Ҫитес ҫул Чӑваш Енре ҫурт-йӗр 10 процент хакланама пултарӗ. ЧР строительство министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен эскроу-счет ҫине куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Пур подрядчик те банкран укҫа кивҫен илеймест, ҫавна май ҫурт-йӗр хакӗ хакланма пултарӗ. Кун пирки «Регнум» информаци агентстви ҫырать. Хваттер пая кӗрсе илекен ҫын валли эскроу-счет уҫаҫҫӗ, укҫа ҫавӑнта пухӑнса пырӗ. Подрядчик ҫурта хута яриччен ку нухратпа усӑ кураймасть.
Ку саккун пая кӗрсе хваттер туянакансен прависене хӳтӗлет. Ара, строительство чарӑнса ларсан укҫа-тенкӗ хуҫи патнех таврӑнӗ.