Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи хӑйӗн 85 ҫулхине халалласа «Юлташсемпе пӗрле» халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗн концертне пухнӑ. Унта баянпа, аккоредонпа вылякансем, хӗлӗхлӗ инструментпа вылякансем калакансем хутшӑннӑ.
Халӑх инструменчӗсем, уйрӑмах — баян, Раҫҫейре яланах анлӑ сарӑлнӑ тесе палӑртать Чӑваш Енӗн Культура министерстви. Шупашкарти музыкӑпа театр техникумӗн дирекцийӗ 1930 ҫултах гармоникӑпа халӑх инструменчӗсен класне сарассипе ҫав енӗпе штата анлӑлатасси пирки ыйту хускатнӑ-мӗн. Анчах ун чухне преподавательсене тупайман. Ку енӗпе уйрӑма 1945 ҫулта кӑна уҫайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енре халӑх инструмент искусствине сарма май килнӗ. Хальхи, юбилей концертӗнче, баянпа, аккордеонпа, тӑмрапа, балалайкӑпа, кӗслепе, гитарӑпа калакансем хӑйсен ӑсталӑхне пур енлӗн кӑтартнӑ.
Каҫа Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, баянпа аккоредон уйрӑмӗн ертсе пыракан педагогӗ Александр Белянкин уҫнӑ. Унтан А. Вивальдипе И.С. Бахӑн a-moll концерчӗн финалне янӑратнӑ. Ӑна чуна тивертмелле выляканӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Баранов ертсе пыракан ансамбль.
Вырӑс драма театрӗн ҫурчӗ раштавӑн 4-мӗшӗнче «ҫавра» дата паллӑ тунӑ. Ҫук-ха, уявласах ларман. Анчах историпе культура енчен республика пӗлтерӗшлӗ палӑк шутланакан ҫав ҫурт 55 ҫул тултарни пирки Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче уйрӑммӑн ҫырсах пӗлтернӗ.
Ҫурта шӑп та лӑп 55 ҫул каялла, раштавӑн 4-мӗшӗнче, ӗҫлеттерсе янӑ. Малтан унта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ вырнаҫнӑ. Вырӑс драма театрӗ унта 1982 ҫулта куҫса пынӑ.
Строительство ӗҫӗсене 1957 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче тытӑннӑ. Ҫурт адресӗ ун чухне I-мӗш Кӑнтӑр ҫурмаҫул ҫаври ятлӑ урамра шутланнӑ. Паян ӑна Гагарин урамӗ теҫҫӗ.
Республика пӗлтерӗшлӗ историпе культура объекчӗ пулса тӑма пултарнӑ ҫурта Феофан Сергеев чӑваш архитекторӗ проектланӑ. Виҫӗ хутлӑ ҫурта унтанпа темиҫе хутчен те ҫӗнетсе юсанӑ-ха, ҫапах та авторӑн тӗп шухӑшне пӑсман.
Сӑнсем (7)
Ю. Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшра Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илессишӗн хатӗрленӗ «Пурнӑҫ — кӗнеке...» Айхин Чӑваш Енри кунӗсем» проектне хӑтланӑ.
Айхи кунӗсем ирттернине республикӑн Культура министерстви чӑваш халӑх культурине ытти халӑх культурипе ҫыхӑнтаракан кӗпер вырӑннех хурса хаклать. «Айхи-кӗпер» хӑйнеевӗрлӗхӗ, расналӑхӗ пирки калама кирлех те мар-тӑр. Унӑн сӑввисене венгри, итали, хрантсус, акӑлчан чӗлхисем ҫине куҫарса антологи евӗр кун ҫути кӑтартнӑ. «Ҫыран» тепӗр енӗ — Айхи урӑх ҫӗршыв поэчӗсене чӑвашла куҫарса антологи евӗр пичетлени. Ҫырнисен пуххисен шутӗнче — «Венгри поэчӗсем», «Польша поэчӗсем», «Франци поэчӗсем» антологийӗсем. Кӑҫал Геннадин Айхин «Мир Сильвии» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унта Европӑри тата Раҫҫейри халӑхсен 12 чӗлхи ҫине куҫарнисем кӗнӗ.
Проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май И.Макаревич тата В. Пики фотоӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ, Айхин «Расположение счастья», «Айги-книги», «ŞICHӖ SӐVӐ», «Мир Сильвии» сӑввисен кӗнекине хӑтланӑ, «Чӗрӗ тӗвӗ» поэмине янӑратнӑ, «Манӑн Айхи» ҫавра сӗтел иртнӗ. Ытти мероприятие те тӑршшӗпех асӑнса асӑнса пулать.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Юрӑпа эп пурнӑҫа юратрӑм...» литература уявӗ иртнӗ. Ӑна паллӑ чӑваш поэчӗ Валентин Урташ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие хутшӑннӑ Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкул ачисем Урташ сӑввисене вуланӑ. Поэтӑн пултарулӑхӗпе тата пурнӑҫӗпе музей ертӳҫи В.Е. Цыфаркин паллаштарнӑ.
Выӑрнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче Урташ Вӑрмар районӗнче пӗрре кӑна мар пулнӑ, шкул ачисемпе курнӑҫнӑ, пултарулӑх каҫӗсем йӗркеленӗ. Вӑрмарта пурӑннӑ тата ӗҫленӗ Александр Сергеев композитор Урташ сӑввисене юрра хывнӑ. «Парне» фольклор ушкӑнӗ вӗсене шӑрантарнӑ та.
Пултарулӑх каҫне йыхравланисене «Валентин Урташ» документлӑ фильм та кӑтартнӑ. Поэтӑн тӑван кӗтесӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккасси, сахал мар ҫыравҫӑпа поэта ҫуратса ӳстернӗ, кунтах Мӗтри Юман та, Краснов Асли те, Краснов Кӗҫӗнни те, Николай Симунов та, Константин Петров та, Владимир Чебоксаров та... Литература уявне ҫыравҫӑн ентешӗсем те пырса ҫитнӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пысӑк мероприяти иртнӗ. Халӑха культура ҫуртне пухӑнмалли сӑлтав та пулнӑ — унти халӑх хорӗ 80 ҫул тултарнӑ.
Сӑкӑтри хор — Чӑвашри аслӑ, паллӑ хорсенчен пӗри. Вӑл 1934 ҫулта йӗркеленнӗ. Хор республика тата Раҫҫей шайӗнче иртекен фестивальсене, пултарулӑх куонкурсӗсене хутшӑнса малти вырӑнсене пӗрре мар ҫӗнсе илнӗ. Кунта хормейстерӑн тата композиторӑн Петр Ильинӑн тӳпи питӗ пысӑк. Вӑл хора 30 ҫул ертсе пынӑ. Унччен ӑна Федор Нрти, Вениамин Телюков, Николай тата Игорь Медведевсем ертсе пынӑ. Халӗ ҫак тивӗҫе Николай Толстов пурнӑҫлать.
Уяв каҫӗнче чӑваш тата Раҫҫей композиорӗсен юррисене шӑрантарнӑ, чӑваш халӑх юррисене юрланӑ. Пултарулӑх ҫыннисене ЧР Патшалӑх Канашӗн элчисем, Патӑрьел районӗн тата Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗ саламланӑ.
Этем кӑна мар, предприяти-учреждени те юбилей паллӑ туни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Йӗпреҫри тӗп район вулавӑшне уҫнӑранпа тӑхӑр теҫетке ҫул ҫитнине уявланӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява районти библиотекарьсем, вулавӑш ӗҫӗнче тӑрӑшнисем, вулавӑшпа туслӑ ҫыхӑну тытакансем, вулакансем пуҫтарӑннӑ.
Библиотекӑн ертӳҫи Надежда Шибалова культура ҫурчӗн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ май вулавӑша аталантарма тӳпе хывнисене аса илсе вӗсене тав тунӑ. Кун-ҫула аса илме ятарласа хатӗрленӗ капӑр слайд та пулӑшнӑ. Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев вулавӑша ача-пӑча кӗнекисене парнеленӗ. 90 ҫул тултарнӑ вулавӑша саламланӑ ытти тӳре-шараран Йӗпреҫ хула администрацийӗн пуҫлӑхне Вячеслав Анисимова палӑртмалла. Кирек епле уяври пекех юрӑ-ташӑпа саламлакансем те пулнӑ.
Сӑнсем (81)
Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем Улатӑр районӗнчи ӗҫтешӗсемпе тахҫанах туслӑ ҫыхӑну тытни пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем асӑннӑ районти Ҫӗнӗ Эйпеҫри Культура ҫурчӗпе туслашнӑ иккен.
Иртнӗ эрнере «Савӑнӑҫ» вокал ушкӑнӗ каллех Улатӑр районне ҫитсе килнӗ. Ара, маларах асӑннӑ Культура ҫурчӗ ҫур ӗмӗрхине паллӑ тунӑ-ҫке. Унти куракансем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи маттурсене кӑмӑлтан йышӑннӑ-мӗн. Улатӑр район администрацийӗн культура пайӗ вӗсене юбилей мероприятийӗнче савӑнӑҫ кӳнӗшӗн дипломпа та хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (8)
Чӳкӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи шкул чӗрӗк ӗмӗрхи юбилей паллӑ тунӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн коллективне саламлама республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Александр Иванов пырса ҫитнӗ.
Республика шайӗнчи пуҫлӑх Чӑваш Енӗн Элтеперӗн, Михаил Игнатьевӑн, саламӗпе пырса ҫитнине пӗлтернӗ. Шкул коллективне Михаил Васильевич ырми тӑрӑшнӑшӑн тата тӑван кӗтесе юратнӑшӑн саламланӑ иккен. Пичет министрӗ вара шкул Шупашкар районӗнчи тата республикӑри чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗри ахальтен пулманнине палӑртнӑ. Унта ӑс пухакансем район тата республика шайӗнчи конкурссенче вӗҫӗмех ҫӗнтереҫҫӗ иккен.
Александр Иванов шкул столовӑйӗ валли оборудовании туянма сертификат панӑ. Икӗ ҫынна — вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен С.А. Григорьевана тата пуҫламӑш классен учительне С.И. Григорьевана ЧР Вӗренӳ министерствин грамотисемпе чысланӑ.
Паллӑ куна халаласа шкулта вӗренӳ учрежденийӗн историне халалланӑ пӳлӗм уҫнӑ.
Сӑнсем (19)
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Красноармейски шкулӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ.
Унта Красноармейски районӗн шкулӗсенчи 7–10 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Тӑхӑр шкултан пуҫтарӑннӑ 24 вӗренекен хӑйсен сӑвӑ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Юратнӑ поэтӑмӑра чысласа ирттерекен уява районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ И.М.Федорова уҫрӗ. Вӑл ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, конкурсӑн тӗллевӗпе, кун йӗркипе паллаштарчӗ. Кун йӗрки вара чӑннипех те пуян пулчӗ. Чи малтанах асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен З.П.Михайлова «Ҫеҫпӗл Мишши ачалӑхӗ, шухӑш-ӗмӗчӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, пултарулӑхӗ» ятлӑ мультимедилле презентаципе паллаштарчӗ, сӑвӑҫ ачалӑхӗнчи хӑш-пӗр интереслӗ самантсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ун хыҫҫӑн поэтӑн Теччӗре тата Шупашкарта пурӑннӑ тапхӑрӗсене Упи шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ В,В.Васильева ҫутатса пачӗ. Ун сӑмахӗсене Упи шкулӗн вӗрентекенӗсем инсценировка кӑтартса ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишшин Крымри тата Украинӑри пурнӑҫӗпе Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхи, обществознани, право, экономика предмечӗсене вӗрентекен В.
Республикӑра Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртрӗҫ. Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта паян «Чӑваш ачи, сассуна пар!» фестиваль пулнӑ.
Уява районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Г.Индюкова уҫнӑ. Вӑл уява пухӑннисене Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Поэтӑн «Хастарлӑ, хыт утӑмлӑ пулӑр…» сӑвӑри йӗркесем фестивале хутшӑнакансене тыткӑнланӑ, ҫунатлантарнӑ. Районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ С.П.Атласкина та пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, ачасене ҫитӗнӳ тумашкӑн ӑнӑҫу суннӑ.
Фестивале Комсомольски районӗнчи 17 шкулти ачасем хутшӑннӑ. 5-7-мӗш классен йышӗнче Хырай Ӗнел шкулӗнче вӗренекен Егор Мартынов «Салтак шӑпи» хайлава вуланӑ. Тӑманлӑ Выҫлири Никита Бархонов — «Хурҫӑ шанчӑк», Шурут шкулӗнчи Алиса Голубева — «Инҫе ҫинҫе уйра уяв», Анастасия Тишова «Ҫӗн кун аки» сӑвӑсене пӑхмасӑр каланӑ.
Ҫӗҫпӗл Мишшине халалланӑ фестивале тутар ачисем те хутшӑннӑ, поэт сӑввисене вуланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |