Украинӑра пулса иртекен ӗҫсем пирки кашниех пӗлет пулӗ. Крымри хирӗҫтӑрура шар курнӑ вырӑс халӑхӗ валли Чӑваш Енре ырӑ кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ йӗркелӗҫ. Хальлӗхе республика правительствинче укҫа-тенке ӑҫта ямаллине шухӑшлаҫҫӗ: социаллӑ сферӑна-и, ятарлӑ адреспа-и. Кун пирки паян Михаил Игнатьев влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра каланӑ.
Крымра халӗ Чӑваш Енрен тухнӑ 2,5 пин ҫын пурӑнать. ЧР Элчелӗ палӑртнӑ тӑрӑх, министерствӑсемпе ведомствӑсене ҫынсем Крым ҫыннисене мӗнле пулӑшмалли пирки ыйтма пыраҫҫӗ. Пӗрисем укҫа тӗлӗшӗнчен, теприсем тумтир парса пулӑшасшӑн.
— Тумтир тӗлӗшӗнчен пулӑшу ытлах кирлӗ мар. Укҫа-тенке илес пулсан, малтан ӑна Крыма кама ярса памаллине палӑртмалла. Вӑл социаллӑ блок е харпӑр ҫынсем пулӗҫ, — тенӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова. Михаил Игнатьев чӑваш халӑхӗ ыттисен хуйхинчен аякра юлманнипе палӑрнине, нимелле пулӑшнине каланӑ.
Аса илтеретпӗр: РФ Президенчӗ Владимир Путин Украинӑра пурӑнакан вырӑс чӗлхиллӗ халӑха пулӑшмалли ҫинчен чӗнсе каланӑччӗ.
Спорта аталантарма кӑҫал Чӑваш Ене федераци хыснинчен 334,5 миллион тенкӗ килмелле, килес ҫул — 433,5 миллион. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн спорт министрӗ Виталий Мутко пӗлтернӗ.
Кӗмӗле спорт объекчӗсем тума тата юсаса ҫӗнетме ярӗҫ. 100 миллион тенке, сӑмахран, районсенче 10 стадион тума уйӑрӗҫ. Укҫа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменне, Чӑваш Енӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗсем хатӗрлекен центра, тӗп хули 2-мӗш спорт шкулне юсаса ҫӗнетме, Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пӑр керменне, ҫавӑн пекех маунтинбайк центрне тума ҫитмелле.
Тӗлӗнмелле… Ултавҫӑсене мӗншӗн шанаҫҫӗ-ши? Тӗрӗссипе, вӗсен ҫамки ҫине «ултавҫӑ» тесе ҫырман-ха та… Пур-пӗрех. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса яни пирки кунӗн-ҫӗрӗн шавлаҫҫӗ. Ҫук вӗт, хӑшӗ-пӗри ҫаплах хӑлхана чикмест: ултавҫӑсене серепине ҫакланать. Ахӑртнех, ҫутӑ малашлӑха шанса, экстрассенс «пӑснине» сирессе ӗненсе кӗсйисенчен укҫа кӑларса хураҫҫӗ. Кӗсьери нухрата кӑна ултавҫа тыттарни — юрӗ-ха. Анчах кредит илсех…
Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑмпа шӑпах ҫапла пулса тухнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ултавҫӑсене 484 пин тенкӗ панӑ.
Хайхискер парапсихологи сферинчи пулӑшу пирки телекурав урлӑ пӗлнӗ, унта кӑтартнӑ телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ. Леш енче Мускаври парапсихологи центӗн ӗҫтешӗ хуравланӑ. Арҫын хӗрарӑма «тасатмалли» пирки ӗнентӗрнӗ. Лешӗ ҫак ӗҫ-пуҫа ирттермешкӗн банкра кредит пӗр хут ҫеҫ илмен.
ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Палламан ҫынсене шанмалла мар, вӗсене хӑвӑр пирки пӗлтерме, банк карттин номерне калама юрамасть.
Чӑваш Республикине федераци хыснинчен ВИЧ-инфекципе тата В, С гепатитсемпе кӗрешекен антивируслӑ препаратсене туянмашкӑн укҫа ҫитнӗ — 50,2 миллион тенкӗ.
Пӗлтӗр антиретровируслӑ терапипе ВИЧ-инфекципе чирлӗ 426 ҫын усӑ курнӑ. Ку сиплеме палӑртнисен 100 проценчӗ, шутра тӑраканнисен — 35,5%. Вӑхӑтра сипленни ҫын вилес, сусӑрланас хӑрушлӑха чакарать, пурнӑҫа вӑрӑмлатать. Федераци бюджетӗнчен укҫа вӑхӑтра уйӑрни асӑннӑ ҫак чирсемпе нушаланакансене пулӑшӗ. Кӑҫал ВИЧ-инфекципе чирлӗ 450–500 ҫынна сиплеме палӑртнӑ.
Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑри 31 предприяти пӗр миллиард тенкӗ ытлалӑх продукци туса илнӗ. Кун йышшисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать иккен. 2011 ҫулта хайхисен шучӗ 25-пе танлашнӑ, пӗлтӗр — 27.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, «миллиардҫӑсен клубне» хальхинче республикӑри икӗ стройорганизаци — «СУОР» тата «9-мӗш ЖБК» тата тӑватӑ промышленноҫ предприятийӗ — «Чӑвашторгтехника», ИЦ Бреслер, «Элинокс» тата ЧЭТА — кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах миллиардҫӑсен списокӗнчен туха ӳкнисем пуррине те пӗлтерет Regnum информаци агентстви. Вӗсем — «Молочное дело» тата «Перкарбонат» обществӑсем. Пӗлтӗр вӗсем продукцие миллиард тенкӗлӗхех кӑларайман.
Миллиардҫӑсен шутӗнче республикӑри промышленноҫ предприятийӗсенчен 57 проценчӗ кӗнӗ-мӗн. Ҫак шутра пурте пӗлекен «Акконд», «Химпром», «Элара», Промтракторӑн темиҫе подразделенине (вӗсем халӗ кашниех уйрӑм обществӑсем шутланаҫҫӗ), ВНИИР, Чапаев ячӗллӗ савут, «Букет Чувашии» савут, «Дорисс», «Чӑвашавтоҫул» тата ыттисем пур.
«Укҫа чул кастарать», — тенӗ ваттисем. Чӑнах та, хаклӑ ҫак хутсӑр пурӑнма йывӑртарах ҫав. Пӗрисем ӑна тар кӑларса ӗҫлесе илеҫҫӗ, теприсем пуймалли ҫӑмӑл меслет шыраҫҫӗ.
Шупашкарта шӑпах ҫакнашкал тӗслӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Анчах ҫӑмӑл мелпе кам пуйма шухӑшланӑ-ха? Йӗрке хуралҫисен ыйтӑва уҫӑмлатма тивет.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхине Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ супермаркетра кассир 5 пин тенкӗлӗх суя укҫана тупса палӑртнӑ. 5 пинлӗх укҫапа таваршӑн Чулхула облаҫӗнчи хӗр тӳленӗ. 21 ҫултискер полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл упӑшкипе пӗрле какайпа суту-илӳ тӑвать. Ҫак хут укҫа — вӗсен усламӗн пӗр пайӗ-мӗн. Ку тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ.
Тепӗр тӗслӗх те Шупашкарта пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче каллех 5 пин тенкӗлӗх суя укҫа тупса палӑртнӑ. Хальхинче — хулари пӗр банкра. Укҫа банка Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑмран лекнӗ. Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн оперативникӗсем хӗрарӑмран ыйтса пӗлнӗ. Лешӗ вӗсене укҫана лавккара тыттарнине ӗнентернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Халӑха кредит парассин хисепӗ кӑҫал пирӗн ҫӗршывра пӗлтӗрхинчен 3,1–3,3 процент чакмалла тесе шухӑшлать иккен ҫӗршывӑн Тӗп банкӗ. Потребительсене кивҫен панин хисепӗ ӳссе пынин калӑпӑшӗ 2014–2016 ҫулсенче 20–22 процент таран чакма пултарать-мӗн. Ҫапах та ҫӗршывӑмӑрта экономика тӑрӑмӗ лайӑхланнӑ май уйрӑм ҫынсене банксем кивҫен парасси, тен, кӑштах ӳсме те пултарӗ-и тесе те пуҫ ватаҫҫӗ иккен.
Социаллӑ программӑсемпе пӗрлехи оператор аппаланмалла-мӗн.
Раҫҫейӗн Финанс министерстви ята кӑтартман перекет кӗнекисене пӑрахӑҫласшӑн. Вӗсен вырӑнне вӑл ятран ҫырнӑ сертификатсем кӑларма, вӗсене банкра упрама сӗнет. Ку хыпара «Российская газета» пӗлтерет.
Ҫапла йышӑнма саккун проекчӗ хатӗрленӗ май ведомство перекет кӗнекисене хаклӑха страхламалли тытӑмра страхлама май килменнипе сӑлтавлать иккен. Апла тӑк ҫынсем перекет кӗнеки ҫинче упракан укҫасӑр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, халӑхшӑн тӑрӑшнӑ пек пулса тухать-ха ӗнтӗ. Тата ҫавӑн пек кӗнекесем пуррине пула коррупцие хирӗҫле саккун тухӑҫлӑхӗ чакать имӗш — вӗсене пула укҫана айккинелле ярӑнтарнине сӑнаса ҫитереймеҫҫӗ-мӗн.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне муниципалитетсен хыснине 1,3 миллиард ытларах тенкӗ тупӑш кӗнӗ, ку вӑл ҫулталӑка палӑртнин 7,3 проценчӗ пулнине республикӑн Финанс министерстви хыпарлать. Тӑкак вара 1 миллиардран кӑштах иртнӗ е — ҫулталӑка палӑртнин 5,5 проценчӗ чухлӗ.
Районсемпе хуласен пӗтӗмӗшле хыснине тишкерсен тупӑш пайӗ тӑкакран 307,1 миллион тенкӗ иртнине палӑртмалла. Малтанласа вара 379,6 миллион тенкӗлӗх дефицит пуласса планланӑ. Ҫапах та 14 муниципалитетра хысна дефититпа тулнӑ. Ҫавӑн йышшисен шутӗнче — Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Тӑвай районӗсемпе Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисем.
Кӑҫалтан пуҫласа хисеплӗ донорсене 11 728 тенкӗ пама тытӑнӗҫ. Ӑна ятарлӑ палла тивӗҫнисем илме пултарӗҫ. Чӑваш Енре 4 011 ҫынна «СССР хисеплӗ донорӗ» тата «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» паллӑпа чысланӑ.
Хисеплӗ донор ятне илес тесен юна 40 хутран кая мар, плазмӑна — 60 хутран сахал мар памалла. Ҫак ята кашниех илме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |