Паян Раҫҫейӗн инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Евгений Зиничев сарӑмсӑр вилӗмпе пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. 55 ҫулти тӳре-шара Норильскра арктика зонине инкеклӗ лару-тӑруран ҫӑлас енӗпе ирттернӗ ведомствӑсем хушшинчи вӗрентӳ вӑхӑтӗнче вилнӗ.
Федераци МИХӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта видеофильм ӳкернӗ оператор ту хысакӗнчен шыва персе аннӑ. Ӑна ҫӑлма тӑнӑ Евгений Зиничев та ту хысакне ҫапӑннӑ. Оператора та, Евгений Зиничева та пульницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах пурнӑҫӗсене ҫӑлса хӑварма май килмен. Евгений Зиничев 55 ҫулта пулнӑ.
Раҫҫейӗн инкеклӗ ӗҫсен министрӗ пурнӑҫран сарӑмсӑр уйрӑлса кайнӑ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хурланнине пӗлтернӗ.
Паян Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗпе Николай Карачарсковпа сывпуллашнӑ.
Ӑна лайӑх пӗлекенсем, унӑн пултарулӑхне хаклакансем палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Прокофьевич ӑста мӗнпур пултарулӑхне тӑван тӑрӑхпа тӑван халӑха панӑ. Вӑл ӗҫ ҫыннисене каҫса каясла хисепленӗ, пушанса юлакан ялсемшӗн, пӗччен ватӑсемшӗн чунне ыраттарнӑ ду. Яланах чӑнлӑхшӑн хыпса ҫуннӑ.
Николай Карачарсков 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти художество училищинче вӗреннӗ.
Унпа паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче сывпуллашӗҫ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Роза Шевлепи сӑвӑҫ, прозаик, педагог, публицист куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Роза Шевлепи (Ильина-Юхма) — Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 14 кӗнеке авторӗ. Вӑл 1935 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫатра ялӗнче ҫуралнӑ.
Роза Ивановна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Шупашкар хулинчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури, истори учителӗ пулса ӗҫленӗ. Кайран Раҫҫей Литература фончӗн чӑваш уйрӑмӗн председателӗ, Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗ, ҫавӑн пекех пӗтӗм Чӑваш обществӑпа культура центрӗнчи ҫамрӑк ҫыравҫӑсен пултарулӑх шкулӗн етрӳҫи пулнӑ.
Малтанхи хайлавӗсем «Хушкапуҫ», «Хурав», «Тунсӑх», «Ҫӑкӑр чӗлли», «Марук кушак нянькӑра», «Кӑвакарчӑн», «Икӗ асанне» 1993 ҫулта «Вучах» хаҫатра тата «Пике» журналта пичетленнӗ. Р. Шевлепин хайлавӗсене нимӗҫ, тутар, азербайджан тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Унӑн сӑввисемпе нумай юрӑ хывнӑ.
Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн Алексей Александров пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен хурланса пӗлтерет. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, ҫар прокурорӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ криминалисчӗ, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхне, «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑха йӗркелеме хутшӑннӑ ҫын 82 ҫулта пулнӑ. Куҫне вӑл ӗнер, утӑ уйӑхн 27-мӗшӗнче, ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ӑна ҫывӑх пӗлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн юратнӑ ӗҫне тата ҫынсене парӑнса пурӑннӑ.
Алексей Николаевич 1939 ҫулта юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Сартури юридици институтне вӗренме кӗнӗ. Калининград облаҫӗнчи прокуратурӑра, Балти флочӗн ҫар прокуратуринче, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп ҫар прокуратуринче ӗҫленӗ. Криминалистикӑпа 20 ытла методика пособийӗн авторӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш сценин ӑсти пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ ҫын – Чӑваш пукане театрӗн артисчӗ Пётр Клементьев. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ.
Пётр Клементьев – Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ. Ун пирки тӑван театрӗнче пукане театрӗн артисчӗ пулмах ҫуралнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ тапса тӑнине ӗҫтешӗсем курнӑ ҫеҫ мар, театр критикӗсем витӗр туйнӑ. Чи пахи – куракансем: пӗчӗккисемпе пӗрлех аслисем те – юратни.
Чӑваш пукане театрӗнче Пётр Клементьев 1973 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан – пулӑшакан артистсен йышӗнче. Кайран пуканесене хӑй чӗрӗлӗх кӗртме пуҫӑннӑ. Театрта Клементьев пек артист ҫукки пысӑк ҫухату тесе палӑртаҫҫӗ.
Артистпа ыран, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 10 сехет те 30 минутран пуҫӑнса 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.
Республикӑн ӗҫлӗх службин ертӳҫи пулнӑ Леонид Шимин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унпа паян Хулари ритуал службинче 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашнӑ. Леонид Шимин 74 ҫулта пулнӑ.
Леонид Аркадьевич 1947 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Тутар Республикинче ҫуралнӑ. 1968 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. Кунти «Рембыттехника», агрегатный савучӗсенче ӗҫленӗ. 1976- 1992 ҫулсенче парти тата совет органӗсенче тӑрӑшнӑ. 1996-2002 ҫулсенче Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2002-2010 ҫулсенче Чӑваш Ен патшалӑхӑн ӗҫсӗрлӗх службинче вӑй хунӑ: департамент ертӳҫи, управлени пуҫлӑхӗ, служба пуҫлӑхӗ.
Ӗнер Шупашкарта Чӑваш Енри паллӑ журналистпа, педагогпа, Раҫсей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Сергей Карягинпа сывпуллашнӑ.
Унӑн ҫывӑх тӑванӗ Марина Карягина тележурналист, драматург, поэт Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, сумлӑ ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Сергей Афанасьевич Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре 1932 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Канашри учительсем хатӗрлекен институтран, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн чӑваш уйрӑмӗнчен, каярах унти вырӑс уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шкулта та ӗҫленӗ, колхозра партком, райком секретарӗ пулнӑ, 1976–2000 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар») хаҫатра корреспондентра, пай заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.
Республикӑри «Астӑвӑм» кӗнекене кӑларас, Патӑрьел районӗн энциклопедине пухса йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Шупашкарти ветерансен «Шанчӑк» халӑх хорне юрлама ҫӳренӗ.
Виталий Миттов – паллӑ ҫӗр ӗҫченӗ, Анатолий Миттов художникӑн пултарулӑх эткерлӗхӗн управҫи – куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Геннадий Иванов-Орков хыпарланӑ тӑрӑх, Виталий Миттов пурне те вӑхӑт уйӑрма май тупнӑ – мӑшӑрне Софья Ивановнӑна, юлашки ҫулӗсене пиччӗшӗн Анатолий Ивановичӑн эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑ.
Художникӑн шӑллӗпе ӳнерҫӗ 2012 ҫултанпа туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнӑ. Вӗсем иккӗшӗ Виталий Миттовӑн Канаш районӗнчи Сикассинчи килӗнче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Художникӑн архивӗнчи унччен усӑ курман докуменчӗсемпе паха ӗҫӗсене тӗпчесе тӗрлӗ курава илсе кайнӑ, пичетлесе кӑларнӑ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ Валентин Смирнов ҫыравҫӑ-публицист, общество ӗҫченӗ, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хушшинче паллӑ историк пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен пӗлтернӗ.
Валентин Андреевич чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ятне халӑхра анлӑ сарассишӗн тӑрӑшнӑ-мӗн. Паллӑ вӗрентекенӗмӗр ҫинчен вӑл ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ нумай ҫырнӑ, ҫав шутра «Светильник разума. К 140-летию Симбирской чувашской школы», «Апостол милости Божией. Земной путь И.Я. Яковлева (1848-1930), великого просветителя России и чудотворца земли Чувашской» монографисене асӑнса хӑварма пулать.
2003 ҫултан тытӑнса Валентин Смирнов Иван Яковлевӑн халалне тӗрлӗ чӗлхе ҫине куҫарассипе самай ҫине тӑнӑ. Паянхи куна халала 46 чӗлхене куҫарнӑ.
Геннадий Айхи йӑмӑкӗ тесен чылайӑшӗ Ева Лисинӑна аса илет. Вӑл чӑвашла Библие кун ҫути параканӗ тата питӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑ пулнипе паллӑ (ахальтен-и ун кӗнекисем Анӑҫра та Тухӑҫра – Швецире, Японире тухаҫҫӗ). Вӗсен варринче амӑш варӗнче ӳтленсе ҫут тӗнчене килнӗ Луиза Николаевнӑна пӗлнӗ-и эсир? Пирӗшти пек таса чунлӑ та кукамай пек ыр кӑмӑллӑ ҫынччӗ вӑл! Тен, эсир ӑна палламан та пулӗ, анчах Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавне вуланӑ тата унти Лисука астӑватӑр пулсан сирӗншӗн те ют мар вӑл…
Луиза Николаевна кӗтрет евӗр ҫутӑ е салху сӑрлӑ ӳкерчӗксем ӑсталатчӗ: вӗсен асамне ӑнкарас тесе темӗнччен-темӗнччен пӑхса тӑраттӑн. Ҫав хайлавсене харшаласа пӗрре пысӑк курав та ирттернӗччӗ. Сире унта ҫитме тӳр килмен пулсан хӑш-пӗр ӳкерчӗкӗпе «Плач по брату: две сесры, две слезинки» (чӑв. Пиччешӗн хӳхлени: икӗ йӑмӑкӗ, икӗ куҫ тумламӗ) кӗнекере курнӑҫма пултаратӑр.
Ӗнер ирхине Шупашкарта Луиза Николаевна пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче хаклӑ ҫыннӑмӑр Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял масарӗнче, пиччӗшӗпе амӑшӗ ҫумӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупӗ. Халӑх калашле, Ҫӳлти патшалӑхра чунне ҫӑмӑллӑх пултӑр…
Сывпуллашас текенсене Республикӑн 1-мӗш пульницин асӑну залне июль уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхине 8 сехет ҫурӑна пыма сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |