Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Австрийская ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи шкулта иртнӗ литература тӗлпулӑвне хутшӑннӑ.
Пултаруллӑ пике «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 «А» тата 8 «Б» классемпе литература, поэзи ҫинчен калаҫнӑ. «Хамӑн пултарулӑх ҫулӗ, «Чӑлах пуканесем», «Пӗчӗкҫӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартрӑм, сӑвӑсем вуларӑм. Издательство ӗҫӗ-хӗлӗ, алҫыруран еплерех хатӗр кӑларӑм пулса тӑни ҫинчен те сӑмах хускатрӑм», — хыпарланӑ Ольга.
Ҫыравҫӑ асӑннӑ шкулта 8-мӗш класра ӑс пухакан Даша Кондратьевӑн калавӗпе тата сӑввисемпе те паллашнӑ. «Хӗрача тарӑн шухӑшлӑ произведенисем хайлать, пуласлӑхра кӗнеке кӑларасшӑн», — ырланӑ ача тӑрӑшӑвне ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкар хулинчи кинемейсем ачасене масмак ӑсталама вӗрентнӗ. Вӗсем хулари 41-мӗш вӑтам шкула кайнӑ, унта вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.
Хастар кинемейсем — Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем. Вӗсем унта ал ӗҫӗпе пӗрмай аппаланаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи кунӗнче вӗсем ачасене Чӑваш чӗлхи кунне хӑҫан тата мӗн тӗллевпе пуҫарса яни ҫинче, тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культури ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ачасем масмак ӑсталанине кӑсӑкланса ӑша хывнӑ, хтре япалана пуҫа тӑхӑнса пӑхнӑ, ватӑсене алӑ ҫупса тав тунӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Шӑмӑршӑ вӑтам шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗр-и?» вӑйӑ урокӗ иртнӗ. Ачасем тӗрлӗ станцире пулса хӑйсем чӗлхене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ.
Иван Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗре сума суса тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Карапай Шӑмӑршӑ культура ҫуртӗнче муниципалитет шайӗнчи фестиваль пулса иртнӗ.
«Чунтан савӑнса та хӑпартланса таврӑнтӑм ҫак уявран. «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» – тесе калас килет, тӑвансем, — тесе ҫырнӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Людмила Семёнова-Ульянова.
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче шкул автобусӗ 1-мӗш класс ачине уроксем хыҫҫӑн киле илсе кайман. Ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Халӗ ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнче сиен кӳнӗшӗн шкул администрацийӗн 20 пин тенкӗ тӳлемелле.
Ку 2023 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗнче пулнӑ. Шкул ӗҫченӗсем ачана автобуспа илсе ҫӳремелли ачасен списокне кӗртмен. Ҫавна май ача уроксем хыҫҫӑн пушӑ класра чылай вӑхӑт ашшӗ-амӑшне кӗтсе ларнӑ. Унӑн стресс пулнӑ, вӑл ӑна каллех манса хӑварасран хӑранӑ. Куншӑн шкул ертӳлӗхне тата ӗҫченӗсене явап тыттарнӑ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти ҫӗкленекен шкул 70 процент хатӗр. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, унта ачасем кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑнӗҫ. Нумаях пулмасть объекта Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, строительство министрӗ Михаил Коледа, Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Дорохотов ҫитсе курнӑ.
«ТУС» строительство компанийӗн директорӗ Николай Угаслов шкулти ӗҫсене утӑн 1-мӗшӗччен вӗҫлессине пӗлтернӗ. Тепӗр уйӑхран вара территорие хӑтлӑлатас ӗҫ вӗҫленмелле.
Палӑртмалла: 1500 вырӑнлӑ шкула 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче тума пуҫланӑ.
Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Елизавета Семенова шкул ачисен хушшинче китай чӗлхипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче призер пулнӑ. Пӗлтӗр вӑл пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫин ятне илтнӗ.
Елизавета китай чӗлхине чӑннипех те лайӑх пӗлнине кӑҫал та кӑтартнӑ. Хальхинче вӑл призер пулни ҫакна ҫирӗплетет.
Палӑртмалла: Елизавета Семенова китай чӗлхине пӗрремӗш ҫул вӗренмест, унпа тахҫанах интересленет.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ муниципаллӑ Михайловкӑри А.А. Александров ячӗллӗ шкулта ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу иртнӗ.
Унта Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн пайташӗсем Лариса Петрова, Владимир Степанов тата Анатолий Хмыт пулнӑ. Вӗсем хӑйсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе паллаштарнӑ.
Владимир Степановпа Анатолий Хмыт хайлавӗсем шкул программине те кӗнӗ. Лариса Петрова шкул ҫулӗсенче ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Юнкӑ тата Ильинка шкулӗсенче ӑс пухакансем «Вӑрмана сыхласа хӑварар» акцие хутшӑнса 7 пине яхӑн йывӑҫ лартнӑ.
«Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать», – теҫҫӗ халӑхра. Ҫут ҫанталӑк тусӗсем пӗр гектар ҫинче вӑй хунӑ.
Ырӑ ӗҫпе хавхаланнӑ ушкӑн тӑрӑшнипе часах пысӑк лаптӑка ҫамрӑк хунавсем йышӑннӑ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ӗҫлесе пин-пин ҫӗпӗр лиственници лартнӑ», – хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.
Комсомольскинче авариллӗ тесе йышӑннӑ 2-мӗш шкул вырӑнне ҫӗнӗ ҫурт хӑпартма йышӑннӑ. Ӗҫ кӑҫӑлах пуҫланма пултарать.
Шкула 2026 ҫулта туса пӗтермелле. Кун валли 1,5 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Сӑмах май, Комсомольскинчи 2-мӗш шкула авариллӗ тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн хупнӑ. Ҫурт – 1994 ҫулта хӑпартнӑскер. 2023 ҫултанпа ачасем Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта вӗренеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Вӑрнарти 1-мӗш шкулта хушма ҫурт тума палӑртнӑ. Кун валли 364,1 миллион тенкӗ кирлӗ.
Шкул театрӗсен «Асам» республикӑри II фестивальне хатӗрленсе муниципалитетсенче мероприятисем иртеҫҫӗ.
Пӑрачкавра Чӑваш Республикин халӑх артисчӗпе Елена Хорьковӑпа тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткипе Алина Каликовӑпа тӗлпулу йӗркеленӗ. Хӑнасем Улатӑрти, Улатӑрпа Пӑрачкав муниципаллӑ округӗсенчи шкул театрӗсен ӗҫне сӑнаса, вӗсене пулӑшса пыраҫҫӗ.
Тӗлпулӑва шкул театрне ҫӳрекенсене тата «Асам» I фестиваль ҫӗнтерӳҫисене те йыхравланӑ.
Ун пек тӗлпулусем Улатӑрти культура ҫуртӗнче тата Улатӑрти 5-мӗш шкулта, 6-мӗш гимназире, Суйкӑнти шкултата иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |