Каярах вӗлерӗҫ-ха. Ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитерме кирлӗ эмел ҫукки хальлӗхе чӑрмав кӳнӗ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тӗрмесенчен пӗрне хупса хунӑ Ричард Глоссип ятлӑ ҫынна авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче укол туса вӗлермелле пулнӑ. Анчах тӗрме администрацийӗ эмелӗ кали ацетачӗ пулнине асӑрхаса ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Шучӗпе вара кали хлоричӗ кирлӗ пулнӑ.
Приговора пурнӑҫа кӗртессине Оклахома штачӗн тӗп прокурорӗ паллӑ мар вӑхӑта куҫарма хушнӑ. Ҫакӑ маларах асӑннӑ Ричард Глоссипсӑр пуҫне Бенджамин Коула тата Джон Гранта та пырса тивет.
Эмел йывӑрлӑхӗ тӗрмесенче юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах сиксе тухать иккен. Ҫакӑн сӑлтавӗ — эмел кӑларакансем вӗлермелли химикатсене пама тӑхтаса тӑни.
Ҫынна вӗлермелле йышӑнусене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче кӑнтӑр енчи ҫичӗ штатра (Техас, Оклахома, Аризона, Миссури, Алабама, Флорида и Вирджини) йышӑнаҫҫӗ. 17 штатра тата Колумби федераци округӗнче ун пек йӑла ҫук.
Ҫак ытларикун авӑнӑн 29-мӗшӗнче Парижра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Паллӑ искусствовед Геннадий Иванов-Орков хӑйӗн Facebook страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Ульпи (Ольга) Николаева йӗркеленӗ.
Куракансемшӗн «Чӑваш Ен» телекомпани хатӗрленӗ фильм кӑсӑклӑ пулнӑ. Ӑна хатӗрлес ӗҫе Марина Карягина, Сергей Мышев тата Ульпи Николаева хутшӑннӑ. Фонограмма валли чӑвашла тата вырӑсла текстсене ҫырма Геннадий Орков та пулӑшнӑ.
Фильма ӳкернӗ чухне Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ӗҫченӗсем хастар хутшӑннӑ — фонд управҫисем, ҫав шутра тӗп управҫӑ Г.Г. Исаев та. Пулӑшакансен йышӗнче фотографа тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫтешӗсемпе 4 струдентне асӑнма пулать.
Фильмра анат енчи чӑвашсен хӗр тата хӗрарӑм тумӗсене кӑтартнӑ. Унта ӳкернӗ кашни ҫипуҫ пайӗ музей фондӗнче упранакан чӑн-чӑн япаласем пулни пирки ҫирӗплетет Геннадий Орков. Фильма музейӗн тӗп залӗнче ӳкернӗ.
The Guargian (чӑв. управҫӑ) информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Турцире пульницаран 47 ҫул хушши выртнӑ ҫын вилнӗ, вӑл астмӑпа тата диабетпа аптранӑ.
Абдулла Хозан Muradiye State Hospital хоспитале пӗрремӗш хут 1968 ҫулта лекнӗ. Ун чухне 23 ҫулхискер тухтӑрсем патне пуҫ ыратнине пула ҫитнӗ. Абдуллан пурӑнмалли вырӑн пулманран тата тухтӑрсемпе вӑл хӑйне вашаватлӑ тытнӑран пульница ертӳҫисем чирлӗ ҫынна палатӑра юлма ирӗк панӑ. Сывлӑхӗ лайӑхланнипе пульницӑран тухма вӑхӑт ҫитсен ӑна яланах ҫӗнӗрен регистрациленӗ.
Абдулла Хозан 70 ҫула ҫитнӗ. Пульница ӗҫченӗсемшӗн вӑл тӑван пекех пулнӑ. Ватӑна Бурсри Ынехӳл (İnegöl) районта пытарнӑ. Хӑй вӑл ҫавӑнта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Америкӑн тӗнче уҫлӑхне тӗпчекен наци управленийӗ (NASA) паян ятарлӑ пресс-конференци ирттернӗ. Унта вӗсем ятарлӑ ушкӑна кӗрекен 8 ӑсчах Марс ҫийӗ ҫинчен ӳкнӗ хӗвел пайӑркисене тӗпчесе тунӑ пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ.
Спектрлӑ тӗпчеве Хӗвел тытӑмне кӗрекен ҫиччӗмӗш планета тавра ҫаврӑнакан станципе усӑ курса тунӑ. Пӗтӗмлетӳ ӑсчахсене хавхалантарнӑ — Марс экваторӗ тавра вырнаҫнӑ тусен патӗнчи тӗттӗм хӑйсем минараллӑ тӑвар пулни палӑрнӑ. Вӗсем вара юхакан шывпа ҫеҫ йӗркеленме пултараҫҫӗ. Минераллӑ тӑвар структурисенче гидратсем пурри те палӑрнӑ. Пресс-конференцире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗпчевпе туллин Nature Geoscience журналта тухнӑ статьяра паллашма пулать. Ӑсчахсен шучӗпе ҫак тӗпчев Марс ҫинче шыв пуррине ӗнентерекен чи пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳ.
Ҫиччӗмӗш планета ҫинче шыв пуррине тӑватӑ ҫул каяллах калаҫатчӗҫ. Ҫӗр метр вӑрӑмӑш шыв ҫулӗсем Марс ҫинчи ҫуллахи тапхӑрта йӗркеленеҫҫӗ, хӗлле вара типсе лараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ планета ҫинче пӑр пуррине те ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ.
Токио университечӗпе «Рикэн» естествӑлла ӑслӑлӑхсен институчӗн ӑсчахӗсем шыв айӗнчи скважинӑсем тавра питӗ тарӑнра пурӑнакан бактерисене тӗпченӗ. Вӑл вырӑнсенсе шыв чулпа сӗтӗрӗннӗрен электричество пулать.
Тарӑнри организмсене кантӑкран ӑсталанӑ савӑта хурса тӗпчевҫӗсем бактерисем ҫине 0,3 вольт хӑватлӑ электричество янӑ. Сӑнакансем хайхи тӗпчекен чӗрӗ организмсем аммиак, кӑмрӑк йӳҫек газне тата шыв кӑларма пуҫланине курнӑ. 8 кун сӑнанӑ хыҫҫӑн бактерисен йышӗ 20% таран ӳснӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем хӑйсене валли тӑранмалӑх сахӑр та кӑларнӑ.
Ӑсчахсем ҫапла май ҫак бактерисем энергие хими синтезӗнчен кӑна мар, пӗчӗк электричество разрядӗнчен те тупма пултарнине палӑртнӑ.
«Рикэн» институчӗн тӗпчев ушкӑнӗн ертӳҫи Рӳхей Накомура ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Хӗвел ҫутти ҫук тата тӑранмалли хими элеменчӗсем ҫук вырӑнта та организмсем хӑйсене пурӑнма майсем тупайраҫҫӗ. Пирӗн тӗпчев ҫакна кӑтартрӗ те».
Венгри влаҫӗсем Хорвати чиккинче ҫӳллӗ карта тытма шут тытнӑ. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Виктор Орбан ҫапла туса лартни мигрантсем ҫӗршыва массӑллӑ пырса кӗнинчен хӳтӗлеме май парассипе ӑнлантарнӑ.
Венгри витӗр кӑҫал 200 пин ытла мигрант иртсе кайнӑ. Венгри Шенген зонине кӗнӗ май унта лексен Европа тӑрӑх ҫӑмӑллӑнах иртсе ҫӳреме май килнӗрен мигрантсем унта лекме ӑнтӑлаҫҫӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗскерсем Европӑра хӳтлӗх тупма шанаҫҫӗ.
Мигрантсен ҫулне пӳлес тесе полицейскисем шывпа перекен ятарлӑ пӑшалпа та усӑ курнӑ, куҫҫуль юхтараканнипе те. Мигрантсенчен хӑшӗсем суранланнӑ та.
Ҫӳллӗ картана Хорватипе Венгри хушшинчи 41-мӗш километр тӗлӗнче хӑпартса лартасшӑн. Ун пек чикке маларах Серби чиккинче тума ӗлкӗрнӗ-ха.
Калифорни ӑсчахӗсем пӗҫернӗ ҫӑмартана чӗрӗ тума пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсене Шнобель премийӗпе чысланӑ.
Тӗрлӗ ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсемшӗн паракан премие Гарвардра йӗркеленӗ. Хальхинче ун пек церемони 25-мӗш хут иртнӗ.
Шнобель премине тивӗҫекен ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсене хӑшӗсем малтанласа кулса, кайран вӗсенче тӗшши пур евӗр йышӑнаҫҫӗ.
Джорджи университечӗн физикӗсем, акӑ, ҫурисене сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен «ҫӑмӑл ӗҫпе» тула кайма вӑтамран 21 ҫеккунт иртнине шутласа кӑларнӑ. Ҫак тӗпчев вӗсен шучӗпе питех те кирлӗ. Вӑл чӗрчунсен тула каяс енпе йывӑрлӑх сиксе тухсан ӑна диагностлама пулӑшмалла тесе шанаҫҫӗ.
Чилинчи биологсем чӑхсене... хӳреллӗ тунӑ. Ҫапла хӑтланса вӗсем ҫунатлӑ хӑш-пӗр динозаврсем хальхи кайӑксене ҫаврӑннине кӑтартас тенӗ.
YouTube-ри официаллӑ каналта Федерацин космос агентстви Геннадий Падалкӑпа Михаил Корниенко Раҫҫей космонавчӗсем тӗнче уҫлӑхне тухнине сӑнлакан видео вырнаҫтарнӑ. Вӑл авӑнӑн 10-мӗшӗнче пулнӑ, тӗнче уҫлӑхӗнче космонавтсем 5 сехет ҫурӑ ытла пулнӑ.
Паллах, ахаль тухман. Вӗсем МКС-а ҫиелтен сӑн ӳкерсе тухнӑ, «Звезда» (чӑв. «Ҫӑлтӑр») модулӗн кантӑкӗсене (космос карапӗн вӗсем иллюминатор ятлӑ) тасатнӑ, караппа станцие ҫыхӑнма пулӑшакан ҫӗнӗ антенна вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, Геннадий Падалка ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине таврӑнмалла. Тӗнче уҫлӑхӗнче вӑл ыттисенчен ытларах вӑхӑт ирттернине те палӑртас пулать. 5 хут МКС-а ҫитсе вӑл пурӗ 878 кун ытла унта ирттернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче Ҫӗнтерӗвӗн Камчаткӑпа Курильск эстафети иртнӗ. Экстремал-ишевҫӗсем пырлӑ шыва 12 километр ҫӗнсе Камчаткӑн кӑнтӑр районӗнчи Лопатка сӑмсахӗнчен пуҫласа Ҫурҫӗр Курил утравӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Шумшу утравӗн Пономарев сӑмсахӗ патне ишсе тухнӑ. Ҫак ҫула 1945 ҫулта Курил десанчӗ тунӑ. Ишеве халь тухнисем шӑпах ҫавна аса илсе сивӗ шыва парӑнтарнӑ та.
Тӗнчерен пухӑннӑ 22 ишевҫӗ хушшинче Чӑваш Енӗн «АквАйСпорт» федерацийӗн президенчӗ Татьяна Александрова пулнӑ. Унсӑр пуҫне Раҫҫейри, Китайри, Великобританири, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи, Чилинчи, Австралинчи тата Кӑнтӑр Африкӑри Республикӑри спортсменсем 8 градусран ӑшӑ мар шыври ҫула тухнӑ. Тинӗс хумӗсем океан еннелле тӗке-тӗке янӑ.
Спортсменсем эстафетӑпа ишнӗ. Пӗрне пӗри вӗсем кашни 15 минутран ылмаштарса пынӑ. Апла пулин те спортсменсем йывӑрлӑха парӑнман, палӑртнӑ вырӑна ишсе тухнӑ-тухнах.
Китай Халӑх Республикинче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ҫамрӑксен канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри тата Сычуань ялӗнчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ.
Унта пирӗн республикӑран 11 студент кайнӑ. Вӗсем вӗренӳре, общество ӗҫӗнче, пултарулӑхра палӑрнӑ. Делегаци йышне ҫамрӑк специалистсем те кӗнӗ. Вӗсем пурте китайла е акӑлчанла лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Чэнду хулинче иртекен канашлура ҫамрӑксем Сычуань наци культурипе тата историйӗпе паллашӗҫ, музейсене ҫитӗҫ, лекцисене тата лаборатори занятийӗсене хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |