Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче Ленин Комсомолӗн урамӗнче «зебра» ҫинче хӗрарӑмпа хӗрачана таптаса кайнӑ автокран водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Руль умӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ларнӑ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 36 хутчен явап тыттарнӑ. Ытларахӑше – пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн.
Аса илтерер: ирнкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 10:15 сехетре Ленин Комсомолӗн урамӗнче пулнӑ. 41 ҫулти хӗрарӑм хӗрачапа пӗрле «зебра» урлӑ каҫнӑ, унта светофор ҫук. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине автокран пырса кӗнӗ. Водитель таптаса кайсан кӑна чарӑннӑ.
Хӗрача тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ, ӑна тухтӑрсем вырӑнта пулӑшу панӑ, пульницӑна илсе кайман. Хӗрарӑм вара вӑйлӑ суранланнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.
