Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Этнография чувашского народа» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑxӗсен институчӗн ӑсчахӗсем пухса хатӗрленӗ. Ӗҫ ушкӑнне истори ӑслӑлӑxӗсен тухтӑpӗ В.П. Иванов тухӑҫлӑ ертсе пынӑ. Ҫaк паха кӗнекере чӑвашсем ӑҫтан пулса кайни, халӑx йышӗ, наци тумтирӗ, капӑpлӑxӗсемпе апат-ҫимӗҫӗ, ҫeмье тата халӑх пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки, ӑруран ӑpӑва куҫнӑ пултарулӑхӗпе ӑcталӑxӗ, ӗненӗвӗ, ӳнерӗ тата ытти ҫинчен тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне кӗнекене терминcен словарьне уйрӑммӑн кӗpтнӗ. Ҫaвӑнпа та вӑл вӗрентекенсемпе студентсемшӗн, аслӑ классенче ӑс пухакан ачасемшӗн тата чӑваш халӑxӗн истoрийӗпе, культурипе кӑcӑкланакансемшӗн усӑллӑ та кирлӗ пулма тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Наци телекуравне реанимацине вырттармалла, сирӗнпе Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илме питӗ тунсӑх пулчӗ паян... . Контент контентшӑн ҫеҫ пултӑр тесе ҫителӗксӗр, пӗр япалана темиҫе хут кунне кӑтартни япӑх тата чӑвашла контент ӑҫта? Вырӑсла контент ӳкерме кӑмӑллатӑр пулсан, тархасшӑн вырӑс телеканалӗсем шайӗнче ӳкерӗр, пултараймастӑр пулсан ӳкерӗр чӑвашлине май ҫитнӗ таран, куракансем йышлӑрах пулӗҫ», — тесе ҫырнӑ «Контактра» Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов. НТРКна вӑл 100-тен кая мар вырӑс телеканалӗпе танлаштарнине пӗлтернӗ. «НТРКна вырӑс телеканалӗсемпе танлаштарма та намӑс, вырӑс вӑл контента пылакпа сӗрсен те пӑхмӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑвашлине чӑвашӑн пӑхас килет, шел, ҫук... Кам валли, мӗн ӳкеретӗр эсир?» — пуҫ ватать Ильтимер. Ильтимеи Ефремов шухӑшӗпе килӗшнине палӑртса ҫыракансем те тупӑннӑ. |
Культура
Тӗменти чӑвашсем паян, 14 сехетре, Муравленко хулинчи Лира Губарева артисткӑпа тӗл пулнӑ. Тӗмене вӑл килни пирки Фейсбукра вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Артистпа курнӑҫу чӑвашсен облаҫри центрӗнче иртнӗ. Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Стерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркелесе янӑ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче ача-пӑчан «Шевле» ансамбльне те пуҫарса янӑ. Тӗменте ача-пӑча пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» наци пултарулӑхӗн 25-мӗш юбилей фестиваль-конкурсне «Шевле» хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. |
Культура
Надежда Афанасьева Ӗнер «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» журналисчӗсем Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗрне 77 ҫулти кинемейпе кайнӑ. Издательство ҫурчӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнчи Хурасанти 77 ҫулти Надежда Афанасьева журналистсемпе дискотекӑна унччен те ҫӳренӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш. «Ман ачалӑх пулман, ҫамрӑклӑхпа савӑнса юлайман. Ҫавӑнпа халь май пур таран хавасланма тӑрӑшатӑп», — тенӗ иккен кинемей. Кинеми ҫапла каланине «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Алина Изман пӗлтернӗ. Кинемипе пӗрле ҫамрӑксем карталанса ташланӑ, ӑна пӗри те тепри ыталаса сывлӑх суннӑ. Ҫынсем унпа тӑрса сӑн ӳкерӗннӗ. Вӑл дискотека ҫӑлтӑрӗ пулнӑ. Сцена ҫине тухса юрлама та ыйтнӑ — кинеми турткалашса тӑман, ҫамрӑксен кӑмӑлне тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Экологи ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. ЧР Наци вулавӑшӗшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ вӗҫленет. Петр Маркин ҫыравҫӑ вулавӑша хӑйӗн 150 кӗнекине парнеленӗ. Вӗсем – ҫутҫанталӑк пирки. Петр Маркин пултарулӑхӗ ҫутҫанталӑкпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл – лесник ывӑлӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи картунра ӳснӗ. Ҫыравҫӑ ҫутҫанталӑк чунне лайӑх ӑнланать. «Ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх пулни – телей. Ҫакна ҫынсем ӑнланччӑр», - тет вӑл. Петр Маркин кашни ҫулах вулавӑша кӗнекесем парнелет. Уншӑн кӗнеке сутасси пӗлтерӗшлӗ мар. Чи кирли – ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑскерсем вулакан чунне кӗччӗр. Наци вулавӑшне лекнӗ кӗнекесем республикӑри пур вулавӑша та лекӗҫ. Петр Григорьевичӑн кӗнекисем унчченхи ҫулсенче чи вуланаканнисен йышне кӗнӗ. Кӑҫал ҫырнӑ «Волк шел к людям» тата «Земляничная поляна» кӗнекесем – сӑвӑсемпе новеллӑсен пуххисем – вулакансен чунне хускатасса шанать автор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Петӗр Хусанкай ҫырнӑ юмах тӑрӑх «Голубка» спектакль-мюзикл лартнӑ. Ку ӗҫе театр Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе пурнӑҫлама пултарнӑ. Аслӑ классикӑмӑрӑн юмахӗсем тӑрӑх театрта кӑҫал тӑватӑ спектакль хатӗрленӗ. Пукане театрӗнче мюзикл жанрӗпе пачах ӗҫлемен мар-ха. 18 ҫул каялла «Красная шапочка» лартнӑ, 2015-мӗшӗнче — «Светофор» шоу. Анчах ку, мӗн тесен те, наци сӗмӗллӗ. Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлачра 110 ҫул ҫитнине шута илсен ҫак ӗҫ пушшех те пӗлтерӗшлӗ. «Голубка» мюзикла поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина тата вӗсен ывӑлӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай та кайса курнӑ. Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, премьерӑна ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара кӗртмен. Анчах каярах ӑна пӗрех кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енри сакӑр ача Мускаври Кремль керменӗнче раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртекен Раҫҫейри ачасен хорӗнче юрлӗ. Уява ҫӗршыври Ача-пӑча вунӑҫуллӑхне халалланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, сумлӑ хор йышне Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хорӗн солисчӗсем Женя Сбитнев, Таня Григорьева, Матвей Савинкин, Юля Чапрасова, Юля Матвеева, Соня Иванова, Аня Трифонова тата Дарина Данилова кӗнӗ. Вӗсен илемлӗх ертӳҫине Александра Васильевӑна Раҫҫейри ача-пӑча хорӗн хормейстерӗ пулма йыхравланӑ. Ачасем Мускава тухса кайнӑ та ӗнтӗ. Мероприяти йӗркелӳҫисем вӗсем валли кӑсӑклӑ хушма программа хатӗрленӗ. Шкулта вӗренекенскерсене Раҫҫейӗн тӗп хулине экскурсие илсе тухӗҫ, музейсенчи куравсене илсе кайса кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисткине Антонина Баулинӑна хисепленине палӑртса унӑн асӑну хӑмине уҫӗҫ. Хӑмана Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарӗҫ. Актриса унта 1972 ҫултан пуҫласа 2015 ҫулччен пурӑннӑ. Асӑну хӑмине Раҫҫей художникӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Игорь Голубев хатӗрленӗ. Антонина Баулина — Вырӑс драма театрӗн историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пултаруллӑ артистсенчен пӗри. Сцена ҫинче вӑл 56 ҫул вылянӑ. Пурнӑҫран 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Асӑну хӑмине уҫма культура, искусство ӗҫченӗсене, журналистсене, сцена ӑстисене, тӑванӗсене, актрисӑн пултарулӑхне хаклакансене Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт патне 13 сехет те 30 минута йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тӗменти наци культурисен «Строитель» керменӗн чӑваш культурин пайӗн ертӳҫин Надежда Омельченкон «Поющие сердца» (чӑв. Юрлакан чӗресем) концерчӗ иртнӗ. Унта пуҫтарӑннисем унӑн юррисемпе композицийӗсене кӑна мар, Тӗменти «Тӑван», Горьковка ялӗнчи «Ҫеҫпӗл» ансамбльсемпе киленнӗ. Надежда Николаевнӑн концертне наци культурине пулӑшакан «Ентешлӗх» фонд пулӑшнипе Надежда Горбушина, Галина Григорьева, Татьяна Данилова солистсем те хутшӑннӑ. «Казачата» ача-пӑча ушкӑнӗ, «Этнос» вӗренӳ ушкӑнӗ те куракансене савӑнтарнӑ. Наталья Славина хӑй юррисене шӑрантарнӑ, Ксения Кучкильдинова чӑваш юррисемпе сцена ҫине тухнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи концерта Мария Байкалова поэт та хутшӑннӑ. Уяв пирки «Ентешлӗх» ушкӑн хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
http://social.ren.tv сайтри сӑн ӳкерчӗк Паян, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет те 30 минутра Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи Куратово ялӗ тӗлӗнче автобус тӳнсе кайнӑ. Вӑл «Аслӑ Устюг-Шупашкар-Хусан-Пермь» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви паян ирхи 9 сехетре малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 50 ҫын пулнӑ. Ҫав шутран 49-шӗ — пассажирсем, вӗсенчен 12-шӗ — ачасем. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулни паллӑ. Ҫул-йӗрти инкекре 12-ӗн аманнӑ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри пӗр ҫын пур. Аманнисене Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи тӗп пульницине вырттарнӑ. Чӑваш Енри пассажира (вӑл хӗрарӑм пулни паллӑ, мӗншӗн тесен «пострадавшая» тенӗ) травматологи уйрӑмне вырттарнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр тесе хаклаҫҫӗ. Ҫаврӑнса ӳкнӗ автобусри ытти пассажира Куратово ялӗнчи Культура ҫуртне вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Кайран вӗсене туркомпанин тепӗр автобусӗпе лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |