Ҫул-йӗр
twitter.com сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Федерацин пассажир компанийӗ 11 ҫулхине уявланӑ. Асӑннӑ организаци «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар яваплӑ обществин шутланать. Предприяти хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри пассажир кунне ирттерме йышӑннӑ. Купе вакунӗсенчи ҫӳлти вырӑнсене раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен билет туянса ӗлкӗрекенсене ҫур хакпа сутӗҫ. Акципе усӑ курас тесен раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫула тухса ӗлкӗрмелле. Йӳнӗ хакпа билетсене Чулхулапа Питӗр, Хусанпа Мускав, Хусанпа Ижевск, Шупашкарпа Первомайск тата ытти хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссем ҫине туянма пулать. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Чулхулари чукун ҫулӑн корпораци коммуникацийӗсен службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ. Акципе «Раҫсейӗн чукун ҫулӗсем» АУОн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма май пур. |
Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче Ҫырмапуҫ ялӗнче Хӗл мучипе Юр пике ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ. Ял ҫыннисем ӑна тахҫантанпах кӗтнӗ, савӑннӑскерсем уяв тунӑ. Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти Хӗвелтухӑҫ урамӗнче иртнӗ. Хӗпӗртемесӗр! Ара, ҫынсем ҫӗнӗ ҫул сарма хӑйсем те укҫа пухнӑ. Кашни килтен 16500 тенкӗ тухнӑ. Укҫана ҫу уйӑхӗнче пухса пӗтернӗ. Документсем хатӗрлесенех, авӑн уйӑхӗнче, ҫул тума тытӑннӑ. Чӳк уйӑхӗнче ӗҫ вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Халӗ ав ҫак кунсенче ҫырмапуҫсем савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
«Улатӑр–Канаш» расписанипе ҫӳрекен пуйӑс раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ хыҫҫӑн урӑх расписанипе ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫӗнӗ расписани 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫирӗплетнӗ. «Канаш – Улатӑр» маршрутпа пуйӑс ирхи 4 сехет те 48 минутра хускалӗ (ку вӑл хальхинчен 3 минут каярах тенине пӗлтерет); Улатӑра 7 сехет те 14 минутра (хальхинчен 8 минут каярах) ҫитӗ. «Улатӑр – Канаш» маршрутпа пуйӑс 4 сехет те 52 минутра тапранӗ, Канаша 7 сехет те 16 минутра ҫитӗ (хальхинчен 7 минут каярах). Хуҫалӑх пуйӑсӗн расписанийӗ те ылмашӗ. Канашран вӑл 3 сехетре Улатӑра тухса кайӗ, Улатӑртан Канаша килме 6 сехет те 15 минутра тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкартан ҫитес ҫул ҫӗнӗ авиарейссем уҫӑлас шанчӑк питех те пысӑк. А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленӗ. 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пур. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой. Ҫӗнӗ маршрутсене уҫас тӗллевпе аэопорт самай ӗҫ калаҫу ирттернине ӗнентерет. Ҫав шутпа авиакомпанисемпе, республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствипе, республикӑн Элтеперӗпе темиҫе те калаҫнӑ. «ИрАэро» авиакомпани Краснодар, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисене Шупашкар ҫыннисене ҫулталӑкӗпех турттарма хатӗр. «Руслайн» авиакомпани Екатеринбурга ҫулла вӗҫме килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкарта тепӗр троллейбус маршрутне улӑштарасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, ӑна тӑсасшӑн. Сӑмах 14-мӗш троллейбус пирки пырать. Аса илтерер: унччен вӑл Университет патӗнчен вокзала ҫити ҫеҫ ҫитетчӗ. Кайран ӑна Ленин Комсомолӗн урамӗпе ячӗҫ. Тунтикун 14-мӗш троллейбуса Хӗвеллӗ бульвара ҫити ярассине сӳтсе явӗҫ. Троллейбуссен шучӗ малтанхи пекех юлӗ – 14 транспорт. Ҫын нумай ҫӳрекен вӑхӑтра интервал 9-10 минутран 8-9 минута ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа турттаракансене палӑртмалли конкурс ирттерет. Транспорта 101С, 220, 234, 270-мӗш номерлӗ маршрутсем валли шыраҫҫӗ. Пассажирсене турттаракан автобуссен вӑтам класлӑ пулмалла. Маларах асӑннӑ маршуртпа килес ҫул 62 автобус ҫула тухмалла. Уҫӑ конкурса хутшӑнас текенсен заявкисене Шупашкарти Республика лапамӗнч 2-мӗш ҫуртри 311-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене паянтан пуҫласа раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пухӗҫ. Заявкӑсене ӗҫ кунӗсенче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳремелли каламасӑрах паллӑ. Ку вӑл водительсене ҫеҫ мар, ҫуран ҫӳрекенсене те пырса тивет. Общество транспортне ларсан пирӗн пурнӑҫӑмӑр водительтен килет тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук. Руль умӗнчи ҫыннӑн телефонпа калаҫса пыма юрамасть. Телефона та тытмалла, руле те. Кун пек чухне тимлӗ пулма йывӑр. Питех пуплес килсен ятарлӑ гарнитурпа усӑ курмалла. Пассажирсене турттаракан водительсенчен пӗри йӗркене пӑхӑнас темен — ҫулпа пынӑ чухне телефонпа калаҫнӑ. Ҫавна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑрханӑ. Водителе явап тытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Алексей Николаев страницинчи сӑнӳкерчӗксем Шупашкара Питӗртен килекен самолет чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мускаври Внуково аэропортӗнче анса ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ. Паян эпир асӑннӑ лайнерӑн пилочӗ Алексей Николаев ку историе хӑйӗн страницинче комментариленине асӑрхарӑмӑр. Инкеклӗ лару-тӑру пулнӑ тенипе пилот килӗшмест. Пысӑках мар техника сӑлтавӗ ҫеҫ, вӑл кӑлтӑкпа Хабаровска та ҫитме пулатчӗ тесе палӑртнӑ. Шупашкарта вӑл кӑлтӑка пӗтерме пултаракан специалистсем ҫук тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл компанипе ҫыхӑнса никӗс аэропортра анса ларма йышӑннӑ. Самолета ылмаштарма 40 минут ҫеҫ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче пуйӑспа инҫе ҫула кайса килес текенсем валли ырӑ хыпар пӗлтерер. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» предприятин пассажирсене турттаракан компанийӗ билетсене йӳнӗрех хакпа сутассине пӗтерет. Анчах патне ҫитсен туянмалла мар, халех илсе хумалла. Билетсене йӳнӗрех хакпа чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен сутаҫҫӗ. Каялла килмелли билетӑн хакне 30 процент йӳнӗрехпе туянас тесен билетсене кайма та, килме те харӑс илсе хумалла. Йӳнӗрех хакпа илнӗ билетсемпе чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗ таран ҫула тухма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
"Грани" видео скринӗ Ҫӗнӗ Шупашарпа Шупашкар хушшинче автобус ярӗҫ-и? ЧР Элтеперӗ «Грни» хаҫата панӑ интервьюра икӗ хула хушшинче вӑхӑтлӑх маршрут – автобус – ярассине пӗлтернӗ. Аса илтерер: унччен Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 100-мӗш троллейбус ҫӳретчӗ. Анчах транспорт шучӗ сахал пулнӑран ӑна нумай вӑхӑт кӗтме тивнӗ. Маршрута ҫӗнӗрен ярӗҫ-и? Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, маршрут йӗркеллӗ ӗҫлетӗр тесен 15 троллейбусран кая мар ямалла. Кӗҫех республикӑна 68 ҫӗнӗ троллейбус килмелле, тен, пӗр пайне шӑпах ҫак маршрутпа ярӗҫ. Анчах хальлӗхе ку татӑклӑ хурав мар-ха. Тӳре-шара лару-тӑрӑва тишкерӗ. Элтепер икӗ хула хушшинче ҫӳрекен 3-4 маршрутпа автобуссем яма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |