Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫухатусем

Персона
Пётр Сымкин. gatd.culture21.ru сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ
Пётр Сымкин. gatd.culture21.ru сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, фотоӑстана, журналиста, Пётр Сымкина, юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Хурлӑхлӑ хыпара «Советская Чувашия» хаҫатӑн журналисчӗ Вячеслав Иванов Фейсбукра паян пӗлтернӗ.

Пётр Васильевич 1937 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ҫарӑмсан районӗнчи

Анатри Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ. Фотоӳнерпе вӑл шкул ҫулӗсенчех кӑсӑкланма тытӑннӑ. Хусанти инженерипе строительство институтӗнче вӗреннӗ. Партин Чӑвашобкомӗнче, «Молодой коммунист» хаҫат редакцийӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра хыпарсен пайӗн заведующийӗнче, «Правдӑн» Чӑваш Енпе Мари Элти издательствинче, «Российская газета» хаҫатра тата «Новости» агентствӑсенче тӑрӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://enc.cap.ru/?lnk=3936&t=prsn
 

Персона
Венера Большова
Венера Большова

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Венера Большова телерадиожурналист пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Марина Карягина тележурналист Фейсбукра пӗлтернӗ.

Венера Петровна 1936 ҫулхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗчӗк Этмен ялӗнче ҫуралнӑ.

1956 ҫулта Етӗрнери педучилищӗрен, 1961 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи филологи факультетӗнчи вырӑс-чӑваш уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ, Партин аслӑ шкулӗнче те ӑс пухнӑ.

1961 ҫулта вӑл Телерадиовещани комитетӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан радиора корреспондентра, ҫырусем енӗпе кӗҫӗн редакторта, ҫамрӑксен кӑларӑмӗнче редакторта, политпропаганда енӗпе аслӑ редакторта тӑрӑшнӑ. 1971 ҫулта ӑна телевиденин председателӗн заместителӗ пулма шаннӑ, 1984–1991 ҫулсенче ЧАССР Патшалӑх телерадиовӑн председателӗ пулнӑ.

 

Тӗнчере
Карлос Папульяс. Фото: Darko Vojinovic / AP
Карлос Папульяс. Фото: Darko Vojinovic / AP

Каролос Папульяс, маларах Греци президенчӗн вырӑнне йышӑннӑскер, 92 ҫула ҫитсе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен Афинӑри хыпарсен агентстви пӗлтернӗ. Папульяс господин 2005–2015 ҫулсенче, икӗ пилӗк ҫулхи срокра, ҫӗршыва ертсе пынӑ.

«Тӗнче политикине лайӑх пӗлсе тӑнӑран, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствинче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл Грецин витӗне ӳстерме пултарчӗ, пирӗн ҫӗршыв хамӑр тӑрӑхра ҫирӗплӗх факторӗ пулса тӑчӗ», — тенӗ Греци президенчӗ Катерина Сакеллуропулу.

Политик юридицилле пӗлӳ илнӗ. Афина университечӗн юридици факультетне, Милан университечӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ, унтан Кельн университетӗнче право тӗлӗшпе тухтӑр степеньне илнӗ.

Ҫар хунти ҫулӗсенче вӑл диктатурӑна хирӗҫ кӗрешнӗ. 1974 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулччен Папульяс господин тӗрлӗ патшалӑх должноҫӗсенче ӗҫленӗ.

2005 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртнӗ парламент ларӑвӗнче Каролос Паульяса республика президентне суйланӑ. 2010 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ӑна иккӗмӗш срока суйланӑ, ҫапла майпа вӑл ҫӗршыври аслӑ поста тепӗр хут суйланнӑ виҫҫӗмӗш президент пулса тӑнӑ.

 

Персона
Фейсбукри Леонид Пэленич страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Фейсбукри Леонид Пэленич страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Леонид Пэленич (Петров-Атлай) Фейсбукра раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер паллӑ чӑваш ҫыравҫипе, драматургпа тата тӑлмачӑпа Федор Коноваловпа (Хӗветӗр Агиверпа) сывпуллашнӑ.

Хӗветӗр Агивер Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫре ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ журналистсен премийӗн лауреачӗ.

Чӑвашрадиора, «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Капкӑн» журналсен редакцийӗсенче, Чӑваш Енри Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗн заместителӗнче, «Хурӑнташ» писательсен союзӗн председателӗнче ӗҫленӗ.

«Чӑваш тӗнчин йӗркине пит лайӑх пӗлнӗренех пулӗ, ҫӗр ытла калавпа повӗҫ, сӑвӑпа статья пичетленӗ. Ас тӑватӑп, студентсем те курс тата диплом ӗҫӗсене ҫырнӑ чухне унӑн хитре сӑмахне кӑмӑллатчӗҫ. «Сар ачапа сарӑ хӗр» кӑна мӗне тӑрать!

Шел, чӑвашлӑх тӳпинче тата тепӗр ҫут ҫӑлтӑр сӳнчӗ. Унӑн Пурнӑҫ Кӗнекийӗсем пурри ҫеҫ хальлӗхе пире ҫухалма памӗ-ха!» — тесе ҫырнӑ Леонид Пэленич.

 

Персона
Антонина Краснован Инстаграмри страницинчи сӑнӳкерчӗкӗ
Антонина Краснован Инстаграмри страницинчи сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, раштав уйӑхӗн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Мария Горшкова куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас юрӑҫ Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче, 9 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ.

Мария Горшкова «пӗчӗкрен юрра-ташша ӑста пулнӑ, паллӑ артист пулма ӗмӗтленнӗ. Йышлӑ килйышра ҫитӗннӗрен пурнӑҫ-тути-масине ир тутаннӑ кӗҫӗн хӗр шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн аппӑшӗ сӗннипе бухгалтер профессине алла илме Шупашкара кайнӑ, планпа экономика техникумӗнчен вӗренсе тухса ҫулталӑк «Рассвет» фабрикӑра ӗҫленӗ. Анчах ҫут ҫанталӑк панӑ тивлет ӑна канӑҫ паман, Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищине илсе ҫитернӗ. Музыка пӗлӗвӗ илсен Мария Александровна чылай ҫул Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, унтан чӑваш эстрадине тухса уйрӑммӑн юрлама пуҫланӑ», – ӑшшӑн аса илнӗ пултаруллӑ юрӑҫа тележурналист.

Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫ чылай ҫул йывӑр чирпе тертленнӗ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗнче вилончельсен ушкӑнӗн концертмейстерӗ Светлана Григорьева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Светлана Григорьева Шупашкарта ҫуралнӑ. 1996 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Студент чухнех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Вӑл Гнесинсен оркестрӗпе Англири сценӑсем ҫине те тухнӑ. Вӗренсе пӗтерсенех вӑл Мускаври М.И. Глинка ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче, ҫавӑн пекех К.С. Станиславский тата и Вл. И. Немирович-Данченко ячӗллӗ Мускаври музыка театрӗнче ӗҫленӗ. Артист-инструменталист евӗр вӑл «Ногу свело» рок-ушкӑнпа тата Вика Цыганова эстрада юрӑҫипе ҫыхӑну тытса ӗҫленӗ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, 2015 ҫултанпа виолончельсен ушкӑнӗн концертмейстерӗ пулнӑ.

 

Раҫҫейре
Валентин Макаров. suvargazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Валентин Макаров. suvargazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Каллех ҫухату, каллех ҫыравҫӑ...», — пӗлтернӗ Тутарстанри «Сувар» хаҫат асӑннӑ республикӑри Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче пурӑнакан хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ Валентин Макаров пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен.

Валентин Макаров 1941 ҫулта Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Тракторист-машиниста вӗренсе тухнӑ, колхозра та ӗҫленӗ, ялти клубра заведующи те, шкулта учительте те, ҫав вӑхӑтрах таврапӗлӳ енӗпе те кӑсӑкланнӑ.

«Пӗтӗм тӗнчери историе пӗлнипе кӑна мар, хамӑр тӑван ҫӗршыв ҫинчен пӗлни хаклӑ тупра. Ачасене хамӑр таврана вӗрентме тӑрӑшмалла», — тесе шухӑшланӑ Валентин Фёдрович.

Вӑл — «Пирӗн тӑрӑхпа Алешкин-Саплӑк ялӗн аваллӑхӗ», «Жизнь, отданная авиации» кӗнекесен авторӗ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи композиторсен союзӗн президенчӗ, музыковед, композитор, чӑваш халӑхӗн патриочӗ Николай Зимин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Николай Александрович 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркашра ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, Чулхулари (ун чухне вӑл хула Горький пулнӑ) М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи музыковедени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Николай Зимин – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри музыка пӗрлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, А. Талвир литература премийӗн лауреачӗ.

Вӑл 100 ытла музыка произведенийӗпе аранжировка авторӗ, профессилле тата халӑх музыкипе 500 ытла публикаци ҫырнӑ.

Николай Александровичпа ыран, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти ритуал пулӑшӑвӗнче (Граждан урамӗ, 19-мӗш ҫурт) 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ.

 

Республикӑра
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ учрежденире икӗ теҫетке ҫул ытла тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ Ирина Терентьева ӗнер пурнӑҫран уйрӑлса кайнине хурланса пӗлтернӗ. Хыпара Чӑваш Ен Культура, национальноҫсн ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ирина Терентьева 1962 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта Шупашкарти физикӑпа математика шкулӗнчен, 1984 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Малтанласа Приморье тӑрӑхӗнчи Дальнереченск хулинче ӗҫленӗ, 1992-1996 ҫулсенче ҫар службине контрактпа кайнӑ, унта командирӑн финанспа экономика енӗпе пулӑшуҫи пулнӑ. 1997-1998 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Культура министерствинче ревизор пулнӑ, 1998 ҫулта ӑна Оперӑпа балет театрне тӗп бухгалтера ӗҫе илнӗ.

 

Персона
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗ хӑйӗн мухтавлӑ ҫыннипе, СССР халӑх артисткипе Вера Кузьминапа, сывпуллашрӗ.

Ун пек пултаруллӑ, хӑйсем хыҫҫан тарӑн йӗр хӑваракан сумлӑ ҫынсем Ҫӗр ҫине ҫӗр ҫулта (е, тен, унран та сайрарах) пӗрре килеҫҫӗ пулӗ. Вӗсем кайсан тӗнче ҫавсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн кӑна мар, пӗтӗм халӑхшӑн пушанса юлать пулӗ. Хӑй вара хӑйӗнпе мӑнаҫланса калаҫма юратман. «Сирӗн шая ҫитнӗ е ҫитме пултаракан артистсем пур пек-и паян театрта?» — тесе ыйтнӑччӗ ҫак йӗкесен авторӗ 2020 ҫулх нарӑс уйӑхӗнче журналист ӗҫӗпе тӗл пулсан. «Ан тӗлӗнтер-ха. Пурте манран иртсе кайнӑ халь. Ҫамрӑксем мӗнле лайӑх выляҫҫӗ. У-у-у! Вӗсенчен вӗренмелле те вӗренмелле. Эп халь вӗсенчен хам вӗренетӗп», — хуравланӑччӗ чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑватлӑ сцена ӑсти.

Вера Кузьминапа сывпуллашма республика Элтеперӗ Олег Николаев, депутатсем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, ӑна юратакан куракансем пуҫтарӑннӑ.

Вера Кузьминана Шупашкрати Б. Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 22
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 01

1924
101
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
69
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
35
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ