӑнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви «Содружество» акционерсен обществи хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ. «Шупашкар 1» станцирен пуйӑс 07 сехет те 12 минутра хускалӗ, 6 километрта 07.18-07.19 сехетре пулӗ, «Шупашкар 2» патӗнче — 07.22-07.23-ре, Ишлейре — 07.33-07.34-ра, Мишерте — 07.40-07.41-ре, Шорккара — 07.44-07.45-ре, 28 километрта — 07.50-07.51-ре, 32 километрта —07.55-07.56-ра, Хурӑнварта — 08.01-08.02-ре, 38 километрта — 08.06-08.14-ра, Пустрикассинче — 08.19-08.20-ре, 46 километрта — 08.24-08.25-ре, Ҫӗрпӳре — 08.32-08.33-ре, Тракра — 08.50-09.01-ре, 74 километрта — 09.08-09.09-та, Матьшӳре — 09.13-09.14-ра, Пӗчӗк Ҫавалта — 09.24-09.25-ре, 91 километрта — 09.28-09.29-та, 98 километрта —09.36-09.37-ре, Канашӑн хӗвелтухӑҫ пайӗнче — 09.44-09.45-ре. «Канаш 1» станцие 09 сехет те 51 минутра ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
ҪҪХПИ сӑнӗ. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта инкек пулнӑ: вӑйпитти арҫынна ҫӑмӑл машина вилмеллех таптанӑ. Ҫул урлӑ юраман ҫӗрте каҫнӑскер авари вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи пӑтӑрмах каҫхи 7 сехет те 50 минут тӗлӗнче Шупашкар проспектӗнчи 15-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Шкода Октавиа» маркӑллӑ ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче ларса пынӑ 33 ҫулти арҫын тӗттӗмре ҫул урлӑ чупса каҫакана асӑрхаса ӗлкӗреймен. Специалистсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх вара, водитель ҫул ҫинче тимлӗхе ҫухатнӑ. Палӑртса хӑвармалла, аварие пула килне таврӑнайман арҫын 1975 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Вырӑна ҫитнӗ медицина ӗҫченӗсем арҫыннӑн чӗри тапма чарӑннине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енре паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, муниципалитетсем хушшинчи темиҫе автобус урӑхларах маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗх 242, 265, 325, 334, 519-мӗш маршрутсене пырса тивет. 242-мӗш маршрут Шупашкарти «Раща» чарӑнуран Муркаш районӗнчи Шурчана ҫӳрет. Малашне вӑл хулари «Ҫӗнӗ сала» станцирен хутлама пуҫлӗ. 265-мӗш маршрут Шупашкарти «Ҫӗнӗ сала» станцирен Ойкассине каять. Малашне вӑл Шупашкарта чарӑнмӗ. Кӳкеҫри Шуршӑл урамӗнче Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районне ҫӳренӗ 325-мӗш маршурт Шупашкарти «Вокзал ҫум» станцие ҫитсе каялла ҫаврӑнса кайӗ. «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа хутланӑ 334-мӗш маршрутра вара уйрӑмах пысӑк улшӑнусем пулса иртӗҫ. Шупашкартан Муркаш районӗнчи Мӑн Шаптака ҫӳрекен 519-мӗш маршрут та малашне «Ращаран» мар, «Ҫӗнӗ сала» автостанцирен хускалӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Республикӑри экспертиза центрӗ Шупашкарта ҫутӑсен строительство сечӗн проект документацине ырланӑ. Тӗплӗнрех каласан, Улатӑр ҫулӗ ҫинче стационар электричество ҫуттин строительствин проекчӗ лайӑх хака тивӗҫнӗ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, Богдан Хмельницкий урамӗнчен пуҫласа М-7 ҫул таран, чукун ҫул иртсе кайнӑ вырӑна ҫити, ҫутӑ пулмалла. Пӗтӗмпе - 5 ҫухрӑм. Ҫул хӗррипе светодиодлӑ светильниксем вырнаҫтарӗҫ. Ку, паллах, лайӑх. Каҫхине машинӑсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те меллӗрех тата хӑрушсӑртарах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Етӗрне районӗнче ҪҪХПИ инспекторне фура ҫапса кайнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ку М-7 ҫулӑн 574-мӗш ҫухрӑмӗнче, Етӗрне районӗпе Чулхула облаҫӗ чиккинче, пулнӑ. ҪҪХПИн икӗ инспекторӗ «Лада Ларгус» машинӑна тата ун хыҫҫӑн пыракан йывӑр тиевлӗ транспорта тӗрӗслеме чарнӑ. Грузовик хыҫҫӑн тепӗр фура пынӑ. Унӑн рулӗ умӗнче ларакан водитель тӑруках чарӑнайман, малти грузовикпе ҫапӑнас мар тесе пӑрӑннӑ та «Лада Ларгус» ҫине пырса кӗнӗ. ҪҪХПИн пӗр инспекторӗ «Ларгус» тата фура хушшине лекнӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ҫӑмӑл машина водителӗн докуменчӗсене тӗрӗслесе тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче пурӑнакансем ҫула юсасса тахҫанах кӗтнӗ. 2017 ҫулта ку ӗҫе «Партнер-Холдинг» порядчикӑн тумалла пулнӑ, анчах вӗсем ҫул сарма тытӑнман та. Ҫавна май килӗшӗве пӑрахӑҫлама тивнӗ. 2018 ҫулта «Дорстрой» организаципе килӗшӳ тунӑ. Кун хыҫҫӑн тин ҫӑкалӑхсем ҫӗнӗ ҫулпа пушмакпа шаклаттарса утма тытӑннӑ. «Ҫул мар, машинӑсем тупӑшмалли трасса», - унччен ял ҫыннисем ҫапла кулянса каланӑ. «Дорстрой» 2,3 ҫухрӑм, 4,5 метр сарлакӑш ҫула 33,9 миллион тенкӗпе тунӑ. Технадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул пахалӑхӗпе тивӗҫтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле медиксем те рейда тухнӑ. Ҫак кунсенче вӗсем Хыркасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Водительсене юн пусӑмне тӗрӗслеме сӗннӗ, пульсоксиметрие те (организмра мӗн чухлӗ кислород пулни), спирометрие те пӑхнӑ. Хӑш-пӗр водителӗн чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем аталанас хӑрушлӑх пур, ҫавна май вӗсене электрокардиограмма тунӑ. Медиксем, Хулари 1-мӗш пульницӑн терапевчӗпе медсестри, водительсене Хыркасси патӗнчи постра тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтрах нарколог кашинпе калаҫнӑ, пирус мӗнле туртма пӑрахмалли пирки ӑнлантарнӑ, руль умӗнче эрех-сӑра, психотроплӑ япаласем ӑша яма юраманни ҫинчен аса илтернӗ. Пӗтӗмпе 30 водитель тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Ку пурне те килӗшнӗ-мӗн. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те ахаль тӑман: водительсем рейс умӗн медтӗреслев витӗр тухнипе тухманнине, тахограф лартнипе лартманнине тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем урлӑ машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул тума палӑртаҫҫӗ. Анчах ку вӑл — республика шайӗнче пурнӑҫлакан проект мар. «Европа – Западный Китай» (чӑв. Европа — Хӗвеланӑҫ Китай) тӗнче шайӗнчи автоҫула тӑвассине ҫӗршыв ертӳҫисем татса панӑ. Чӑваш Енӗн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ҫав ҫула тума пама май пама услови йӗркелесси ҫинчен калакан йышӑнӑва нумаях пулмасть алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Ҫӗнӗ объект тӑвакан вырӑна лекме пултаракан ҫӗр лаптӑкӗсене, куҫма пурлӑха халех палӑртмалла. Куншӑн яваплисем — маларах асӑннӑ Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем тата Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енри ҫулсем ҫинче пулкан аварисем пирки ятарлӑ сайтра пӗлме май пур. Хастарсем проект хута янӑ, ҪҪХПИ порталӗнчи материалсене пухнӑ, систематизациленӗ. «Карта ДТП» сайт чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта 2015 ҫултанпа ҫулсем ҫинче пулнӑ аварисем пирки тӗплӗн пӗлме пулать. Проект авторӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ҫулсене хӑрушсӑртарах тума май парать Чӑваш Ен картти ҫине лекес тесен «Карта ДТП» сайтра хамӑр региона тупса «шӑшипе» пусмалла. Информацие пӗлме ансат: авари пулнӑ вырӑна «шӑшие» тӗллемелле е даннӑйсене кӗртмелле. Ҫапла майпа ҫак хыпарсене пӗлме пулать: авари мӗнле йӗркене пӑснӑшӑн сиксе тухнӑ, унта кам лекнӗ, водитель стажӗ, автомобиль марки, авари пулнӑ чухне мӗнле ҫанталӑк тӑнӑ. Инкекре ҫын вилнӗ тӗк ӑна хура ҫавракапа паллӑ тунӑ. Сайта ҫӑмӑллӑнах кӗме май пур. Хальлӗхе вӑл компьютер е ноутбук урлӑ кӑна ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Йӗпреҫ районӗнчи Березовка яялӗнче пурӑнакансем Йӗпреҫе илсе ҫитерекен ҫул питӗ япӑх лару-тӑрура пулни пирки пӗлтерсе РФ Президенчӗ патне петици ҫырни ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Шӑтӑк-путӑклӑ ҫула 2019 ҫулта юсама пуҫлӗҫ ахӑртнех. Кун пирки ЧР Транспорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Хальлӗхе ӑна мӗнле укҫапа тӑвас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Ӑна ахаль кӑна юсанипе ҫырлахма ҫук, вӑл 1-2 ҫултан каллех арканӗ. Ҫула тӗплӗн юсамалла, ку вара ҫӗннине сарнипе танах. Аса илтерер: петицие йӗреҫсем Change.org сайтра вырнаҫтарнӑ. 20 ҫухрӑм ҫула 10 ҫул ытла юсаман. Автобус икӗ рейс тӑвать, анчах хӑш чухне вӑл та килмест. Таксистсем вара 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |