Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Хӑҫан пулӗ вӑл?
Ӗҫ вӗҫлентӗр тесе ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 344 миллион та 93,8 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче подрядчикпе тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ. Хальлӗхе ҫӗннине тупман. Ҫапах ку тивӗҫе Чӑваш Енри ипотека корпорацине шанма пултараҫҫӗ текен сас-хура пур.
2024 ҫулта авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа шкулсенче ОБЖ вырӑнне «Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессин тата хӑрушсӑрлӑх пӗлӗвӗ» ҫӗнӗ предмета вӗрентме пуҫласшӑн. Ҫапла сӗнет РФ Ҫутӗҫ министерстви.
Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ вӗренӳ программине хатӗрлекен ӗҫлӗ ушкӑна пухаҫҫӗ. Ун йышне Хӳтӗлев министерствин, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ҫыннисем те кӗрӗҫ.
Сергей Кравцов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ предмета пула ачасемшӗн йывӑрлӑх ӳсмӗ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем шкул уҫӑласса чӑтмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Унӑн алӑкӗ хӑҫан яои уҫӑлӗ? Ҫак кун часах ҫитесси пирки тӳре-шара пӗрре мар каланӑ. Анчах ку таранччен те шкул уҫӑлман-ха.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев унта кӑҫал аванӑн 1-мӗшӗнчен ачасем вӗренме пуҫласса шантарнӑччӗ.
Анчах микрорайонти ҫынсен ҫӗнӗ шкула татах кӗтме тивӗ. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӑна кӑҫал раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫма шантарнӑ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ шкулта 1650 ача валли вырӑн пулмалла.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлева халалланӑ ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ячӗ — «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель». Кӗнекери материалсене Ф.Н. Козлов тата Е.В. Касимов пухса хатӗрленӗ.
Кӗнекен пӗрремӗш пайӗ «Патриарх чувашской культуры: вехи биографии» ятлӑ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗн пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарать. Иккӗмӗш пайне Чӗмпӗрти чӑваш шкулне халалланӑ. Унта 1868–1919 ҫулсенче 1379 ҫын вӗреннӗ. Вӗсен йышӗнче — паллӑ общество тата патшалӑх ӗҫченӗсем, ҫар ҫыннисем, вӗрентӳ, литература тата ӳнер ӗҫченӗсем, ӑсчахсем, чиркӳ ҫыннисем. РСФСР ҫутӗҫ комиссарӗ А.В. Луначарский ахальтен мар ӗнтӗ ҫав шкула «пӗтӗм чӑваш культурине чӗртсе тӑратакан ҫӑлкуҫ» тесе хакланӑ. Сӑмах май каласан, Иван Яковлев ҫутӗҫ енӗпе тӑрмашнипе кӗнекен виҫҫӗмӗш пайӗнче паллаштарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ҫар мухтавӗн музейӗнче «У истоков зоргенского движения» (чӑв. Зорге юхӑмӗн пуҫламӑшӗнче) курав уҫӑлнӑ. Ӑна асӑннӑ юхӑма Чӑваш Енре пуҫарса янӑ Мария Красновӑна халалланӑ.
Курава уҫма Мария Александровнӑн ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ. Музея вӗсем фотосемпе документсен архивне, ҫав шутра Зорген тӑвванӗсемпе тата ӗҫтешӗсемпе ҫӳретнӗ ҫырусене, легендарлӑ разведчикӑн уйрӑм япалисене парнеленӗ.
Мария Краснова хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелӗнчи шкулта пионервожатӑйра ӗҫленӗ. Вӑл Зорге пурнӑҫӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл ертсе пынипе 1965 ҫулта Чӑваш Енрен Бакуна, Зорген иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ патне тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пирӗн республикӑра Зорге юхӑмӗ пуҫланса кайнӑ. 1978 ҫулта Шупашкарти 3-мӗш шкулта Р. Зорге ячӗллӗ мемориал комплексӗ уҫнӑ. Мария Краснова вӑл вӑхӑтра унта ӗҫленӗ. Хӗрарӑм ҫав пуянлӑха пысӑкрах шая кӑларма ӗмӗтленнӗ, анчах хӑй туса ӗлкӗреймен, халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫав ӗмӗте пурнӑҫланӑ.
Шупашкарта шкул юсасси графикпа пӑхса хӑварнинчен кая юлса пырать. Кунта сӑмах хулари 10-мӗш шкула тӗплӗн юсасси пирки пырать. Унсӑр пуҫне «Садовый» микрорайонти шкула хӑпартассипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ.
2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Республикӑн пӗрлехи заказчик служби «Строительство компанийӗн консорциумӗ» обществӑпа 92 миллион тенкӗ ытлалӑх килӗшӳ тунӑ. Асӑннӑ укҫапа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Шупашкарти 10-мӗш шкула тӗплӗн юсаса пӗтермелле пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ӗҫе палӑртнинчен 20 процентне ҫеҫ пурнӑҫланӑ иккен.
«Садовӑй» микрорайонта шкул тӑвакан подряд организацийӗпе вара ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланӑ. Заказчик строительствӑна ҫапах та вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ.
Муркаш районӗнче Емельян Арчиков ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Емельян Арчиков асӑннӑ районти Нискасси ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, педагог, Чӑваш Енре ӑслӑ географи шкулне йӗркелесе яраканӗ пулнӑ.
Емельян Иванович — географи наукисен докторӗ, профессор. Асӑну хӑмине Нискассинчи шкул ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Ҫав ятпа шкула республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир
Бедертдинов тата ытти сумлӑ хӑна пырса ҫитнӗ, хисеплӗ ҫын ҫинчен нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Чӑваш Ене кӗҫех тӑватӑ ҫӗнӗ автобус илсе килмелле. Вӗсем шкул ачисене илсе ҫӳремеллисем пулӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуссене ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче илсе ҫитермелле. ПАЗра 24 вырӑн пулӗ: 1 водитель, ачасене илсе ҫӳрекен 1 ҫын тата 22 ача валли.
Автобуссене туянма 15 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫа - республика хыснинчен. Кашни автобусрах ГЛОНАСС, тахографсем пур.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев шкултан вӗренсе тухакансене саламланӑ. Салама республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Олег Николаев ачасене пӗлӳ илме ӑнтӑлнӑшӑн, педагогсемпе ашшӗ-амӑшне вара яш-кӗрӗме тӗнчене пӗлсе ҫитме пулӑшнӑшӑн, ҫӗршыва юрӑхлӑ ӑру ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.
«Сирӗншӗн пур ҫӗрте те — чи лайӑх аслӑ пӗлӳ паракан ҫуртсенче, колледжсенче, техникумсенче — ҫул уҫӑ», — тенӗ Элтепер.
«Кирек мӗнле профессие суйласа илсен те, хуть те мӗнле ӗҫ тусан та ҫакна асра тытӑр — суйласа илнӗ тивӗҫе хисеплени тата яваплӑ пурнӑҫлани, ҫӗршыва, унӑн паттӑрла историне, йӑли-йӗркине юратни, Аслӑ Раҫҫее хӳтӗлеме кирек хӑҫан та хатӗр пулни яланах хаклӑ пулнӑ», — палӑртса хӑварнӑ республика ертӳҫи.
Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкул Николай Шупуҫҫынни ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланӑ. Ку хыпара асӑннӑ шкулта вӗреннӗ Марина Якимова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Асӑннӑ информаци тӑрӑх хакласан, ҫав пулӑм ячӗпе шкула сумлӑ хӑнасем, шкулта тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем пуҫтарӑннӑ.
Николай Васильевич Шупуҫҫынни (Васильев) 1889 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи Иккасинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренме ӗмӗтленнӗскере революци юхӑмне хутшӑннӑшӑн пӗлӳ заведенийӗнчен кӑларса яраҫҫӗ. Талпӑнуллӑскер кӑштахран Чӗмпӗре таврӑннӑ, куҫару комиссийӗнче К.В. Ивановпа пӗрле ӗҫлеме тытӑннӑ. 1909 ҫулта Чӗмпӗрти гимназире учитель ятне илме экстерн йӗркипе экзамен тытнӑ. Литература ӗҫне вӑл 1906 ҫулта пуҫӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |