Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗнче, Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерте, пушар тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра унта экзамен пынӑ.
Аудиторире пралук ҫунма тытӑннӑ-мӗн. Студентсенчен пӗри хӑйӗн телефонне заряд илме лартнӑ. Кун хыҫҫӑн пралук ҫунма тытӑннӑ. Телефон выртнӑ партӑна та ҫулӑм ярса илнӗ.
Ҫӗнӗ корпусри ҫынсене пурне те эвакуациленӗ. Вырӑна 6 пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу ҫитсе ларнӑ. Юрать, никам та шар курман. Экзаменсене вара тепӗр куна куҫарнӑ.
«Пирӗн экзамен пыратчӗ, пушар тревоги янӑрарӗ. Билет туртса кӑларма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ. Университечӗпех тӗтӗм шӑрши тӑчӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ пӗр студентка «Про Город» хаҫата.
11-мӗш класран вӗренсе тухакансен халӗ пӑлхануллӑ самант. Ара, Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем паллӑ. Хальлӗхе пурин те мар.
Ҫак кунсенче хими тата истори предмечӗсемпе кӑтартусем паллӑ пулнӑ. Палӑртмалла: истори экзаменне 768 ҫын тытнӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: 4 ҫын чи нумай балл – 100 балл – пухнӑ.
Хими предмечӗпе вара 929 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 13-шӗ 100 балл пухма пултарнӑ. Математикӑпа 9 ҫын чи пысӑк кӑтартупа – 100 балпа – палӑрнӑ. Ҫапла майпа хальлӗхе республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 100 балл пухнӑ 26 ҫын шутланать.
Кӑҫалтан Чӑваш Енре пурӑнакансен китай чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытма май пур. Халӗ пӗтӗмпе пилӗк ют чӗлхе суйлама ирӗк параҫҫӗ: акӑлчан, нимӗҫ, хрантсус, испан, китай чӗлхисем.
Кӑҫал китай чӗлхипе пӗр ҫын экзамен тытма кӑмӑл тунӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухаканскер резерв кунне суйланӑ. Ҫыру пайӗ ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ, чӗлхе вӗҫҫӗн каламалли – ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче.
Палӑртмалла: ют чӗлхесемпе ҫыру пайӗ ҫӗртмен 5-мӗшӗнче иртнӗ, экзамена 518 ҫын тытнӑ. Вӗсенчен 515-шӗ акӑлчан чӗлхине суйланӑ, нимӗҫ чӗлхине – 1 ҫын, хрантсус чӗлхине – 2 ҫын тытнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл йӗркеллех иртнӗ, ҫапах йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ.
Икӗ ҫынна – шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн, тепӗр иккӗшне аудиторие телефонпа кӗнӗшӗн кӑларса янӑ. Вӗсене кӑтартӑвӗсене пӑрахӑҫланӑ, ҫавӑнпа экзамена тепӗр ҫултан ҫеҫ тытайӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенчен пӗтӗмпе 10 ҫынна кӑларса янӑ. Литература экзаменӗнче – 1, математикӑра – 5, вырӑс чӗлхинче 4 ҫын йӗркене пӑхӑнман.
Аудиторие кӗриччен пурне те металлодетекторпа тӗрӗслеҫҫӗ. Эппин, хӑшӗ-пӗри телефон епле йӑтса кӗрет-ха? Халӗ пластикран туса кӑларнӑ смартфонсем сутаҫҫӗ, вӗсене детектор тупаймасть. Анчах аудиторире видеосӑнав пур, унта вара телефонпа усӑ курни лайӑх курӑнать.
Паян Шупашкарти 38-мӗш шкула экзамен тытма пынӑ ача вилнӗ. Инкек пирки Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчех хыпарланӑ. Инкек пирки хӗрачан ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ.
Хулари 27-мӗш шкулта 11-мӗш класра вӗренекенскер ачаран сусӑр пулнӑ иккен. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамена пынӑ чухнех вӑл хӑйне япӑх туйнине шкулти тухтӑрсем тата экзамена йӗркелекенсем сиснӗ имӗш. Вӗсем ӑна экзамена кӗме сӗнмен иккен. Кун пирки ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫнӑ имӗш. Анчах пике экзамена ыттисемпе пӗр кунах тытас тенӗ курӑнать.
Пӗр сехет хушшинче вӑл ӗҫе пурнӑҫланӑ. Унтан вӑл ыйтса пӳлӗмрен тухнӑ. Коридорта ачана япӑх пулса кайнӑ.
ЧР Сывлӑхс ыхлав министертсив пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен вӑхӑтӗнче ӗҫлекен тухтӑрсем тата васкавлӑ пулӑшӑвӑн икӗ бригади ҫине тӑрсан та ачана пулӑшма май килмен. Ача пӗчӗкренех чӗре чирӗпе аптӑранӑ иккен.
Инкеке халӗ яваплӑ специалистсем тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсем пуҫланнӑ. Паян 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем географипе тата вырӑс литературипе экзамен тытнӑ. Пӗр вӗренекене аудиторирен кӑларса янӑ.
Географие – 142, вырӑс литературине 251 ҫын тытнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен штатлӑ режимра иртнӗ. Ҫапах йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пулнӑ: шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн пӗр ҫынна, вырӑс литературипе экзамен тытаканскере, аудиторирен кӑларса янӑ.
Палӑртмалла: аудиторисенче онлайн мелпе сӑнав пырать. Экзаменсем утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗҫ.
Тӑххӑрмӗш тата вун пӗрмӗш класра вӗренекенсемшӗн ҫак кунсем питех те хумхануллӑ. Вӗсен экзаменсем ҫывхараҫҫӗ-ҫке. Тепӗр учительсемпе ашшӗ-амӑшӗ те вӗсене аптӑратни вӑрттӑнлӑх мар.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви ашшӗ-амӑшӗн онлайн-пухӑвне ирттерӗ. Ун вӑхӑтӗнче 9-мӗшсемпе 11-мӗшсен патшалӑхӑн (пӗтӗмлетӳллӗ) аттестацине ирттерес ыйтӑва ҫеҫ мар, ачасемпе ҫамрӑксен ҫуллахи канӑвӗпе ҫыхӑннӑ самантсене те тишкерӗҫ. Ачасене суранланасран епле асӑрхамалли пирки те калаҫма палӑртнӑ.
Онлайн-пухӑва хутшӑнас тесен https://conf.cit.cap.ru каҫӑпа иртмелле (вӑл — Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин пӳлӗмӗ. Пухӑва пӑхаканӑн паролӗ – 227733). Асӑннӑ пӳлӗмпе 17 сехет те 30 минутран пуҫласа ҫыхӑнма май килӗ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче Раҫҫейри шкул ачисем вырӑс чӗлхипе пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырӗҫ. Шупашкарта 2 пин ача пӗлӗвне тӗрӗслӗ.
Сочинение лайӑх ҫырсан шкул ачин ППЭ тытмашкӑн ҫул уҫӑлӗ. «Зачет» илеймесен пӗлӗве тепӗр хутчен, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тӗрӗслеме тивӗ.
Кӑҫал сочиненире сахалтан та 350 сӑмахпа усӑ курмалла. Суйламашкӑн 5 тема парӗҫ, вӗсемпе кӑшт маларах паллаштарӗҫ. Сочинени ҫырмашкӑн 3 сехет те 55 минут уйӑрӗҫ. Тӗрӗслев пур регионта та 10 сехетре пуҫланӗ. Ачасене словарьсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ. Анча хӑйсен словарьне, планшет, смартфон илсе кӗме юрамасть.
Шупашкарти кӑнтӑр районӗнчи пӗр шкултан 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ хӗр вилнӗ. Унӑн виллине патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ умӗн тупнӑ.
Вилене ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 13 сехетре асӑрханӑ. Кӗҫех математикӑпа экзамен иртмелле пулнӑ.
«Ку хурлӑхлӑ хыпар пӗрле вӗреннисене тата вӗрентекенсене питӗ хурлантарать. Ашшӗ-амӑшне питӗ шел», - тенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ хӗрӗн тусӗ «Про Город» хаҫата.
Хӗрӗн халӑх тетелӗнчи страницинче тусӗсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе ҫырнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн хӗрӗ ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Шкул ачи халӑх тетелӗнче экзаменсен хатӗр хуравӗсене сутни пирки вуласа пӗлнӗ. Анчах вӗсене илес тесен хупӑ ушкӑна укҫалла кӗмелле пулнӑ. Куншӑн 6 пин тенкӗ тӳлеме ыйтнӑ.
Хайхискер палламан ҫынсене укҫана куҫарса панӑ. Кунпа та лӑпланман ултавҫӑсем, тӗрлӗ сӑлтав тупса каллех укҫа куҫарттарнӑ. Ҫапла майпа вӑл вӗсене 64 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Апла пулин те хӗр хупӑ ушкӑна кӗрсе экзаменсен хуравӗсемпе паллашайман.
Халӗ полицейскисем ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |