Венесуэла влаҫӗсем ҫутӑ перекетлес тесе ӗҫ кунне кӗскетме йышӑннӑ. Ку патшалӑх службинче ӗҫлекен тӳре-шарана пырса тивнӗ. Вӗсене 8–9 сехет тар тӑктарас вырӑнне 5 сехет 30 минут кӑна вӑй хуртарӗҫ. Ҫӗршывӑн вице-президенчӗ Хорхе Арреаса каланӑ тӑрӑх, ӗҫ кунӗ ирхи 7 сехет те 30 минутран 13 сехетчен пырӗ.
Унта паян, чӑн та, тар тӑкма тивет. Ҫапла, сӗтел хушшинче ларсан та. Ҫанталӑк унти хӑш-пӗр тӑрӑхра 40-ран та иртнине пула ҫынсем кондиционерсене кунӗпе ӗҫлеттерсе электроэнерги нумай ҫунтараҫҫӗ иккен.
Ӗҫ кунне кӗскетесси Венесуэлӑра ҫутӑ усӑ курнине тӗрӗслессин патшалӑх планнех кӗрет. Пысӑк компанисене хӑйсен генераторӗсемпе усӑ курма хистеҫҫӗ-мӗн. Капла туни наци энергосетьне кӑштах ҫӑмӑллатма пулӑшмалла.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗлернӗ Украина ҫыравҫи, журналисчӗ, телеведущийӗ Олесь Бузина ячӗпе литература премийӗ пама тытӑнӗҫ. Кун пирки «Известия» хаҫата проект пуҫаруҫи, Украина журналисчӗ Оксана Шкода пӗлтернӗ.
Пуҫаруҫӑсем премие Бузина ҫуралнӑ кун — утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пама палӑртаҫҫӗ.
Литература премийӗн ҫум учредителӗ пулас кӑмӑллине Александр Проханов публицист, Максим Шевченко журналист, «Роснефть» вице-президенчӗ Михаил Леонтьев, Борис Межуев философ, Захар Прилепин ҫыравҫӑ пӗлтернӗ. Вӗсем тӳресен йышне те кӗрӗҫ.
Оксана Шкода премие виҫӗ тӗп номинацире ҫирӗплетессине пӗлтернӗ: «Журналистика», «Публицистика», «Ҫыравҫӑсем».
Премие паракансем РФ Ҫыравҫӑсен тата РФ Журналистсен пӗрлӗхӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн.
Турцири ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мелвут Кавусоглу Крым тутарӗсен прависене пӑсни пирки пӗлтернӗ. Анкараран Крыма официаллӑ мар мелпе мониторинг комиссине ярасшӑн.
«Крым халӑхӗн, уйрӑмах Крым тутарӗсен, прависене пӑсаҫҫӗ», — ҫапла пӗлтернӗ Мелвут Кавусоглу. Анкара яракан комисси ҫурма утравра ҫынсен прависене пӑснин мониторингне тӑвӗ–мӗн.
Нумаях пулмасть Крым тутарӗсен АТР телеканалӗ, QHA хыпар агентстви, «Авдет» хаҫат, «Мейдан ФМ» тата «Лидер» радиостанцисем, ачасен «Лале» телеканалӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Мӗншӗн хупнӑ вӗсене? Ҫак МИХсем Раҫҫей перерегистрацийӗ витӗр тухайман имӗш. Вӗсем вара ытларах Крым тутарӗсем валли тухса тӑнӑ-мӗн.
АТР телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл регистрациленмешкӗн Роскомнадзора документсене пӗрре мар янӑ, анчах вӗсене кашнинчех тавӑрса панӑ.
Ҫак МИХсене хупнине АПШ патшалӑх департаменчӗ те ырламан. АПШра палӑртнӑ тӑрӑх, ку Крымри ирӗклӗ сӑмаха пӑсать. Патшалӑх департаменчӗ МИХсене уҫма чӗнсе каланӑ.
МИХсене хупни Европӑри тулаш политикӑпа ӗҫлекен службӑна та килӗшмен. АТР телеканал виҫӗ чӗлхепе тухнӑ. Ҫав шутра — крымтутарла та.
Евросоюзри ҫӗршывсене илсен пуринчен аван Данире тӳлеҫҫӗ иккен. Унта тар тӑкакансен шалӑвӗ сехетре вӑтамран 40,3 евро ларать. Хӑш ҫӗршывра мӗн чухлӗ тӳленине Британире эрнесерен тухса тӑракан «The Independent» хаҫат Евросоюзӑн статистика служби иртнӗ ҫулхи пирки хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Евросоюзри чи пӗчӗк ӗҫ укҫи — Болгаринче. Унта сехетре вӑтамран 3,8 евро тӳлеҫҫӗ. Европӑра вӑтамран ку цифра 24,6 европа танлашать пулсан, Болгари ҫыннисен шалӑвӗ 6,5 хут пӗчӗкреххи сисӗнет.
Тӳленине кура ӗҫлес килсе тӑмалли ҫӗршывсен шутне ҫавӑн пекех Бельгие (39,1 евро), Швецине (37,4 евро), Люксембурга (35,9 евро), Хрантсие (34,6 евро) кӗртмелле. Чи пӗчӗк шалупа ҫырлахтаракан ҫӗршывсен йышӗнче — 4,6 евро тӳлекен Румыни, 6,5 евроллӑ Литва, 6,6 евроллӑ Латви, 7,3 евроллӑ Венгри.
Раҫҫее Евросоюзри ҫӗршывсемпе танлаштарма хӗнрех-мӗн. Мӗншӗн тесен Евросоюзӑн статистика служби тата Росстат шалу виҫине урӑхларах хаклаҫҫӗ. Макроэкономика тата кӗске вӑхӑтлӑха тишкерес енӗпе ӗҫлекен центрӑн экономисчӗн Игорь Поляковӑн шучӗпе пирӗн ҫӗршывра шалу сехетре вӑтамран 8,4 еврона ларать теме пулать.
Паян, ытларикун, Таджикистан Президенчӗ Эмомали Рахмон республикӑн ҫурҫӗр пайӗнче 250 ҫын пурӑнмалӑх ҫӗнӗ хула никӗсленӗ, пӗрремӗш кирпӗче хунӑ.
Ҫӗнӗ хула Сомкар айлӑмӗнче вырнаҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Боболжонгафур районне кӗрет. Эмомали Рахмон ҫӗнӗ хула ятне Сайхун ят пама сӗннӗ — ку вара Сыртарье юханшывӑн авалхи ячӗ иккен.
СА-News хыпар служби пӗлтернӗ тӑрӑх Таджикистан 1991 ҫулта никама пӑханми пулнӑ хыҫҫӑн ҫак тарана ҫити ҫӗнӗ хула никӗслемен, ку — пӗрремӗш. Сайхунра пуранмалли ҫуртсем хӑпартма палӑртнӑ тата халӑха пурӑнма кирлӗ инфраструктура. Ҫуртсем 9 тата 12 хутлӑ пулӗҫ, хулара 19 микрорайон тума палӑртнӑ. Республика влаҫӗсем планланӑ тӑрӑх кунта 17 шкул, 31 ача пахчи, 140 суту-илӳ центрӗ, 40 спорт ҫурчӗ хӑпартмалла. Паллах, Сайхунра тӗрлӗ терминалсем, пасарсем те пулӗҫ.
Сӑнсем (6)
Тӗнче тетелӗнче Тюрккоин текен ирӗклӗ укҫапа усӑ курма май пур. Ӑна Гезел йышшисен шутне кӗртме пулать — расчет счечӗсенчен кашни 28 кунтан 2% катӑлса пырать. Ку вара ҫак укҫана хӑвартрах тавар ҫине улӑштарма хистет — гезел укҫисем ҫак енпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ те. Ҫав вӑхӑтрах 2% тытса юласси перекет счёчӗсене пырса тивмест (анчах унти укҫапа перекет вӑхӑтӗнче усӑ курма май ҫук).
Тюрккоин сайтӗнче ҫӗнӗ укҫа системин лайӑх енӗсене те илсе панӑ: транзакцисем хӑварт пулса иртеҫҫӗ; транзакцисене криптографилле хӳтӗленӗ; счет камӑн пулнине кӑтартмасӑр та пулать; расчет тата перекет счечӗсем тӳлевсӗр уҫӑлаҫҫӗ; API разработчиксем валли уҫӑ тата ытти те. Тӗплӗнрех сайтӑн «Ыйту-хурав» пайӗнче паллашма пулать.
Тюрккоин сайтне сӑмах май чылай тӗрӗк чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тен чӑвашла та пулӗ.
Тюрккоина тенкӗсене те куҫарма пулать. Ҫавӑн пекех электронлӑ укҫасене те тюрккоинлатма пулать: биткоинсене, яндек-енчӗкрен. Шел те, сайтра тюрккоина кам-кам йышӑннине ҫеҫ пӗлтермен.
Британи ҫыравҫи Терри Пратчетт вилсе кайнӑ. Кун пирки паян Би-би-си пӗлтернӗ. Пратчет вилни пирки ӑна пичетлекен издательство пӗлтернӗ. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ. 2007 ҫултанпа ҫыравҫӑ Альцгеймер чирӗпе аптӑранӑ.
Ҫыравҫӑн халӑхра уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ тата вулакансем кӑмӑллакан хайлавӗсен шутне «Плоский мир» сатира фэнтези ярӑмне кӗртеҫҫӗ. Пратчетт кӗнекисен пӗтӗмӗшле тиражӗ 50 миллиона яхӑн экземпляра ҫитнӗ. Пӗтӗмпе вӑл хӑй ӗмӗрӗнче 70 ытла кӗнеке кун ҫути кӑтартма ӗлкӗрнӗ.
2009 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Пратчетта Англи патши II Елизавета рыцарь-бакалавр шутне кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫыравҫӑ Британи империйӗн орденӗн офицерӗ шутланнӑ.
Пратчетт 1948 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫран вӑл паян, хӑйӗн килӗнче, уйрӑлса кайнӑ.
Кирек мӗнле патшалӑхра пурӑнсан та ҫыннӑн тӑван чӗлхине пӗлмелле. Регион пуҫлӑхӗн уйрӑмах тӑван чӗлхепе калаҫмалла. Казахстанра вара акӑ мӗн сиксе тухнӑ: хӑйӗн кандидатурине президент постне сӗннӗ Канат Журман патшалӑх чӗлхипе ирӗклӗн калаҫаймасть-мӗн.
Тӗп суйлав комиссийӗн пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла экзамен комиссийӗ йышӑннӑ. Кандидат «Манӑн ҫӗршыв — манӑн ҫӗр» темӑна уҫса парайман. Унта вӑл пӗтӗмпе 31 стилистика тата пунктуаци йӑнӑшӗ тунӑ.
Абай Кунанбаев поэзине вуланӑ чухне Жуман орфоэпика йӑнӑшӗсем тунӑ. Вӑл казахла пӗр сӑвӑ та пӑхмасӑр калайман. Халӑх умне тухса калаҫнӑ чухне вӑл 15 минут вырӑнне 5 ҫеҫ калаҫнӑ. Литература калаҫӑвӗпе словарь саппасӗ начар пулни тӳрех сисӗннӗ.
Лингвистика комиссийӗн пӗр саслӑн йышӑну тунӑ: кандидат патшалӑх казах чӗлхипе лайӑх калаҫма пӗлмест. Президент постне йышӑнас пулсан вара казах чӗлхине пӗлмелле. Унччен те кун пек тӗслӗх пулнӑ-мӗн. Хӑйӗн кандидатурине тӑратнӑ Аскар Сыргабаев патшалӑх чӗлхипе экзамен тытайман-мӗн.
Сӑмах май, пирӗн республикӑра та тӳре-шара пуканне йышӑниччен ҫакнашкал экзамен тыттарсан аванччӗ.
Чӑвашсен паллӑ композиторӗн Анисим Асламасӑн тӑванӗсем Прагӑран Чӑваш Ене кӗвӗ-юрӑ программипе килнӗ. Унта Равель, Барток, Энеску хайлавӗсемсӗр пуҫне Анисим Асламасӑн сӗрмекупӑспа форепьяно концертне те кӑтартӗҫ.
Композиторӑн кинӗпе мӑнукӗ тӑрӑшнипе ку программӑпа ҫур Европа паллашнӑ. Ҫак хайлавсемех пӗлтӗр кӗркунне Прагӑра янӑранӑ. Мусӑкҫӑн тӑванӗсем чылай ҫул Чехире пурӑнаҫҫӗ, Европӑра чӑваш кӗввине пропагандӑлаҫҫӗ. Инна Асламас каланӑ тӑрӑх, ку хайлавсем Европа ҫыннисемшӗн экзотика пекех.
Ют ҫӗршыв ҫыннисене чӑваш кӗвви питӗ килӗшет-мӗн. Чылайӑшӗшӗн вӑл ҫывӑх, концерт хыҫҫӑн тав тӑвакансем те пулнӑ. Асламассем вара вӗсене Чӑваш Ен пирки, вӑл Атӑл хӗрринче пулнине, унта Етӗрне районӗ, Анисим Асламас ҫуралнӑ тӑрӑх, вырнаҫнине каласа кӑтартнӑ.
Концерт программинче — тӗрлӗ ҫӗршыв композиторӗсен кӗввисем: Раҫҫей, Венгри, Румыни, Франци.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗ Асамат Балтаев, халӗ Чехире пурӑнаканскер, Фаберже династине пуҫараканӗ 200 ҫул ҫитнине халалланӑ коллекци авторӗ пулса тӑнӑ.
Асамат 23 ҫулта. Чехире 8 ҫул пурӑнать. Унта вӑл Яблонец-нал-Нисой хулинчи ӳнерпе промышленноҫ колледжӗнче вӗренет. Хӑйӗн пирвайхи ӗҫне Асамат 3-мӗш курсра хатӗрленӗ. Асаматӑн эскизӗсем тимӗр укҫа шӑратас енӗпе иртекен конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Халӗ вӑл Чехири укҫа ҫапакан ҫуртпа килӗштерсе ӗҫлет.
Асамат Балтаев Фаберже ҫурчӗ валли хатӗрленӗ эскиз тӑрӑх шӑратнӑ ылтӑн медале Александр Белов ювелирпа пӗрле тунӑ. Унӑн хакӗ 37,5 кронпа танлашнӑ.
Медалӗн пӗр енче — Густав Фабержен портречӗ. Ку Асаматӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсенчен пӗри. Медале ҫӑмарта ӑшне вырнаҫтарӗҫ. Асамат Балтаев каланӑ тӑрӑх, кунашкаллине хальлӗхе никам та туман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |