Тӗнчери чӗрчунсене сыхлакан дирекци инспекторӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнче браконьера тытса чарнӑ. Вӑл ҫӗрле сунара кайсан тепловизорпа усӑ курнӑ.
Хайхи арҫын вӑрман хӗррипе «Вепрь 308» сунар карабинӗпе ҫӳренӗ, тулӑ анине тепловизорпа пӑхнӑ. Ӑна ҫӳлерех асӑннӑ ведомство инспекторӗсем асӑрханӑ та тытса чарнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Унӑн пӑшалне, приборне туртса илнӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку таранччен сунарта тепловизорпа усӑ куракан пулман. Ку – пӗрремӗш тӗслӗх.