Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: люкс

Ҫул-йӗр
Aurus Motors хатӗрленӗ сӑн
Aurus Motors хатӗрленӗ сӑн

Aurus Senat маркӑн пуҫламӑш партири малтанхи машинисем уйрӑм клиентсем валли 22 млн тенкӗпе танлашӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен Раҫҫейри люкс бренчӗ хӑйӗн «Контактри» официаллӑ страницинче пӗлтернӗ.

«Aurus Senat моделӗн пуҫламӑш хакӗ 18 млн тенкӗ пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах бренд, рынокра йышӑннӑ практикӑпа килӗшӳллӗн, 22 млн тенкӗ тӑракан ҫӳллӗ шайра хатӗрлесе ҫитернӗ пӗрремӗш сериллӗ партие кӑларать. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра Aurus малтанхи клиентсене Senat-а шӑпах ҫавӑн пек версире туянма сӗнет те», — палӑртнӑ пӗлтерӳре.

Aurus-ра палӑртнӑ тӑрӑх, малашне сутлӑхра седанӑн йӳнӗрех версийӗсем те пулӗҫ, ҫав шутра 18 млн тенкӗпе те. Автомобилӗн чӑн хакӗ клиентшӑн заказ йышӑннӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ.

Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх Aurus Senat-ӑн серипе кӑларакан машинӗсене уйрӑм заказчиксем патне 2021 ҫулхи ҫуркунне вӗҫленнӗ тӗле ҫитерме палӑртнӑ. Пӗрремӗш партири автомобильсем ултӑ тӗслӗ кузов суйласа илме пултараҫҫӗ: шурӑ перламутрлӑ, кофе тӗслӗ, хурҫӑ кӑвак, графит тӗслӗ тата хура тӗсли.

Aurus Senat-ра гибридлӑ двигатель пулӗ: вӑл 4,4 литрлӑ вӗрттерсе бензинпа ӗҫлекен V8 двигатель ҫинче никӗсленнӗ, унпа пӗрле компактлӑ электричество агрегачӗ вӑй хурӗ, урапасене вӗсем 9 картлӑ хӑй тӗллӗн куҫаракан передачӑсен коробки урлӑ ҫӑвӑрӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та