Кӑҫал шкул пӗтернисем математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытнӑ чух икӗ шайран пӗрне суйлама пултарчӗҫ: профиль (вӑл аслӑ шкула вӗренме кӗме кирлӗ) тата никӗс шайӗ (пӗлӗве шкул аттестатне илме тӗрӗслени). Шкул пӗтерекенсенчен 60 проценчӗ профиль шайне суйланӑ, ыттисем математикӑна аттестатшӑн кӑна тытнӑ.
Никӗс шайне суйланӑ 2833 ачаран чи пысӑк бала 9,94 проценчӗ пухнӑ, вӑтам бала — 4,18 проценчӗ. 4,48 проценчӗ экзамена тытайман. Никӗс шайӗ 20 ӗҫрен тӑнӑ. Пӗлӗве пилӗк балпа хакланӑ. Виҫҫӗ илес тесен ҫичӗ ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫламалла пулнӑ.
Профиль никӗсне суйланӑ 4969 ачаран чи пысӑк бала пӗри кӑна илнӗ. 113 ача 80 балран пысӑкрах пухнӑ. Математикӑпа вӑтам балл — 49,25. 12,6 проценчӗ тытайман. Енчен те вырӑс чӗлхипе чи пӗчӗк балран (24-ран) каҫнӑ пулсан математикӑпа пӗлӗве тепӗр хут тӗрӗслеме ирӗк параҫҫӗ. Ку куна ҫӗртмен 23-мӗшне палӑртнӑ.
11-мӗш класра вӗренекенсем Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытаҫҫӗ. Истори предмечӗпе те экзамен пулнӑ. Анчах унта пӗр ачана япӑх пулни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, паян, пулнӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ каччӑ экзамен вӑхӑтӗнче аудиторире пӑчӑ пулни пирки ӳпкелешнӗ.
Асламӑшӗ Тамара Андреева каланӑ тӑрӑх, мӑнукӗ экзаменра шыв ыйтнӑ. Аудиторире шыв пулман та. Ӑна япӑх пулса кайнӑ. Каччӑна шкулти медицина пунктӗнче кӑштах вырттарнӑ. Унтан ӑна тата япӑх пулса кайнӑ. Ӑна кун хыҫҫӑн хула пульницине илсе ҫитернӗ. Ун патне ашшӗ-амӑшне кӗртмен-ха. Асламӑшӗ питӗ пӑшӑрханать: мӑнукӗ тепӗр хут экзамен тытайӗ-и?
Ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсен республика центрӗн специалисчӗ каланӑ тӑрӑх, пульницӑран справка илсен вӑл экзамена резерв кунӗнче тытма пултарӗ.
Нумаях пулмасть шкултан вӗренсе тухакансем пирвайхи экзаменсене тытнӑ. Халӗ вӗсене пӗтӗмлетӗвӗсем те паллӑ ӗнтӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, географипе тата вырӑс литературипе ППЭне 3 ҫын 100 баллӑх тытнӑ. Аса илтерер: географие Чӑваш Енре 163 ҫын тытнӑ. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ задание пурнӑҫлайман. Пӗри 100 балл пухнӑ. 21 ҫын вара 80 ытла балл пухнӑ.
Вырӑс литературине 194 ҫын тытнӑ. Тӑватӑ ҫын экзаменра «2» илнӗ. 2 ҫын вара 100 балл пухма пултарнӑ. 31 ҫын 80 ытла баллӑх тытнӑ.
Географипе тата вырӑс литературипе ППЭ тытнӑ чухне икӗ ҫамрӑка экзаменран кӑларса янӑ. Вӗсем шпаргалкӑпа тата телефонпа усӑ курнӑ-мӗн.
Кӑҫал ытларахӑшӗ обществознани предметне тытать-мӗн. Иккӗмӗш вырӑнта — физика, виҫҫӗмӗшӗнче — биологи.
11-мӗш класра вӗренекенсен Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытмалли тапхӑр пуҫланчӗ. Ҫак кунсенче вӗсем географипе вырӑс литературине тытнӑ.
Географи предметне кӑҫал Чӑваш Енре 164 яш-хӗр суйланӑ. Литературӑна вара 195 ҫын тытнӑ. Пӗтӗмпе вара кӑҫал 6,5 пин ҫын ППЭ тытӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче экзаменран икӗ ҫынна йӗркене пӑснӑшӑн кӑларса янӑ. Вӗсен кӑҫал ҫав предмета тытма ирӗк пулмӗ.
Ҫав икӗ ҫын экзаменра шапргалкӑпа тата кӗсье телефонӗпе усӑ курнӑ-мӗн. Кӑҫал йӗркене тата ҫирӗплетнӗ. Экзамен тытмалли пур вырӑна та видеокамерӑсем лартнӑ, кӗсье телефонӗн ҫыхӑнӑвне пӗтерекен хатӗр вырнаҫтарнӑ.
Экзамен мӗнле пынине комисси сӑнанӑ. Географи тата литература экзаменӗсенче 3 федераци инспекторӗ пулнӑ. Ыран 11-мӗш классен вырӑс чӗлхипе ППЭ тытмалла.
РФ Вӗренӳ министерстви 2016 ҫултан пуҫласа 9-мӗш класра ӑс пухакансене вырӑс чӗлхипе математикӑсӑр пуҫне тепӗр икӗ экзамен тыттарасшӑн.
Ведомство хушӑвӗн проектне ҫакнашкал улшӑнусем кӗртнӗ-мӗн. Документа общество ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен сӳтсе явӗ.
Пресс-службӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, ку патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацине (ГИА) 2016 ҫулта паракан шкул ачисене пырса тивет. Унччен вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Наталья Третьяк 9-мӗш класра экзаменсен йышне пысӑклатассине пӗлтернӗ. 2016 ҫулта — тӑватӑ, 2018 ҫулта — пилӗк, 2020 ҫултанпа ултӑ экзамен пулмалла-мӗн.
Хальлӗхе 9-мӗш классем икӗ экзамен ҫеҫ тытаҫҫӗ.
Пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗ епле пынине кӑҫал кирек кам та сӑнайӗ. Класра мӗн пулса иртнине пӗлес тесен унта кайса ларма кирлӗ мар. Сайта кӑна кӗмелле.
Вӗренӳри ҫӗнӗ технологисен республикӑри центрӗ «Ростелеком» предприятипе килӗшӳ тунӑ. Ӗҫлӗ хутра патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне Чӑваш Енре кӑҫал тытнӑ чух видеосӑнавпа тивӗҫтерме асӑннӑ компание шаннӑ. Экзамен йышӑнакан пунктсенче тата информацие йышӑнакан регионти центрта 141 программӑпа аппарат комплексӗ ӗҫлӗ. Хӑш-пӗр аудиторире экзамен епле пынине www.smotriege.ru порталта сӑнама май туса парӗҫ. Видеомеслетпе ҫырса пынӑ мӗнпур файла кӑтартусене пӑхакан центра ӑсатӗҫ.
Видеосӑнав йӗркелени экзамена тӗрӗс ирттерме пулӑшать тесе ӗнентереҫҫӗ. Республикӑн Информаци политикин министерствинче экзамен пирки тавлашуллӑ самант сиксе тухсан ачасем хӑйсен правине хӳтӗлейӗҫ тесе палӑртаҫҫӗ.
Раҫҫее ӗҫлеме килес текенсене кӑткӑсрах экзамен тыттарма пуҫласшӑн.
Аса илтеретпӗр, ют ҫӗршыв ҫыннисене экзамен тыттарас йӑла кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗччӗ. Пирӗн ҫӗршывра ӗҫлесе пурӑнас текенсен вырӑс чӗлхипе, историпе тата право никӗсӗпе пӗрлехи тӗрӗслев витӗр тухмаллаччӗ. Ӑна ӑнӑҫлӑ хуравласан ҫавна ӗнентерекен сертификат параҫҫӗ.
Малашне экзамена тата кӑткӑслатасшӑн. Ҫӗршыв историйӗ пирки каласан, мигрантсен, сӑмахран, пӗлтӗр Раҫҫейпе Крымпа Севастополь пӗрлешнине те пӗлмелле. Мигрантсен словарь пуянлӑхне те ӳстересшӗн. Ӗҫлеме кӑна килекенсене малтанхиллех 950 сӑмах та ҫителӗклӗ-ха, анчах пурӑнма юлас тесен 1250 сӑмах пӗлмеллех.
Ҫӗнӗ йышши теста кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытма пуҫлаттарасшӑн.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳ аттестацине хутшӑнас текенсенчен заявление пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнассине пӗлтерет. Ҫапла ҫырӑва Рособрнадзор виҫӗ кун каялла, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ярса панӑ иккен.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне кӑҫал утӑ уйӑхӗнче тыттармассине те аса илтереҫҫӗ. Иртнӗ ҫул шкул пӗтернӗ, тӗрлӗ сӑлтава пула ППЭ тытайманнисене ӑна е малтанах (пуш–ака уйӑхӗсенче) е тӗп тапхӑрта (ҫу–ҫӗртме уйӑхӗсенче) тытма сӗнеҫҫӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнчи управляющи компанисен ертӳҫисем экзамен тытаҫҫӗ. Ку процедура квалификацие ҫирӗплетме тата ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне лицензи илме кирлӗ.
Экзамен тытма хальлӗхе 50 пуҫлӑх кӑмӑл тунӑ. Пӗтӗмпе вара республикӑра 136 управляющи компани, нумай отрасльлӗ 25 предприяти, 6-шӗ тытса тӑнишӗн тата юсавшӑн яваплӑ.
Управляющи компанисен ертӳҫисен ӗҫне ҫирӗп ала витӗр кӑларасси пирки ӗнентереҫҫӗ. Тӗслӗх вырӑнне «Новэк» управляющи компание илсе кӑтартаҫҫӗ. Республикӑн тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Виктор Кочетков асӑннӑ компанире нумай хваттерлӗ ҫуртсем тӑрса юлманнине пӗлтернӗ. Ҫапах «Новэк» та лицензи илесшӗн-мӗн, анчах маларах асӑннӑ Кочетков ун пек май килесси пирки иккӗленет иккен. Республикӑри управляющи компанисенчен 20 проценчӗн лицензисӗр тӑрса юлас хӑрушлӑх пур-мӗн.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ача-пӑчана яланах шиклентерет. Тепӗр яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран ытла хӑшӗсен ашшӗ-амӑшӗ шикленсе ӳкет-тӗр.
Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх тытӑмне сӑнаса тӑракан федераци служби хӗрӳ лини ҫулсерен уҫать. Кӑҫал та вӑл ҫаплах тӑвать. +7 (495) 984-89-19 номерпе ҫамрӑксене ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшне те, вӗрентекенсене те ҫыхӑнма ирӗк параҫҫӗ. Вӗсем экзамен йӗркипе, хушусене епле пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатма пултараҫҫӗ. Экзамента йӗркене пӑсни пирки те ҫав номерпе ҫӑхавлама юрать. Шӑнкӑрава ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра та «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 8 (8352) 57-21-60.
Ыйтусене ҫавӑн пекех пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӑн порталӗнче, Рособрнадзорӑн халӑх тетелӗнчи страницисенче хускатма юрать. Ҫырусене ege@obrnadzor.gov.ru электрон адреспа та ҫырма юрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |