Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Элӗксем «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи» конкурса пӗтӗмлетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 25.03.2014 11:48 | 2282 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Элӗк районӗнче «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2014» конкурсӑн район шайӗнчи тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш тӗррине упраса хӑварас, ӑна аталантарас теллевпе ирттернӗскерӗн теми — чӑваш эрешӗ тата унӑн пӗлтерӗшӗ.

Элӗк районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн центрне 50 ытла ӗҫ килнӗ. «Алӗҫ пултарулӑхӗ» (тӗрӗ, йывӑҫ ҫинче ӳкересси) номинацире Мӑн Ямаш шкулӗнчи Диана Андреева 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Карачура шкулӗнчи Дмитрий Титов тата Александр Филиппов 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. «Живопиҫ» номинацире Тени шкулӗнче вӗренекен Юлия Капитонова 1-мӗш пулнӑ. Ҫав шкултиех Анастасия Васильева 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ураскилт шкулӗнчи Александр Калмыков 2-мӗш пулнӑ.

«Сӑвӑсем» номинацире Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Ольга Егорова ҫӗнтернӗ. Юнтапа шкулӗнче вӗренекен Аделина Степанова 2-мӗш, Тени шкулӗнчи Ольга Жесткова 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

«Сочинени» номинацире Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулти Эльвира Путерова ҫӗнтернӗ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Романова 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Тени шкулӗнчи Елена Герасимова 3-мӗш пулнӑ.

#Ураскилт, #Тени, #Элӗк, #Элӗк районӗ, #конкурссем, #чӑваш тӗрри, #шкулсем, #ӳнер, #Мӑн Ямаш, #Чӑваш Сурӑм, #Юнтапа

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.25 14:43
«Сочинени» сăмаха чăвашла çырма май çуккă пулĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем