Персона
![]() Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Леонид Якубович ертсе пыракан «Асамлӑх уйӗ» 25 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ Надежда Андреева та хутшӑннӑ. Чӑваш Енри педагог хӑйӗн ӑсӗпе тӗлӗнтернӗ. Чӑвашран кайнӑ хӗрарӑм финала тухса супер-вӑйӑна выляса илме пултарнӑ. Надежда Андреева малтан саспаллисене каланӑ та унтан сӑмаха пӗлнӗ. Вӑл Леонид Якубовича Чӑвашран илсе килнӗ парнесемпе те савӑнтарнӑ. Унтан Надежда Андреева финала тухса супер-вӑйӑ выляма килӗшнӗ. Вӑл 800 очко пухса смартфона тивӗҫнӗ. Супер-финалта та пирӗн ентеш ӑсӗпе тӗлӗнтернӗ. Вӑл тӗп сӑмаха пӗлсе килти кинотеатр выляса илнӗ. Ҫапла вӑл тӑван тӑрӑха парнесемпе таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Максим Смирнов Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк Пӗрремӗш канал геройӗ пулса тӑнӑ. Ун пирки «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Кӑларӑм юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Ӑна Раҫҫейри пултаруллӑ ачасене халалланӑ. Сюжет «Я у мамы инженер» (чӑв. Эп еннен инженерӗ) ятлӑ пулнӑ. Унта Шупашкарти пӗр шкулта ӑс пухакан Максим Смирнов пирки те каласа кӑтартнӑ. Максим Смирнов хӑй шухӑшаса кӑларнӑ 8 япала валли патент илнӗ. Вӗсен йышӗнче — урапан хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗ. Унти ларкӑч урапа ҫапӑнсан 180 градус ҫаврӑнать. 9-мӗш класра вӗренекен Максим Смирнов тӗнчене улӑштарма пултаракан ҫынсен списокӗнче 5-мӗш вырӑнта тӑрать. Арҫын ача чылай медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл тӗнче шайӗнчи конкурссенче те мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Пиҫет пилеш...» ҫак ятпа йыхравлать хӑйӗн юбилей каҫне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева. «Пиҫет пилеш, пиҫет палан, кӗр хӗрелет хӗрле. Пӗрлешнӗ кайӑксем паян вӗҫрӗҫ ҫӳлелле», — ҫак йӗркесем пурччӗ Полина Чамжаева юрлакан юрӑра. Вӑл хӑш спектакльтен пулнине те астумастӑп халӗ. Эп кӑна мар, аслӑраххисем те маннӑ-тӑр, анчах ӑна шӑрантаракан сасӑ та, юррин ҫеммипе темиҫе йӗрки те асрах. Кӑҫал Полина Чамжаева 50 ҫул тултарчӗ. Сцена ҫинче вӑл 30 ҫул ытла куракана савӑнтарать. Пукане пек кӗлеткеллӗ, пӑрчӑкан пек вӑр-вар теме пулать Полина Чамжаева пек ҫынсем пирки. Бенефисра чӑваш халӑх артисткин юратни юррисем, вӑл ӗҫлекен Ҫамрӑксен театрӗн спектаклӗсенчи сыпӑксем пулӗҫ. Уяв Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Семенов министр Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрне Сергей Семенова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Челепи облаҫӗнчен Чӑваша министр пулса куҫса килнӗ йӗрке хуралҫи «саккунлӑха тата право йӗркине ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Патшалӑх наградине парасси ҫинчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑларнӑ Хушура шӑпах ҫав самантсене палӑртнӑ та. Сергей Семенов пирӗн тӑрӑхра министр пулса тӑватӑ ҫул ҫурӑна яхӑн тӑрӑшать. Кунта киличчен вӑл Челепи тӑрӑхӗнче шалти ӗҫсен хулари управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне, сӑмах май, Чӑваш Ен прокурорӗ пулнӑ Владимир Метелин (2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче) тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов (2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче) тивӗҫнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре чи лайӑх участковӑй полицейскине суйланӑ. Кӑҫал ҫак ята Шупашкар районӗн участковӑйӗ тивӗҫнӗ. Александр Боронов унта ҫулталӑк ҫеҫ ӗҫлет. Вӑл 17 яла тӗрӗслесе тӑрать. Ҫак тапхӑрта вӑл ҫынсен кӑмӑлне кайма пултарнӑ. Участковӑйӗн ӗҫ нумай-мӗн. Ҫӗнӗ ҫын килнӗренпе ялсенче лӑпкӑрах пулнине палӑртать халӑх. Александрӑн лаптӑкӗнче 4,5 пин ҫын пурӑнать. Халӑхпа пӗр чӗлхе тупни ӑна ӗҫре пулӑшать. Ав кӑҫал ҫулла вӑл ял лавккинчен стройматериал вӑрланӑ ҫамрӑксене тытса чарма пултарнӑ. Александр Боронов Ҫурҫӗр Кавказра командировкӑра 4 хутран ытла пулнӑ. «Халӑх участковӑйӗ» конкурсра ҫӗнтерни уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Халӗ вӑл пирӗн республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Конкурс чӳкӗн 1–10-мӗшӗсенче иртӗ. Уншӑн «Комсомольская правда» хаҫат сайтӗнче сасӑлама пулать. ШӖМ сайтӗнче те уншӑн сасӑламашкӑн каҫӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Терентьев мӑшӑрӗ ывӑлӗпе тата хӗрӗпе Ҫакӑн пек каланӑ Чӑваш халӑх ҫыравҫин Николай Терентьевӑн 90 ҫулхине халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ирттернӗ каҫра Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов. Ара, ҫуркунне ҫут тӗнчене килнӗскерӗн ячӗпе халӗ, кӗркунне кӑна пуҫтарӑннӑ-ҫке. «Ырӑ ӗҫ тума, ырӑ сӑмах калама, тӗрӗссипе, нихӑҫан та кая мар», — тет кун пикри уявра пулнӑ Римма Прокопьева журналист. Литература каҫӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Николай Терентьев ҫинчен аса илнӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров тата драматургӑн ҫывӑх тӑванӗ Полина Константинова юрӑ шӑрантарнӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗсен артисчӗсем «Ыйхӑ ҫухатнисем», «Ҫӗпӗр дивизийӗ» спектакльсенчи сыпӑксене вылянӑ. Драматург мӑшӑрӗ Мария Ивановна: «Ҫыннӑн чӑн-чӑн пӗлтерӗшне унпа ӗмӗрлӗхе уйрӑлсан кӑна ӑнланса илетпӗр», — тенӗ. Вӑл хӑйӗн упӑшкин пьесисене, ал ҫырӑвӗсене тепӗр хут вуласа унӑн тӗлӗнмелле таланчӗпе киленнине палӑртнӑ. «Вӑл хӑй — пӑр ҫапса тухнӑ ҫеҫпӗл», — хак панӑ упӑшкине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш халӑх артсистки Нина Яковлева сумлӑ юбилейне паллӑ тунӑ. Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артистки нумаях пулмасть 75 ҫул тултарнӑ. Праски рольне калӑплаканскер юбилейне тӑван тӑрӑхӗнче — Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче те — паллӑ тунӑ. Унта Нина Яковлевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Актрисӑна район центрӗнче те юбилейпе саламланӑ. Нина Михайловна тӑван тӑрӑхне час-часах килсе ҫӳреймест. Хальхинче вӑл унта театрти ӗҫтешӗсемпе килнӗ. Ентешӗсем вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Нина Яковлева ҫамрӑклӑхне аса илнӗ. Паллӑ спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ. Вӑл чылай сӑнара калӑпланӑ. Ӗҫне кура хисепӗ те. Ентешӗсем унпа мухтанаҫҫӗ. Унтан актерсем Вӑрмарта чарӑннӑ. Унта та Нина Михайловнӑна саламласа юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Унта театр ӗҫченӗсем «Чикагӑри асатте пурлӑхӗ» камите кӑтартнӑ. Нина Яковлева тӗп роле калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ тесе уявларӗҫ. Ҫав кун тӗрлӗ предприяти-организаци унччен ӗҫленисене саламлама тӑрӑшрӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗ вӑл кун пирки манман, хӑйсем калашле, «аслӑ ӑрӑва хисепленине, сума сунине, вӗсене манманнине» кӑтартнӑ. Уяв ячӗпе институт та хӑйӗн сумлӑ ӗҫтешӗсене — халь ӗҫлекеннисене те, кунта нумай ҫул вӑй хунӑ юлташсене те — саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх, телей, вӑрӑм кун-ҫул суннӑ. Литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗсем институтра ӗҫленӗ паллӑ чӑваш фольклористне, текстологне, литература тӗпчевҫине, ҫыравҫине Геннадий Юмарта паянхи уявпа саламлама килнех ҫитсе килнӗ. «Геннадий Федорович ҫулӗсене nӑxмacӑp халӗ те ӗҫлет, республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналсенче хӑйӗн ӗҫӗсене пичетлесех тӑрать», — пӗлтереҫҫӗ ун пирки институт ӗҫченӗсем. Юмартӑн малашнехи планӗсем пысӑк-мӗн. Вӑл килте упранакан сӑвӑ-поэмӑсен, тӗпчев ӗҫӗсен ал ҫырӑвӗсене тирпейлес ҫитерсе архива парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Игнатий Молодов сцена ӑсти пирки кӑларнӑ «О театре и о себе» аса илӳсен кӗнекин хӑтлавне Елчӗкри вулавӑшра йӗркелени пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ентешне елчӗксем манманнине ҫирӗплетекен тепӗр пулӑм — Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра Игнатий Молодова халалласа «Анлӑ тавракурӑмлӑ, хӑватлӑ талант» ятлӑ курав йӗркелени. Чӑваш халӑх артисчӗ И.О. Молодов ҫуралнӑранпа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитет. Ҫавна май унӑн ентешӗсем курав йӗркеленӗ те. Курава хутшӑннисемне артистӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Ялти шкулта чӑваш чӗлхипе вӗрентекен А. Иванова Игнатий Осиповичӑн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. Маларах асӑннӑ «О театре и о себе» кӗнекепе те вулакансене паллаштарнӑ. Кӗҫӗн Таяпари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи кружоксене ҫӳрекенсем те юбилее хатӗрленеҫҫӗ. Ентешне халласа вӗсем сӑвӑ-хайлав ҫыраҫҫӗ, «Артист пулма ҫӑмӑл мар» конкурса хатӗрленеҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑҫал Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май мероприятисем иртнӗ. Стихван Шавли (Степан Антонович Шумков) — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чулҫырма ялӗнче 1910 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1939 ҫулта Хусанти педагогика институтне пӗтернӗ. Пирвайхи хайлавӗсем 1931 ҫулта пичетленнӗ. Вӑл чылай сӑввине Октябрь революцине, Владимир Ленина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ. Чӑваш литературинче унӑн «Симӗс палӑк», «Киеври пионер», «Зоя», «Ҫалтӑрлӑ ҫын» поэмисем палӑрнӑ. Стихван Шавли «Пӳрнепе тӗллесе» сартира пуххи кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех поэт М.Горькин, П.Ершовӑн, И.Крыловӑн, М.Лермонтовӑн, Н.Некрасовӑн, Я.Райнисӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ май Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче «Халӑх ҫыравҫи» литература минучӗ иртнӗ. Унта «Пурнӑҫ каҫалӑкӗ», «Суйласа илнӗ сӑвӑсем» хайлавсем тӑрӑх сӑвӑсем вуланӑ. Ун чухне «Стихван Шавли» кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |