Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -18.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: экзаменсем

Вӗренӳ

Шкултан вӗренсе тухакансем Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне хатӗрленнӗ чухне тӗнче тетелӗнче тӗрӗслев материалӗсене (КИМсене) шырани вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Ӗнер вӗренӳ тата ӑслӑлӑх тытӑмӗнчи надзорӗн федераци служби Федерацин тетсировани центрӗн сайтӗнче кӑҫалхи ППЭн КИМӗсен варианчӗсене вырнаҫтарни паллӑ пулнӑ. Вӗсем — кӑҫал вӑхӑтран маларах ППЭ тытаканнисем усӑ курнисем.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, КИМсене шкул ачисене социаллӑ сайтсенчи тата ытти сайтри ултавран хӳтӗлес тӗллевпе вырнаҫтарнӑ. Кӑҫалхи КИМсем — пӗлтерхи ППЭри экзамен материалӗсем те.

Халӗ шкултан вӗренсе тухакансен КИМсемпе тӳлевсӗр паллашма, экзамена тӗплӗн хатӗрленме май пур.

Роспотребнадзор экзамен тытма хатӗрленекенсенесене официаллӑ ресурссемпе усӑ курма сӗнет: www.ege.edu.ru, www.fipi.ru/view/sections/141/docs.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/70708
 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри шкул ачисем пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне физика, истори тата общество предмечӗсемпе тытасшӑн. Пӗртен пӗр ача суйланӑ предмет та пур иккен. Ку вӑл — испан чӗлхи. Ҫакӑн пирки республикӑн Вӗренӳ минситерстви ирттернӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.

Экзаменӑн тӗп тахӑрӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 11-мӗшӗччен пырӗ. Вырӑс чӗлхипе экзамена 7 149 ҫын тытӗ, математикӑпа — 6962-ӗн, ҫав шутра вунпӗрмӗшсем — 6 658-ӑн.

Епле предмета ытларах суйланине маларах каларӑмӑр ӗнтӗ. Цифрӑсен чӗлхипе калаҫас тӑк, обществознание 5 281 ача тытасшӑн, физикӑпа — 2 582-ӗн, историпе — 1 820-ӑн, биологипе — 1 758-ӑн, хими — 1 111-ӑн. Ун хыҫҫӑн информатика (847-ӗн суйланӑ), акӑлчан чӗлхи (802), литература (482), географи (460) предмечӗсем пыраҫҫӗ. Нимӗҫ чӗлхипе 6-ӑн экзамен тытӗҫ, хрантсус чӗлхипе — 5-ӗн.

Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова обществознание суйлакансен йышлине ниепле те пӗтерме май килменнине палӑртнӑ. Ӗҫ рынокӗнче техника профессийӗсем кирлине калаҫҫӗ пулин те гуманитари специальноҫне суйлакансем самай иккен.

 

Шкул пӗтерекенсене физкультура вӗренӳ предмечӗпе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне тытарас ыйтӑва ҫитес кунсенче патшалӑх канашлӑвӗ татса парӗ. Ҫак саккун проектне Самбо халӑхсем хушшинчи федераци президенчӗ, Физкультура тата спорт ГД комитетӑн пайташӗ Василий Шестаков пуҫарса ярса вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов патне ярса панӑ. Ҫитес вӑхӑтра Шестаков хатӗрлесе ҫитернӗ проектпа паллаштарма шантарнӑ. Ун шухӑшӗпе шкул пӗтерекенсен ӳт-пӗвӗ енчен ҫирӗп пулмалла, ку вара ҫамрӑксене ҫара илес ыйту пахалӑхне лайӑхлатӗ тата пулас ШӖМ ӗҫченӗсене хатӗрленӗ ҫӗрте те пӗлтерӗшлӗ витӗм кӳрӗ.

 

Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытассипе 100 балл пухнисен йышӗ Чӑваш Енре икӗ хут ытларах ӳснӗ-мӗн. Тепӗр лайӑх кӑтарту шутӗнче — иккӗ илекенсен шучӗ чакни. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернине шута илсе хыпарлать.

Шкул пӗтерекенсем кӑҫал 14 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнисен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал 1,47 процент ӳснӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, экзамена хутшӑннисенчен 97,97 проценчӗ шкул сукмакне вун пӗр ҫул хушши ытахальтен такӑрлатманнине ӗнентерсе панӑ. Чи ӑслӑ ачасем Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗмӗрле хулинче теме юрать-тӗр, мӗншӗн тесен унта чи пӗчӗк балран пӗчӗкрех илекен пулман. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ тӑрӑх хакласан, вырӑс чӗлхине тата математикӑна Улатӑр районӗпе хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче начартарах ӑшӑ хывни сисӗнет.

Малалла...

 

Литературӑпа, химипе тата обществознанипе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗн малтанхи кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ иккен. Пысӑк бал тата 100 балл пухнисене Рособрнадзор тепӗр хутчен тӗрӗслесшӗн имӗш. Анчах пур ҫӗрте те мар. Вӑл пыскӑ бала нумаййӑн тивӗҫнӗ регионсенчи ӗҫсене ҫӗнӗрен пӑхса тухма шут тытнӑ иккен.

Литературӑпа, акӑ, Брянск, Калуга, Самар, Сарӑту, Ростов облаҫӗнчи, Калмӑкпа Мари Эл республикисенчи тата Пермь енӗнчи ачасен ӗҫӗсене тӗрӗслӗҫ. Хими предмечӗпе 22 регион пирки иккӗленеҫҫӗ иккен. Унта Ҫурҫӗр кавказри мӗнпур тӑрӑх, Брянск облаҫӗ, Адыгея, Мари Эл, Калмӑк, Коми республикисем лекнӗ. Обществознание тепӗр хут тӗрӗслемелли регионсен йышӗ пирӗн республика та кӗнӗ.

 

Математикӑпа пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви Regnum информаци агентствине хыпарланӑ тӑрӑх, тӗрӗслеве кӑҫал хутшӑннӑ 7874 ҫамрӑкран 6,68 проценчӗ «иккӗ» илнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӗсем 24 баллран сахалрах пухайнӑ. Пӗлтӗр экзамена хутшӑннисенчен 5,16 проценчӗ чи пӗчӗк бала ҫитереймен иккен, виҫӗм ҫул — 3,9 проценчӗ.

Кӑҫал экзамен тытнисем вӑтамран 54,6 балл пухнӑ иккен. 80 балтан иртме пултарнисем — 466-ӑн, ҫав шутран 46-шӗ 100 балл илнӗ. Пӗлтӗр ун чухлӗ пухакансем пулман, виҫӗм ҫул виҫҫӗн мӗнпур ыйтӑва тӗп-тӗрӗс хуравласа чи пысӑк балла тивӗҫнӗ.

 

Шкулпа техникумсенчен вӗренсе тухакансем хӑйсен пурнӑҫӗнчи чи йывӑр тапхӑрне пӗчӗккӗн ак вӗҫлеме те тытӑнчӗҫ. Ӗнер, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ ҫамрӑксем суйланӑ юлашки предметсемпе — литературӑпа тата географипе — иртрӗ.

Литература экзаменне тытма кӑмӑл тӑвакансен шучӗ республикӑра 637 ача, вӗсем 235 минут хушши экзаменра предмет пӗлӗвне ҫутатса пама тӑрӑшнӑ. 494 ҫамрӑк вара географи предметне суйласа илнӗ, 180 минут хушши хӑйсен пӗлӗвне кӑтартнӑ.

«Экзамена тытрӑм» теме пултаракансен географи предмечӗпе экзамена 37 баллран кая мар, литературӑпа 32 баллран ҫӳллӗрех ҫырма тӑрӑшмалла пулнӑ. Мӗнлерех тытнине 12 кун кӗтме тивет ҫав — ҫӗртмен 25-мӗшӗн кунӗ тӗлне ҫеҫ паллӑ пулӗ.

 

Кӑҫал шкулпа техникумран вӗренсе тухакансем пӗрремӗш пӗрлехи патшалӑх экзаменне ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче вырӑс чӗлхипе тытнӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑра чи пысӑк балл — 100 балл — 35 вӗренекен тивӗҫнӗ. Ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫултан пӗчӗкрех. 2012 ҫулта асӑннӑ вӗренӳ предмечӗпе 100 балл 57 ҫамрӑк илнӗ пулнӑ.

Экзамена тӗресленӗ хыҫҫӑн унӑн вӑтам кӑтартӑвне палӑртнӑ — 66,39 балл. Ку вӑл пӗлтерхинчен 0,6 бал пысӑкрах. Экзамена хутшӑннӑ 1 482 ҫамрӑк 80 баллӑх ҫырнӑ.

Шел пулин те вырӑс чӗлхи экзамен ӗҫне 147 ача чи пӗчӗк баллпа ҫырнӑ. Рособрнадзор палӑртнӑ тӑрӑх вырӑс чӗлхипе чи пӗчӗк бал шучӗ 36. Кам вара ҫак балла ҫитеймен — экзамена тытайман.

Пӗтӗпе вара кӑҫал, республикӑпа экзамена вырӑс чӗлхипе 7 966 вӗренекен тытнӑ.

Экзаменри хӑйсен кӑтартӑвӗпе килӗшменнисем апелляци пама пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63214.html
 

Тӗнче тетелне пӗрлехи патшалӑх экзамен ӗҫӗсене кӑларнӑ Вӑрмар районӗн хӗрӗ пирки эпир иртнӗ кунсенченех каланӑччӗ. Экзамен йӗркине пӑснӑ вунпӗрмӗш класс пӗтерекене Раҫҫей вӗренӳ министерстви кӑҫал аттестатсӑр хӑварма йышӑннӑ, вырӑс чӗлхипе экзамена ҫӗнӗ хут тытма вӑл тепӗр ҫул та ҫеҫ пултарӗ.

Ку лару-тӑру пирки Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗр ҫапларах ӑнлантарать: «Хальлӗхе хам ятӑма палӑртас килмест-ха. Ҫак ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленессе шанатӑп, кӑҫал аттестата алла илессе ӗненетӗп. Вырӑс чӗлхи экзаменне эпӗ пӗрремӗш классранах хатӗрленнӗ. Шкулта яланах «5» паллӑсемпе вӗренсе пынӑ».

Экзамен ӗҫне Вӑрмар хӗрӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ пулнӑ, анчах та пӗр-икӗ ыйту ӑна иккелентернӗ. «Килте тепӗр хут пӑхса тухам-ха ҫак ӗҫсене» тесе хӗр ӗҫе ӳкернӗ те хӑйӗн юлташне ярса панӑ пулнӑ. Юлташ хӗр вара унтан пулӑшу ыйтаҫҫӗ тесе ун патне килнӗ ӗҫе Тӗнче тетеле кӑларса хунӑ. Ку факта тӳрех тӗрӗслевҫӗсем курнӑ.

— Экзаменран таврӑнсан эпӗ ҫывӑрма выртрӑм. Тепӗртакран ман пата шӑнкӑравларӗҫ, шкула пыма хушрӗҫ. Ҫак ӗҫ-пуҫ мана хама та, аннепе аттене те кулянтарать, — каласа парать пӑтӑрмаха лекнӗ хӗр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63152.html
 

Ӗнер, ҫӗртмен 6-мӗшӗнче, шкул пӗтерекенсем пӗрлехи патшалӑх экзаменне физика предмечӗпе тата ют ҫӗршыв чӗлхисемпе тытнӑ пулнӑ. Ку экзаменсене шкул, техникум пӗтерекенсем хӑйсен кӑмӑлӗпе суйланӑ.

Вӗренӳ министерстви пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикинче физика предметне тытма 2,698 пин ача кӑмӑл тунӑ. Акӑлчан чӗлхипе экзамена 874 шкул ачи тытнӑ, нимӗҫ чӗлхипе — 10, хрантсус чӗлхипе — 4 ача.

Физика предмечӗпе ӑнӑҫлӑ тытас тесен 36 балл пухмалла, ют ҫӗршыв чӗлхисемпе 20 баллран кая мар пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63120.html
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.01.2026 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -17 - -19 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 23

1907
119
Еллиев Ефрем Васильевич, чӑваш ҫыравҫи çуралнă.
1931
95
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ вилнӗ.
1938
88
Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1943
83
Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи