Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тутарсен сӑвӑҫин юбилейне халалласа Ҫӗнӗ Шупашкарсем сӑвӑ каласа ӑмӑртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Никифоров Геронтий 25.04.2016 21:43 | 1314 хут пӑхнӑ
Культура

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Ю.А. Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшра тутарсен паллӑ поэчӗ Габдулла Тукай (Габдулла Мухамедгарифович Тукаев) ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине чысласа «Чуна ҫывӑх тӑван сӑмах» сӑвва илемлӗ калакансен конкурсӗ иртрӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Ҫӗнӗ Шупашкар хулин шкулӗсенче 5–11-мӗш классенче 70 вӗренекен хутшӑнчӗ.

Сӑвӑ уявне Ҫӗнӗ Шупашкар хулин халӑх фольлор ансамблӗ «Теветкел» юрӑ-ташӑпа уҫрӗ. Ун хыҫҫӑн Ю.А. Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш директорӗ Ольга Петровна Протасова сӑмах илчӗ. Вӑл кунашкал конкурса ирттерни кунта йӑлана кӗни, кӑҫал ӑна 4-мӗш хут чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерни ҫинчен пӗлтерчӗ, конкурса хутшӑнакансене ӑмӑртура сӑвва палӑртуллӑ калама ӑнӑҫу сунчӗ.

Сӑвва илемлӗ калакансен ӑмӑртӑвӗ хӗрӳ иртрӗ. Ачасем тутар тата тӗнче литературин классикӗн Габдулла Тукайӑн сӑввисене чӑвашла, тутарла, вырӑсла, акӑлчанла янӑраттарса каларӗҫ. Тӑван сӑмах чуна мӑнаҫлӑх варкӑштарса кӗртрӗ. Чылайӑшӗ хӑйсен халӑх тумне тӑхӑнса сӑвӑ калани уява илем кӳчӗ.

Сумлӑ жюри ӗҫтешӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар хулин халӑх театрӗн «Ахрӑм» ертӳҫи Альбина Алексеева, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Геронтий Никифоров тата Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева сӑвва тӗрӗс те таса калама, кӑмӑл-туйӑма мӗнле палӑртнине, шухӑш пусӑмне уйӑрса каланине тата артист ӑсталӑхне кӑтартнине кура хакларӗҫ.

Пӗтӗмлетӳ ҫапла пулчӗ: сӑвва чӑвашла калакансен йышӗнче 1-мӗш вырӑн Анастасия Охтярова (6 «Б» класс, 18 лицей), Юлия Иванова (8 «А» класс, 18-мӗш лицей), 2-мӗш вырӑн Ксения Смирнова (9 «А» класс,13-мӗш шкул). 3-мӗш вырӑн Татьяна Александрова (8 «Б» класс, 18-мӗш лицей), тутарла калакансен йышӗнче 1-мӗш вырӑн Лейсан Муртазина (6 «А» класс, 4-мӗш шкул), 2-мӗш вырӑн София Едифанова (6 «А» класс, 20-мӗш шкул), вырӑсла калакансен йышӗнче 1-мӗш вырӑн Виктория Куликова (4 «Б» класс, 14-мӗш шкул), Дарья Анашкина (5 «В»класс, 13-мӗш шкул), Кирилл Сергеев (6 «А» класс, 18-мӗш лицей), 2-мӗш вырӑн Виктория Игнатьева (6 «А» класс, 9-мӗш шкул) йышӑнчӗҫ.

Пултаруллӑ та паллӑ тутар поэчӗн Габдулла Тукайӑн сӑввисене ачасем юратса илемлӗ калани чӑвашпа тутар халӑх туслӑхне ҫирӗплетес ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине жюри ӗҫтешӗсем палӑртса хӑварчӗҫ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #вулавӑшсем, #литература, #юбилейсем, #ӑмӑртусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем