Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫеҫпӗле асра тытса литература каҫне пуҫтарӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.11.2024 05:36 | 1931 хут пӑхнӑ
Культура
Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Элӗк тӑрӑхӗнчи Чӑваш Сурӑм шкулӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине «Кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫ» литература каҫӗ ирттернӗ. Кун пирки Алина Петрова вӗрентекен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Ҫеҫпӗл пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллашас тӗллевлӗ уяв каҫӗнче ачасем кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗлӗн ҫулӑмлӑ сӑввисене тӑрӑшса вуланӑ. Унӑн пурнӑҫӗн хӑш-пӗр тапхӑрӗсене тӗпе хурса инсценировка та лартса панӑ.

«Ҫамрӑк ӑру – пирӗн пуласлӑх. Ҫамрӑксен ӑс-тӑнӗнче сӑмах ӳнерӗ пулӑшнипе ырӑлӑх, сӑпайлӑх, ҫынлӑх туйӑмӗсене ҫирӗплетесси – пирӗн тивӗҫ», — ҫапларах пӗтӗмлетет литература каҫне йӗркеленӗ вӗрентекен.

#астӑвӑм, #культура, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #поэтсем, #Элӗк районӗ, #Чӑваш Сурӑм, #шкулсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall630261094_4288
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем