
Ҫӗмӗрле районӗнчи Вӑрманкасра пурӑнакан Александра Матвеева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл тӑванӗсемпе ентешӗсене кӗрекене пухнӑ.
Александра Андреевна ҫулне кура мар — йӑлтах астӑвать вӑл. Вӑрҫӑ пуҫланнине те, йывӑр ачалӑхне те.
Александра Матвеева йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Чи кӗҫӗнни пулнӑ вӑл. Хресчен ҫемйине ачасене ура ҫине тӑратма йывӑр килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ Сашенькӑна ачасӑр мӑшӑра та пама шухӑшланӑ, анчах тӗплӗ шухӑшланӑ хыҫҫӑн хӑйсен ҫумӗнчех хӑварнӑ.
Вӑрҫӑ пуҫлансан ашшӗпе виҫӗ пиччӗшне фронта илсе кайнӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те таврӑнман. Амӑшӗ куляннипе чире кайнӑ, кӗҫех ҫӗре кӗнӗ. Килти ӗҫсем Саша ҫине тиеннӗ, мӗншӗн тесен аслисем кунӗн-ҫӗрӗн уйра тӑрӑшнӑ.
Александра Андреевна колхозра тар тӑкнӑ, Сӑр хӗрринче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ. Вӑхӑт иртнӗ, анчах ҫемье ҫавӑрман вӑл, халӗ тӑванӗн ачи патӗнче пурӑнать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) ача-пӑчан ӳнер шкулӗнче Элли Юрьев ячӗпе астӑвӑм каҫӗ ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Пурӑннӑ пулсан паллӑ художник ӗнер сакӑрвунӑ ҫул тултармаллаччӗ. Аса илтеретпӗр, Элли Юрьев — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗ, академик, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ. Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗре ҫуралнӑ.
Элли Юрьева асӑнса Патӑрьелти тӗп вулавӑшра «Выдающиеся люди Чувашии: Элли Юрьев» (чӑв. Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем: Элли Юрьев) кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Унти материалсем тӑрӑх художник Чӑваш Енӗн Патшалӑх гербӗн тата Патшалӑх ялавӗн, Шупашкар хула гербӗн тата ялавӗн авторӗ пулнине те пӗлме пулать.
Паян, пуш уйахӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн актриси Надежда Алфёрова юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна вӑл ытти пултарулӑх ҫынни пекех сцена ҫинче уявланӑ.
Надежда Алферова ирхи тата каҫхи спектакльсенче вылять. Паян актрисӑна саламламашкӑн зал тулли хӑна пухӑннӑ. Надежда Алферова ачалӑхне кулиса хыҫӗнче ирттернӗ, амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Сцена ҫинче вӑл 45 ҫула яхӑн ӗҫлет. Унтанпа 100 ытла роле калӑпланӑ вӑл.
Надежда Алферова актриса кӑна мар, режиссер та. Уншӑн пукане театрӗ — асамлӑх. Вӗсем пуканене чӗртеҫҫӗ-ҫке-ха.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) ача-пӑчан ӳнер шкулӗнче Элли Юрьев ячӗпе астӑвӑм каҫӗ ирттернӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникне, академика, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреатне, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспондентне унтисем темиҫе кун каяллах, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех, асӑннӑ.
Элли Юрьевӑн ҫуралнӑ кунӗ вара — паян. Вӑл ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп сакӑр теҫетке ҫул ҫитнӗ. Пирӗнтен вӑл 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Хӑй вӑл Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗре Михаил Юрьев журналист, литература критика ҫемйинче ҫуралнӑ.
Сакӑр класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн каччӑ ӳнер училищине вӗренме кӗрет, каярах Тбилисири патшалӑх ӳнер академийӗнче сӑрӑ ӑсталӑхне туптать. Чӑваш кӗнеке издательствинче художество редакторӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтрах Шупашкарти художество училищинче, И.
Патӑрьел районӗнче «Янӑра, чӑваш сӑмахӗ» сӑвӑ хитре вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна унти 2-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Конкурса Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата чӑваш поэт-юбилярӗсене халалланӑ.
Юбилярсенчен пӗри — Раиса Сарпи. Вӑл патӑрьелсемшӗн уйрӑмах ҫывӑх ҫын, мӗншӗн тесен ҫак тӑрӑхра ҫуралнӑ. 65 ҫулти поэт, куҫаруҫӑ, 40 ытла сӑвӑпа калав пуххин авторӗ ачасемпе аслисем валли чӑвашла та ҫырать, вырӑсла та. Ун сӑввисемпе юрра хывнӑ хайлавсем 300-тен те иртнӗ.
Тепӗр юбиляр — Юрий Сементер. Чӑваш халӑх поэчӗ 75-е ҫитрӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл 40 ытла кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Унӑн сӑввисене те композиторсем хаваспах кӗвве хываҫҫӗ. Ун йышши сӑвӑ шучӗ 600-ех ҫитнӗ. Уйрӑмах паллӑ юрӑсенчен «Уҫланкӑри палан», «Аякри тантӑша», «Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» йышшисене асӑнма пулать. Юхма Мишши те Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал вӑл 80 ҫул тултарать.
«Янӑра, чӑваш сӑмахӗ» конкурса 16 шкулти 5–11-мӗш классенче вӗренекен 39 ача хутшӑннӑ. 5–6-мӗш класрисенчен Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Софья Григорьева, 7–8-мӗшӗнчисенчен Туҫари Анастасия Сугутская, 10–11-мӗшӗнчисенчен Сӑкӑтри Виктория Елагина ҫӗнтернӗ.

Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Москакасси культура ҫуртӗнче ялти культура вучахне виҫӗ теҫетке ҫул ертсе пыракан Галина Голубевӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Уява Г. Голубева «Шӑпчӑксем юрлатчӗҫ юрӑ» юрӑпа пуҫланӑ.
1983 ҫулта Москакасси ял тӑрӑхне куҫса килнӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, юрра-ташша пит юратаканскер, культура ҫуртне «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ ушкӑнне ҫул тытать. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна вырӑнти культура вучахне ертсе пыма шанаҫҫӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан вӑл Ҫӗрпӳри культура училищине вӗренме кӗрет, каярах аслӑ пӗлӳ те илет.
Ҫав вӑхӑтра «Шуҫӑм» ушкӑн вӑй илсех пынӑ, халӑх ятне те тивӗҫет.
Галина Георгиевна общество ӗҫне те пурнӑҫлать: 20 ҫула яхӑн Москакасси ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшать. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята та тивӗҫнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Василий Павлов 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунине маларах пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, вӑл театрта ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 45 ҫул ҫитнӗ.
Василий Павлова саламлама театрти черетлӗ спектакль умӗн пуҫтарӑннӑ унӑн ӗҫтешӗсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артистне тем тӗрлӗ ырӑ сӑмахпа хакланӑччӗ.
Халӗ тата Василий Павлова унӑн ентешӗсем: Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерте тата район центрӗнче — саламланӑ. Тӑван ялӗнчи культура ӗҫченӗсем «Сцена ӑсти 65 ҫулта» ятпа элеткронлӑ хӑтлав хатӗрленӗ. «Чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» кӗнеке куравӗ те йӗркеленӗ вӗсем. Вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем пултаруллӑ артиста юрласа та кӑтартнӑ. Артист та тӑван тӑрӑхне пушӑ алӑпа ҫитмен, ял ҫыннисене «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль (Василий Павлов унта тӗп сӑнара калӑплать) кӑтартнӑ.
Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ярапайкасси культура ҫуртӗнче вырӑнти хор коолективӗн 35 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ, вырӑнти шкулта 41 ҫул ӗҫленӗ, 1976 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне илнӗ Александр Кузьмич Константинов 100 ҫулне уявларӗҫ.
Чи малтан куракансене Константинов ҫинчен хӑтлав (презентаци) кӑтартрӗҫ, кайран вара Шурча, Акуча тӑрӑхӗнчи коллективсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, Александр Константинов ҫинчен аса илчӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Василий Павлов 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кӑҫал вӑл театрта ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнӗ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов унӑн пултарулӑхӗ чикӗсӗр пулнине палӑртнӑ. Вӗсем пӗрле 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Театр деятелӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Геннадий Матвеев Павловсен ҫемйи пултаруллӑ пулнине палӑртнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, юбилее Вӑрмарта паллӑ тунӑ. Василий Павлов ку районти Кӗтеснер ялӗнче 1951 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче вӑл 1971 ҫултанпа вӑй хурать.
Василий Павлов сцена ҫинче 100 ытла роле калӑпланӑ. Унӑн пултарулӑхне пирӗн республикӑра кӑна мар, кӳршӗ регионсенче те килӗштереҫҫӗ.
Василий Павлов — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, ЧР Халӑх артисчӗ, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ.

Спектакль курма юратакансене, унтан та ытларах — театр ӳнерне кӑштах та пулин тӗшмӗртекенсене юрама пур чухне те йывӑр. Ӑна-кӑна чухлаканнисем ҫӑвар карса пӑхса ларнипех ҫырлахмаҫҫӗ, вӗсен хӑйсен шухӑшлавӗ-тавракурӑмӗ. Спектакльте калас тени тарӑн пулсан, кӗвви-ҫемми, юрри-ташши пьеса авторӗ калас тенипе ҫураҫуллӑн курӑнсан, выляканӗсем сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпласан пӗрре курнине те татах та татах каяс килет. Анчах пӗр анчах та пур театр ӳнерӗнче: спектакле ҫынсем артистшӑн ҫӳрени. Шӑпах ун пеккисен шутне кӗртӗттӗм те Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 1971 ҫултанпа вӑй хуракан Василий Павлова. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ театрти хӑйӗн кун-ҫулне 1967-мӗш ҫулта пукане театрӗнче пуҫланӑ.
45 ҫул театрта ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл чӑваш, вырӑс, ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче 100 ытла сӑнара калӑпланӑ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗнче Василий Павловӑн 65 ҫулхи ячӗпе уяв каҫӗ ирттерӗҫ. Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерте ҫуралнӑ, халӑх юратнӑ артист ҫав каҫ куракансем патне «Пирӗн атте авланать» спектакльти Николай Странный ролӗпе ҫитӗ.
