
Истори предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. Республикӑри виҫӗ ҫамрӑк 100 балл пухнӑ.
Вӗсен йышӗнче - Патӑрьелти 1-мӗш шкулӗнчи Самира Хусетдинова, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти Елизавета Воробьева, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Артем Трофимов.

Шупашкарти мӗнпур шкулта юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче янӑрӗ. Тепӗр куннех ачасен пӗрремӗш экзаменсем пуҫланӗҫ.
Юлашки шӑнкӑрав кунне пӗлтӗр темиҫе хутчен те куҫарнӑччӗ. «Ҫыхӑнура» форумра калашле, тӗрлӗ шкулта тӗрлӗ кун янӑрани те пулнӑччӗ. Кӑҫал апла тумӗҫ.
Юлашки шӑнкӑрав 9-мӗш класс вӗренсе пӗтерекен хулари 8 пин ачапа 11-мӗшӗнчен вӗренсе тухакан 11 пин ача валли янӑрӗ.
Тепӗр кунне, эрнекун, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, географи, литература тата хими предмечӗсемпе экзамен тытма тивӗ.
Вырӑс чӗлхипе ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче экзамен тытӗҫ, математикӑпа — ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» ятпа вебинар иртнӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, вебинара хутшӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш чӗлхипе литератури кафедри доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗреннӗ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхнӑ, малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене тишкернӗ.
Вебинара кӑҫал 9-мӗш класран вӗренсе тухакан ачасем тата учительсем валли ирттернӗ.

Историпе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзамӗнӗн петӗмлетӗвӗ паллӑ. Ку предметпа камсем 100 балл пухнине пӗлтернӗ.
Пӗтӗмпе икӗ ҫамрӑк чи нумай балл пухнӑ. Пӗри – Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш шкулти Анжела Романова. Тепри – Шупашкарти 5-мӗш гимназинчен вӗренсе тухнӑ Елена Бобрикова.
Сӑмах май, унччен химипе тата вырӑс чӗлхипе 100 балл пухнӑ 11 яш-хӗр пирки хыпарланӑччӗ.

Чӑваш Енре 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен йышӗнче икӗ экзаменра 100-шер балл пухнӑ. Пӗтӗмпе – 20 балл.
Ҫак хӗр – Шупашкарти 2-мӗш лицейре ӑс пухакан Екатерина Ейкова. Вӑл вырӑс чӗлхипе тата хими предмечӗпе иртнӗ экзаменсенче 100-шер балл пухнӑ.
Чӑваш Енре вырӑс чӗлхипе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче пӗтӗмпе 13 яш-хӗр 100 балл пухнӑ.

Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсе тухнӑ 13 выпускник вырӑс чӗлхипе патшалӑх экзаменӗ тытса 100 балл илнӗ.
Ҫак йышра — Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам шкулӗнчи Тагир Шамсутдинов, Красноармейски шкулӗнчи Анастасия Григорьева, Улатӑрти 6-мӗш гимназири Анна Савинова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Анна Громова, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулти Виктория Федулова, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Виктория Гриценко, Шупашкарти 1-мӗш гимназири Ольга Кукса, Шупашкарти 41-мӗш шкулти Екатерина Сорокина, Шупашкарти 43-мӗш шкулти Ирина Кольцова, Шупашкарти 46-мӗш гимназири Анна Васильева, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Анна Архипова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Екатерина Ейкова тата Кристина Овчинникова.

11-мӗш класра вӗренекенсем патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче пулнӑ экзаменсен пӗтӗмлетӗвӗсем паллӑ.
100 балл пухакансем пулнӑ. Вӗсен йышӗнче – Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Алдександра Иванова, Патӑрьел районӗнчи Турхан шкулӗнчи Полина Яковлева, Канаш районӗнчи Янкӑлчри Ольга Прохорова, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри Ирина Яковлева, Улатӑрти 6-мӗш гимназири Елена Уряднова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкулти Карина Ибрагимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Мария Пульхеровская, Ҫав лицейри Диляра Алимова, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Илья Трифонов, Шупашкарти 44-мӗш лицейри Ирина Корюкина, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Екатерина Ейкова.
Вырӑс литературипе Шупашкарти 5-мӗш гимназири София Алендеева 100 балл пухнӑ.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар ирттернӗ.
Асӑннӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тата Тутар Республикисенчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата 9-мӗш класра вӗренекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗреннӗ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхнӑ. Вебинар вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене те тишкернӗ.

Шкутан вӗренсе тухакансен экзаменсем вӗҫленнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: тӑватӑ ҫамрӑк икӗ предметпа 100-шер балл пухнӑ.
Ҫак маттур яш-хӗр Шупашкарти 3-мӗш лицейра, 5-мӗш гимназире вӗреннӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк обществознанипе тата вырӑс чӗлхипе 100-шер балл пухнӑ. Канашри 8-мӗш шкулта ӑс пухнӑ ҫамрӑк та маттур: вӑл обществознанипе тата историпе чи нумай балл пухнӑ.
Сӑмах май, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен хушма тапхӑрӗ утӑ уйӑхӗн 12-17-мӗшӗсенче иртӗ.

11-мӗш класран вӗренсе тухакансем Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри 100 балл пухма пултарнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, географипе 2 ҫын 100 балл пухнӑ. Юлашки 5 ҫулта литературӑпа ун чухлӗ балл илекенсем пулман. Кӑҫал иккӗн чи нумай балл пухнӑ. Химие тӑватӑ ҫын 100 баллӑх тытнаа.
Сӑмах май, республикӑра 3 ҫамрӑка экзаменран кӑларса янӑ: вӗсем шпаргалкӑпа тата телефонпа усӑ курнӑ.
