Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: экзаменсем

Вӗренӳ
obruchev.mos.ru сайтри сӑн
obruchev.mos.ru сайтри сӑн

Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 4981 ҫын Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 1593-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. Ултӑ ҫын чи пӗчӗк балл та илеймен.

Лайӑх кӑтарту: 30 ҫын вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Вӗсем Шупашкартан, Вӑрнар, Комсомольски, Пӑрачкав, Тӑвай районӗсенчен, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлерен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан.

Сӑмах май, кӑҫал информатикӑпа 8 яш-хӗр 100 балл илнӗ. Географи предмечӗпе 100 балл пухна 1 ҫын пулнӑ.

 

Вӗренӳ
detkino.ru сайтри сӑн
detkino.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре математика предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ иртнӗ. Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзаменра йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ.

Математикӑпа 3468 ҫын ППЭ тытнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ. Аудиторирен 3 ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсен ҫумра телефон, шпаргалкӑсем пулнӑ.

Аудиторисенче видеосӑнав вырнаҫтараҫҫӗ пулин те экзамена телефон, шпаргалка йӑтса кӗрекенсем пур. Экзамен мӗнле иртнине тӗрлӗ ведомство сӑнаса тӑрать.

Экамен кӑтартӑвӗсем утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65501
 

Вӗренӳ
cmirocheb.rchuv.ru сайтри сӑн
cmirocheb.rchuv.ru сайтри сӑн

Кӗҫех аслӑ шкула вӗренме кӗме палӑртнӑ яш-хӗр патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытӗҫ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнӑ тапхӑрта ҫакна ирттернӗ чухне чылай саманта шута илмелле.

Шупашкарта ятарласа репетици те иртнӗ. Ачасене аудиторие мӗнле кӗртӗҫ? Еплерех лартса тухӗҫ? Репетицире ачасем вырӑнне мероприяти йӗркелӳҫисем пулнӑ. Вӑл 10-мӗш шкулта иртнӗ.

Ачасене экзаменра медицина маски, перчетке, дезинфекци хатӗрӗ, пирометр тата рециркулятор парӗҫ. Экзамен тытакансене аудиторие пӗчӗк ушкӑнпа кӗртӗҫ. Кашни класра 9 ачаран ытла пулмӗ, вӗсене зигзаг евӗр лартса тухӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65241
 

Республикӑра
vmogileve.by сайтри сӑн
vmogileve.by сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ – Ҫамрӑксен кунӗ. Ҫак уявра Чӑваш Енре эрех-сӑра сутмӗҫ. Ҫамрӑксемпе ҫыхӑннӑ уявсенче «ҫуттине» сутма чарасси республикӑра йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.

Анчах ҫав кун общество апатланӑвӗн учрежденийӗнче эрех-сӑра сутма чармӗҫ.

Сӑмах май, кӑҫал кӑшӑлвируса пула шкултан вӗренсе тухакан яш-хӗрӗн сывпуллашу каҫӗ онлайн мелпе иртнӗ пулин те Чӑваш Енре ҫак кун эрех-сӑра сутма чарнӑ. Кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансем пурте патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытман. ППЭне аслӑ шкула вӗренме кӗрекенсем ҫеҫ тытаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне хӑҫан тытасси паллӑ. Пӗрремӗш экзамена утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тыттарӗҫ. Ун чухне пӗлӗве географипе, литературӑпа тата информатикӑпа тӗрӗслӗҫ.

Утӑ уйӑхӗн 6, 7-мӗшӗсенче вырӑс чӗлхипе ППЭ пулӗ, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче – математикӑпа, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче – историпе тата физикӑпа, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче – обществознанипе тата химипе, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче – биологипе тата ют чӗлхесен ҫыру пайӗпе, утӑ уйӑхӗн 22 тата 23-мӗшӗсенче – ют чӗлхесемпе ӑсра каламалли пайӗпе.

Вырӑс тата ют чӗлхесемсӗр пуҫне резерв кунӗсене утӑ уйӑхӗн 24 тата 25-мӗшӗсене палӑртнӑ.

Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне утӑ уйӑхӗнче экзамен тытма тӗрлӗ сӑлтава пула май килменнисем валли ҫурла уйӑхӗнче май туса парӗҫ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗ кӑҫал шкул вӗренсе пӗтернисене патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытарма хатӗр. Кун пирки республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев паян пӗлтернӗ. Вӑл каланине ведомство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

ППЭ тытма кӑҫал 6060 заявлени панӑ иккен. Патшалӑх экзаменне тытармалли 37 пукнта хатӗрлесе ҫитернӗ.

Анчах, аса илтерер, ҫав экзамен кӑҫал аслӑ шкула вӗренме кӗрес ӗмӗтлисене ҫеҫ тытӗҫ. Аттестат илме экзамен тытмалла мар.

Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ пӗтӗм ҫӗршыври пекех ҫӗртме уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенчи савлӑ экзаменсенчен пуҫланӗ.

Экзамена кӗекенсене ятарлӑ хатӗрсем тӗрӗслесе кӗртӗҫ, видеокамерӑсем ӗҫлӗҫ. Кӑшӑлвирусран сыхланмалли мерӑсем те йышӑнӗҫ.

 

Вӗренӳ
sm-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sm-news.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗршывра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кӑткӑсси шкул ачисене экзамен тыттарассине те пырса тивнӗ. Чӑваш Ен вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей Вӗренӳ министерстви 9-мӗш класс пӗтерекенсене вырӑс чӗлхипе математикӑпа экзамен тыттарас мар, отметкӑна ача ҫулталӑк хушшинче епле ӗлкӗрсе пынине тӗпе хурса лартас тесе йышӑннӑ.

Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тыттармалли вӑхӑта ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен куҫарӗҫ. Хӑҫан экзамен тытассине каярах пӗлтерме шантараҫҫӗ. ППЭ ирттермелли йӗркене те ылмаштарма палӑртнӑ. Вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзаменсене аслӑ шкула вӗренме кӗрес ӗмӗтлӗ ачасем ҫеҫ тыттарӗҫ.

1-8-мӗш классенче вӗренекенсене ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуллахи каникула ярӗҫ, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.

 

Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Кӑҫал кӑшӑлвируса пула 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем экзамен тытмӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет.

9-мӗш класра ӑс пухакансен аттестат илес тесен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа ҫеҫ экзамен памалла пулӗ. Вӗсене хӑҫан тытассине РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Рособрнадзор палӑртӗҫ.

Вӗренекенсем экзаменсене шкултах, хӑйсем ӑс пухнӑ вырӑнтах, парӗҫ. Экзамена маларах тытма май парас ыйтӑва ҫӗршыври эпидемиологи лару-тӑрӑвне кура татса парӗҫ.

 

Вӗренӳ
web.archive.org сайтри сӑн
web.archive.org сайтри сӑн

Кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансем кӑшӑлвируса пула Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне каярах тытма пуҫлӗҫ. РФ Ҫутӗҫ министерстви ку тапхӑр хӑҫан пуҫланассине палӑртнӑ.

ППЭ ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫланӗ. Кун пирки РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов паян иртнӗ брифингра пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫутӗҫ министерстви Рособрнадзорпа пӗрле экзаменсен расписанийӗн ҫӗнӗ проектне хатӗрленӗ.

Сергей Кравцов министр 11-мӗш класра вӗренекенсем валли вӗренӳ ҫулне ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑсас ыйтӑва та сӳтсе явнине пӗлтернӗ. 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем вара экзаменсене ҫӗртмен 9-мӗшӗнче тытма пуҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63644
 

Вӗренӳ
cdnimg.rg.ru сайтри сӑн
cdnimg.rg.ru сайтри сӑн

Тӗнчере коронавирус алхасать, ҫавна май мероприятисем ирттерме чарнӑ. Шкул ачисем хальлӗхе каникулта. Кайран вӗсене дистанци мелӗпе вӗрентме палӑртнӑ.

РФ Ҫутӗҫ министерстви патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне те каярах куҫарма йышӑннӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланса ҫӗртмен 29-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах вируса пула вӑл каярах пуҫланӗ – ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче. Ку 9-мӗш класран вӗренсе тухакансене те пырса тивет.

Сӑмах май, кӑҫал Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 797 пине яхӑн ҫын тытма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63416
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 03

1863
162
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1979
46
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи