Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакан хастар чӑвашсем вилни пирки эпир ҫак кунсенче ҫине-ҫинех хыпарларӑмӑр. Халӗ тата тепӗр йӑхташӑмӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хальхинче — Мускавра пурӑннӑ Галина Кечайкина.
Вӑл раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнчех куҫне хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Чӑваш культурин Мускаври обществи Фейсбукра халӗ пӗлтернӗ.
Галина Николаевна ҫӗршывӑнтӗп хулинчи «Атӑл» чӑваш хорне ҫӳренӗ. Ансамбле пуҫарнӑ хыҫҫӑнхи малтанхи кунсенченех унта юрланӑ. Ялан хаваслӑ пулнипе, ҫынна ырӑ суннипе, пулӑшма хатӗррипе уйрӑлса тӑнӑ. Хора ҫӳрекенсене чӑваш наци тумне хатӗрлеме тата юсаса ҫӗнетме пулӑшнӑ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов хӑйсем патӗнчи хастар йӑхташ Валентина Разманова вилнӗ пирки Фейсбукра хурланса пӗлтернӗ.
Валентина Разманова 1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енри Вӑрмар районӗнчи Карӑкҫырминче ҫуралнӑ. 1991 ҫултанпа вӑл Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн правленицӗн пайташӗ, правлени ертӳҫин ҫумӗ, 2001 ҫултанпа Красноярскри наципе культура автономийӗн вице-президенчӗ пулнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсене пӗрлештерес тесе нумай тӑрӑшнӑ. Тӗрлӗ районпа хулари чӑвашсене тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑну тыттарассишӗн ҫине тӑнӑ. Шупашкарта иртекен чӑвашсен съездне ӑна делегата темиҫе те суйланӑ. Вӑлах «Акатуй», «Чӳклеме» уявӗсене, ӳкерчӗксен, наци апат-ҫимӗҫӗн, чӑваш тумӗн куравӗсене куравӗсене йӗркеленӗ.
Красноярски хастар чӑваш тӗрлӗ Тав ҫырӑвне, Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче ӗҫленӗ Владислав Кашин кардиохирургӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Ку усал хыпара Александр Белов журналист Фейсбукра паян каҫхине пӗлтернӗ.
«Пултаруллӑ Владислав Кашин хирург-кардиолог миҫе чӗрене ҫӑлса хӑварнине шутласа пыман пулӗ. Анчах хӑйӗнне упрайман. Вӑл 60 урлӑ каҫнӑ ҫеҫ. Вӗреннӗскер, ӑслӑскер, ирониллӗ», — тесе ҫырнӑ журналист.
Владислав Юрьевич 1960 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кардиодиспансерта студент ҫулӗсенчех, 1981 ҫулта, ӗҫлеме тытӑннӑ. Санитартан пуҫласа пульницӑн тӗп врачӗн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ таран ҫитнӗ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин чӗрепе юн тымарӗсен штатра тӑман тӗп хирургӗ шутланнӑ.
Нефтеюганск хастар чӑваш, Сергей Андреев, 53 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна, вӑйпитти арҫынна, хальхи вӑхӑтри амак — кӑшӑлвирус — ернӗ. Виҫӗ эрне чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн Сергей Васильевич пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл хулари думӑн депутачӗ пулнӑ, Ханты-Манси автономи округӗн-Югран каҫару комиссийӗн ертӳҫин пулӑшуҫи, хула пуҫлӑхӗн предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн пайташӗ, Нефтеюганскри бокс федерацийӗн вице-президенчӗ, «Юграна ҫӑласси» общество организацийӗн пайташӗ, «Раҫҫей офицерӗсем» регионти уйрӑмӗн ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи пулнӑ. Вӑл Пушкӑртстанри Ҫирӗклӗре 1968 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ентешӗмӗр вилни ҫинчен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Это Юганск, детка Нефтеюганск» пабликра хурланса пӗлтернӗ. Усал хыпара пӗлнисем «Чӑн-чӑн ҫынччӗ», «Чӑваш халӑхӗн тивӗҫлӗ ывӑлӗччӗ» йышши комментарисем ҫырнӑ.
Пирӗн республикӑра иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран 11 ҫын вилнӗ. Кун пекки, тӳрех палӑртар, халиччен пулманччӗ. Ҫак эрнери ытларикун талӑкра 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнине официаллӑ статистика хыпарланӑччӗ-ха, анчах цифра унран иртсе курманччӗ.
Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 197 ҫын ковида пула вилнӗ.
Пандеми вӑхӑтӗнче кӑшӑлвируспа чирленисен йышӗ 11 пине ҫывхарать. Паянхи куна ку цифра – 10939, ҫав шутран 87 ҫынна чирлине иртсе кайнӑ талӑкра шута илнӗ.
«Текех манӑн пысӑк тусӑм, чӑн-чӑн талант тата фотохудожник, ҫут ҫанталӑка тата тӑван кӗтесе юратакан, хӑйӗн шухӑшӗллӗ, илеме курма пӗлекен художник Вячеслав Романов ҫук. Ҫакна ӗненес килмест, анчах паян унӑн чӗри тапма чарӑннӑ...», – тесе пӗлтернӗ хурлӑхлӑ хыпара Людмила Александрова журналист Фейсбукра.
Вячеслав Романов кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 71 ҫул тултарнӑ. Вӑл «Советская Чувашия» хаҫатра 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Етӗрне районӗнчи Янӑмра ҫуралса ӳснӗскер малтан райхаҫатра тӑрӑшнӑ. Унӑн ӗҫӗсем «Правда», «Советская Россия», «Известия», «Труд», «Огонек» пичет кӑларӑмӗсен страницисенче пичетленнӗ. Фотоӗҫпе кӑсӑкланасси ашшӗ ӑна, улттӑмӗш класс ачине, «Смена-2» фотоаппарат парнеленинчен пуҫланнӑ.
Инҫетри, анчах тӑванлӑ Турцирен хурлӑхлӑ хыпар килчӗ – 2020 ҫулхи чӳкӗн пӗрремӗш кунӗнче, 71 ҫула кайса, чӑваш халӑхӗн ҫывӑх тусӗ, Турцири Кайсери хулинчи Эржиес университечӗн профессорӗ, ӑслӑлӑх докторӗ Харун Гӳнгёр (Harun Güngör) ҫак пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ, ӑна тепӗр кун, кӑнтӑрла иртсен, Сарывӑл (Sarıoğlan) тарӑхӗнчи хӑй ҫуралса ӳснӗ Ӳҫерлӗх (Üzerlik) ялӗн масарне пытарнӑ. Ҫак ҫухату пирӗншӗн те пысӑк хуйхӑ, унӑн мӑшӑрӗпе Нуран (Nuran) ханумпа, ывӑлӗсемпе Афшинпа тата Санчарпа (Afşin, Sancar), кинӗпе Чананпа (Canan), мӑнукӗпе Тӳркер Харунпа (Türker Harun), тӑванӗсемпе тата тусӗсемпе пӗрле чунтан хурланни ҫинчен пӗлтеретпӗр, вӗсене тата вӗсемпе пӗрлех пӗтӗм Тӗрӗк тӗнчине пуҫ сывлӑхӗ сунатпӑр.
Харун Гӳнгор профессор, доктор ӑслӑлӑхра тӗрӗк халӑхӗсен тӗнӗсене тарӑн тӗпченипе палӑрнӑ. Ҫавна май вӑл Тӗрӗк тӗнчинче Анӑҫран Тухӑҫа ҫити – Балканран пуҫласа Монголи таран - нумай хутчен ҫул ҫӳренӗ, ҫав шутра темиҫе хутчен Чӑваш Енре, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мари Элра пулнӑ, авалхи тӗнпе пурӑнакан Чӑвашкасси ҫыннисемпе, чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫисемпе, ҫав шутра, хӑй пекех, тӗнсене тӗпченӗ Петр Денисов профессорпа, докторпа тӗл пулса калаҫнӑ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула пӗрмай татӑлать. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр виҫӗ ҫын вилнӗ.
Ҫапла вара ку амак 164 ҫынна ьеш тӗнчене ӑсатнӑ. Ку вӑл – официаллӑ статистика ӗнентернӗ тӑрӑх.
Чӑваш Республики чирлекенсен йышӗпе лайӑх регионсен йышӗнче шутланать. Апла пулин те вирус пирӗн тӑрӑхра та хӑйне аван туять. Иртсе кайнӑ талӑкра кӑна ку чире тепӗр 64 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.
Эпидеми пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра 10262 ҫын чирленине шута илнӗ. Халӗ кӑшӑлвирусран 1308 сипленет.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Вячеслав Тихонов генерал пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Александр Белов журналистӑн Фейсбукри лентинче асӑрхарӗ.
«Лайӑх ҫынсем вилни ҫинчен час-часах пӗлтеретӗн тесе мана каларӗҫ-ха. Паян та ак чуна ыраттарскан хыпар пӗлтӗм», – тесе ҫырнӑ республикӑри паллӑ журналист.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управление Вячеслав Тихонов иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ертсе пынӑ.
Александр Белов Вячеслав Тихоновпа 30 ҫула яхӑн туслӑ пулнине, кӑткӑс вӑхӑтсенче генерал хӑйне темиҫе хутчен пулӑшнине, журналист вара ӑна мемуарсен кӗнекине хатӗрлеме пулӑшнине аса илнӗ.
РСФСР халӑх артисчӗ Вера Голубева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Вера Голубева 1928 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Кураклӑ Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 1947 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫула яхӑн Йӗпреҫри колхоз театрӗнче ӗҫленӗ, 1949-1972 ҫулсенче Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче актрисӑра тӑрӑшнӑ, 1972-1989 ҫулсенче – Чӑваш пукане театрӗнче.
Артистра ӗҫленӗ вӑхӑтрах Чӑваш радиопа тата телевиденийӗпе «Асанне юмахӗсем» кӑларӑма ертсе пынӑ.
Вера Голубева чӑваш юмахӗсене каласа панине Ленинградри (халӗ – Питӗр) «Мелодия» фирма 1990 ҫулта грампластинкӑпа кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |