Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Кӳкеҫри депутатсене тротуар пӑшӑрхантарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.02.2016 07:37 | 1558 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр «Крепыш» ача пахчи умӗнчи территори
«Крепыш» ача пахчи умӗнчи территори

Шупашкар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем район шайӗнче иртнӗ отчет пухӑвӗнче тротуар, канализаци, шкул ҫивиттине юсас, Кӳкеҫри урамсенчи хунарсен ыйтӑвне ҫӗкленӗ.

Халӑх тарҫисене район центрӗнчи «Ягодка» тата «Пӳрнеске» ача пахчисене пырса кӗмелли территорисенче юпасем ҫинче хунарсем ҫунманни пӑшӑрхантарать. Темиҫе ҫул каялла хута янӑ «Крепыш» ача пахчи патне пыма тротуар ҫукки ачисене ҫак учреждение ҫӳретекенсемшӗн тата вӑл урампа иртсе ҫӳрекенсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Район центрӗнче канализаци коллекторӗ тӑвас, поселокри лицей ҫивиттине юсас ыйту пирки те сӑмах пуҫарнӑ депутатсем.

Район центрӗн пуҫлӑхӗ В.В. Вершинин «Крепыш» ача пахчи патне тротуар сарма хыснара укҫа пӑхса хӑварнине ӗнентернӗ. Маларах асӑннӑ ача пахчисем патӗнче ҫутӑ кирлине те поселокри тӳре-шара пӗлет-мӗн — ҫуркунне хунарсем вырнаҫтарӗҫ.

Лицей ҫивиттине юсамаллине вара районти тӳре-шара та пӗлет. Шупашкар район админиcтрацийӗн пуҫлӑхӗ Г.И. Егоров каланӑ тӑрӑх, ҫивиттин конструкцийӗн хӑйне евӗрлӗхне пула епле юсамалли пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Канализаци коллекторӗ пирки Георгий Иванович поселокра ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫуртсем хута кайсан та халӑх шучӗ чакнине пӗлтернӗ. Депутатсем вара урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ-мӗн: поселокра хальхи вӑхӑтра хӑпартакан нумай хутлӑ ҫуртсенче ҫынсем пурӑнма тытӑнсан халӑх йышӗ хутшӑнӗ те канализаци тытӑмӗ мӗнпур таса мар шыва тасатса ӗлкӗреймӗ.

#ҫурт-йӗр, #Шупашкар районӗ, #депутатсем, #тӳре-шара, #ача пахчисем, #Кӳкеҫ, #ҫул-йӗр

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем