Паян Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине умӗнче паллӑ тунӑ. Шупашкарти палӑк умне халӑх пухӑннӑ. Унта ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Валери Туркай, Лев Кураков, Патшалӑх Канашӗн комитет председателӗн ҫумӗ Игорь Кушев, ЧНК вице-президенчӗ Петр Ивантаев, ЧР Профессионал писательсен председателӗ Сергей Павлов, Раиса Сарпи поэт, чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев тата ыттисем пулнӑ.
Палӑк умӗнче студентсемпе шкул ачисем Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене чӑвашла, вырӑсла, таджикла, акӑлчанла вуланӑ. Хӑнасем сӑмах тухса каланӑ. Валери Туркай ҫак палӑк умӗнчех «ватӑлнине» палӑртнӑ — вӑл кунта 1978 ҫултанпах ҫӳрет. Сергей Павлов Ҫеҫпӗл Мишши хӳттипе ӳснине каласа кӑтартнӑ. Ача чухне Казаккасси унӑн юратнӑ ялӗ пулнӑ. Вӑл ашшӗпе унта, Кузьминсен килӗ тӗлне, тӑтӑшах ҫӳренӗ.
Юлашкинчен Порфирий Афанасьев сӑмах илнӗ. Вӑл халӑха Ҫеҫпӗл Мишшине халалланӑ сӑвва вуласа панипе мероприяти вӗҫленнӗ.
Сатирӑпа кулӑш театрӗ куракансене 25 ҫул хырӑм тытса култарать. Театр хӑйӗн юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Ҫавна май юбилей каҫӗ иртӗ, артистсем республикӑра гастрольпе ҫӳрӗҫ.
Кулӑшла сценкӑсем, юрӑ-ташӑ номерӗсем, фарс, эксцентрика — йӑлтах Виктор Петровӑн. Вӑл Мускаври театр училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, сатирӑпа кулӑш театрӗ йӗркеленӗ. Унтанпа 25 ҫул хыҫа юлнӑ. Виктор Петров ку ӗҫе пуҫӑннине паянхи пекех ас тӑвӑть.
Театр репертуарӗ час-часах ҫӗнелнӗ. Ара, 10 ҫул каяллахи шӳтсем паянхи куракана интереслӗ мар ӗнтӗ. Ҫынна култарасси — ҫӑмӑл ӗҫ мар-мӗн. Артистсем тӗрлӗ рольсене калӑпланӑ. Хӑш чухне вӗсене тӑванӗсем те паллаймаҫҫӗ-мӗн.
Артистсем куракансене ҫӗнӗ постановкӑсем кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Анчах мӗнлисем? Вӑрттӑнлӑх. Юбилей каҫӗнче йӑлтах паллӑ пулӗ.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗнче нумаях пулмасть Шӑмалакра пурӑнакан Николай Андреевичпа Юлия Никитична Печковсен, Лаш Таяпари Владимир Дмитриевичпа Мария Ефимовна Михеевсен ылтӑн туйӗсене чӑваш йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн паллӑ тунӑ.
Икӗ мӑшӑр каллех ҫамрӑклӑха таврӑннӑ. Вӗсем каллех хӗрпе каччӑ пулса тӑнӑ. Вӗсене сумлӑ ҫак уявпа ялӗпех саламланӑ. Культура ӗҫченӗсем вӗсем валли интереслӗ концерт программи хатӗрленӗ.
Николай Андреевичпа Юлия Никитична пӗр класра вӗреннӗ, пӗр парта хушшинче ларнӑ. Ҫамрӑк чухне пӗр колхозра ӗҫленӗ. Кавказра нумай ҫул пурӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Вӗсем икӗ ача пӑхса ӳстернӗ.
Мария Ефимовна пӗлӳ илсен Лаш Таяпана ӗҫлеме килнӗ. Вӑл вулавӑшра тӑрӑшнӑ. Кунта пулас упӑшкипе паллашнӑ. Вӗсем 3 хӗре, 2 ывӑла ура ҫине тӑратнӑ.
Уявра «хӗрсем» пӗркенчӗк пӗркеннӗ. Мӑшӑрсем чӑваш тумӗ тумланнӑ. Хӑнасем те уява чӑвашсен наци тумӗпе пынӑ.
Сӑнсем (23)
Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Сӑнарпуҫ ялӗнче пурӑнакан Михаил Платонович Платонов (Солдатов) 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара килнӗ.
100 ҫулти Михаил Платнович хӑнасене тарават кӗтсе илнӗ. Ҫак ҫула ҫитсен те вӑл хаҫат куҫлӑхсӑр вулать. «Вилӗм унран хӑраса вӑрҫӑрах тарнӑ», — шӳтлет ветеран. Ашшӗ вӑрҫа тухса кайнӑ чухне амӑшне ҫапла каланӑ: «Ывӑл ҫуралать пулсан Михаил ят пар. Хӗр пулсан хӑвах шутла». Ашшӗ ывӑлне курайман. Михаил Платонович сивве те, выҫлӑха та чӑтнӑ.
1938 ҫулта вӑл Хӗрлӗ ҫара кайнӑ. Пуйӑс вакунне ҫынсемпе пӗрле лашасене тиенӗ те Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ. Вӑл артиллери полкне лекнӗ, унтан разведка уйрӑмӗн командирӗ пулнӑ.
1939 ҫулта вӑл Совет Союзӗпе Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. 1940 ҫулта киле таврӑннӑ. Анчах 1941 ҫулта вӑл каллех фронта тухса кайнӑ. Вӑл «Катюша» водителӗ пулнӑ. Михаил Платонович Берлин таран ҫитнӗ. Рейхстаг ҫине вӑл хӑйӗн хушаматне ҫырнӑ — Солдатов. Ку «Эпӗ чӑваш каччи, Берлин таран ҫитнӗ» тенине пӗлтерет.
Михаил Платонович вӑрҫӑ пӗтсен тӳрех таврӑнайман — Германире ҫамрӑксене хӗҫ-пӑшала вӗрентнӗ.
Сӑнсем (15)
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ Мускавра вилӗмсӗр «Чапаев» фильмӑн 80 ҫулхине халалланӑ пултарулӑх каҫне йыхравлать. Вӑл чӳкӗн 13-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, Раҫҫей кинематографистсен союзӗн Кино ҫуртӗнче пулӗ. Мероприяти 19 сехетре пуҫланмалла.
Пултарулӑх каҫне тата «Чапаев» фильма кӑтартассине маларах асӑннӑ элчелӗхӗн тулли праваллӑ элчи Леонид Волков пуҫарнӑ иккен. Ку шухӑшпа вӑл Раҫҫейӗн кинематографистсен союзне тухнӑ.
Мероприятие В.И. Чапаевӑн тӑванӗсем, ҫӗршывӑн кинематографӗсем хутшӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне Чӑваш Енӗн кино ӳкерес ӑсталӑхне хӑтлӗҫ. Унта Николай Мордвинов, Петр Вельяминов, Станислав Садальский артистсем хутшӑнмалла. «Чӑвашкинон» иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенчи ҫитӗнӗвӗпе те паллаштарӗҫ.
Мероприятие тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Великановсем пӗрле 75 ҫул пурӑннине уявланӑ. Пулас мӑшӑр Чулхула облаҫӗнче 1937 ҫулта паллашнӑ. Вӗсем виҫӗ ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ 7 мӑнукпа, вӗсен 7 ачипе киленеҫҫӗ.
Великановсем 75 ҫул пурӑннине кӑна мар уявланӑ. Ҫемье пуҫӗ Иван Иванович 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Мӑкшӑ Республикинче ҫуралнӑ, 1941 ҫулта вӑрҫа кайнӑ. Мускава, Тулӑна тата ытти хулана хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхне кура ӑна орден-медальпе чысланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ. Десятникран директор ҫумӗ таран ӳснӗ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ. Пӗтӗмпе вӑл 45 ҫул ӗҫленӗ.
Мӑшӑрӗ Клавдия Петровна та ӗҫ ветеранӗ. Вӑл бухгалтерта, шутҫӑра, паспортисткӑра ӗҫленӗ.
Ӗнер К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче асӑннӑ учрежденин илемлӗх ертӳҫин Валерий Яковлев лартнӑ спектакльсен эрни вӗҫленнӗ. Аса илтеретпӗр, ӑна СССР халӑх артисчӗ Валерий Николаевич 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Паянхи куна илсен Валерий Яковлев Чӑваш драма театрне 53 ҫул халалланӑ. Ҫак вӑхӑтран 35 ҫул вӑл театрӑн илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлет. Хӑй ӗҫлекен театрта вӑл 81 спектакль лартнӑ. Вӑл чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв авторӗсен пьесисем тӑрӑх хатӗрлесе куракан патне ҫитернӗ. Мускаври Аслӑ режиссер курсне пӗтернӗ хыҫҫӑн Амур ҫинчи Комсомольскра лартнӑ. Валерий Яковлев — 120 правительство концерчӗн авторӗ.
Фестивалӗн ҫиччӗмӗш кунӗ тӗлӗнмелле ӑшӑ иртнине пӗлтереҫҫӗ. Зал тулли халӑх пулнӑ-мӗн. Ытти кунхиллех «Салампи» спектакльти кӗвӗ янӑранӑ. Юбилей каҫне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Нарспи» оперинчи сыпӑк уҫнӑ.
Оперӑпа балет театрӗсӗр пуҫне юбиляра саламлама пынӑ Истори архивӗн пуҫлӑхӗ Галина Ертмакова пынӑ. СССР халӑх артистне вӑл Яковлевсен генеаологи йывӑҫне парнеленӗ.
Сӑнсем (19)
«Ӗмӗр ӗмӗрлесси — уй урлӑ каҫасси мар», — тенӗ. Ҫакна Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗнче пурӑнакан Матрена Дмитриевна Иванова питӗ лайӑх чухлать. Вӑл паян, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ.
Кинемее сумлӑ юбилейпе Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.Н.Егоров, Канашри социаллӑ хӳтӗлев пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Э.Я.Яковлева тата ытти хӑнасем саламланӑ. Анатолий Егоров Матрена Дмитриевнӑна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне тыттарнӑ.
Матрена Дмитриевна 8 мӑнукӗпе, вӗсен 13 ачипе тата кӗҫӗн мӑнукӗсен 3 ачипе савӑнса пурӑнать.
Вӑл — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Матрена Дмитриевна ырми-канми колхозра ӗҫленӗ, каярахпа мӑшӑрне, ачисене пытарнӑ.
Халӗ унӑн сакӑр ачинчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Валентинӑпа Елена Карӑклӑ ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Валентина амӑшӗпе пӗрле кун кунлать. Ывӑлӗ Николай кӳршӗ ялта тӗпленнӗ.
2015 ҫулта ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗ 80 ҫул тултарӗ. Уява хатӗрленес ӗҫ халех хӗрӳ пырать, мӗншӗн тесен ку союзри 150 пайташшӑн кӑна мар, республикӑшӑн та пысӑк пулӑм.
Нумаях пулмасть союз элчисем ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Ку Атӑлҫи тӑрӑхӗнче тӗп организаци. Анчах сумӗ, ҫулӗ пур пулсан та йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен варринче организацине пӳлӗм уйӑрса панӑ. Пӗр пайӗ — муниципалитет, тепӗр пайӗ федераци харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. 2011 ҫулта вара ӳнерҫӗсенчен пӳлӗме тара тытнӑшӑн укҫа ыйтнӑ. Шупашкар хула администрацийӗпе калаҫса татӑлсан килӗшӗве тепӗр 5 ҫуллӑха тӑснӑ.
Леонид Черкесов ку ыйтӑва хула депутачӗсен пухӑвӗнче сӳтсе явма шантарнӑ. Хула союзпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Ҫулсерен Шупашкарта икӗ палӑкран кая мар уҫӑлать.
Ҫитес вӑхӑтра Геннадий Волковпа Алексей Крылов академиксен палӑкӗсене лартасшӑн. Планра — Никита Бичурин, Ехрем купса палӑкӗсем, Ӗҫ мухтавӗн аллейи.
РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Владимир Нагорнов Шупашкарта уҫӑ тӳпе айӗнчи скульптурӑсен музейне уҫас шухӑшпа паллаштарнӑ.
Аслисене хисеплеме ачаранах вӗрентеҫҫӗ. Акӑ Ҫӗрпӳре пурӑнакан Матрена Петровна Кирилловӑна аслисем те, кӗҫӗннисем те хисеп тӑваҫҫӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ.
Республикӑра пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ ҫынсем нумай мар. Акӑ Матрена Петровна та вӗсен йышне кӗнӗ. Ӑна сумлӑ юбилейпа саламлама Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Алевтина Широкова, районти Ветерансен канашӗн председателӗ Валентина Трофимова килнӗ.
Матрена хӑйӗн ӗмӗрӗнче сахал мар хури-шурине курнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче канмасӑр ӗҫленӗ, упӑшкине фронтран кӗтнӗ, пушар хыҫҫӑн ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленӗ, мӑшӑрне, ачисене пытарнӑ… Анчах вӑл чӑтнӑ, малалла пурӑнма вӑй тупнӑ. Матрена Петровна халӗ икӗ ывӑлӗпе пурӑнать. Хӗрӗ час-часах килсе ҫӳрет.
Юбиляр вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ. Кирек мӗнле пулсан та хӑвна юратма, хастар пулма, кулма-савӑнма пӗлмелле-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |