Чӑвашлӑх
![]() Мускавра пурӑнакан хӗр Инстаграмри хӑйӗн страницинче чӑвашла тумлантарнӑ пуканесене, тӑван халӑхӑмӑрпа ҫыхӑннӑ ытти сӑна тӑтӑшах вырнаҫтарать. «Ырӑ ир пурне те! Пӗчӗк юлташсене чӑваш тумӗ питӗ хитре каять) Килӗшетӗр-и?», «Ытти халӑхӑн тӗрри те, паллах, питӗ илемлӗ. Анчах та тӑван япала капӑртарах та хитререх туйӑнать», — ҫапларах постсем ҫырать маттур пике хӑйӗн ӳкерчӗкӗсен айне. Ксения Кошелева — Чӑваш Енри Йӗпреҫ районӗнчен. Халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Пултаруллӑ иллюстратор ӳкерме ачаранах юратнӑ, анчах биологипе географи учительне вӗренсе тухнӑ. Художество пӗлӗвӗ пулмасан та пӗлӗшӗсем ыйтсан кӗнекесене те хитрелетет. Тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культурине юратасси Мускава куҫса кайсан тата ют ҫӗршывра пулса курнӑ, ытти культурӑпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. Ксения планшетра ӳкерет. Унӑн ӗҫӗсем электрон мелпе упранаҫҫӗ. Ӗҫе пуҫӑнсанах пӗр ӳкерчӗкпе эрне таран ларма тивнӗ, халӗ 5-6 сехет татти-сыпписӗр ӗҫлесен вӗҫлет. Унӑн ӳкерчӗкне 40 пин тенкӗпе туянакан та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |