Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.2 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗнчере

Сывлӑх

The Daily Mail хаҫат Венгрири сайра тӗл пулакан пулӑм пирки хыпарланӑ — амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ачи 3 уйӑхран ҫуралнӑ. Тӗнчипе унашкаллине унччен икӗ хут кӑна сӑнланӑ иккен. Ку виҫҫӗмӗш хут пулса тухнӑ иккен. Ҫуралнӑ ачан сывлӑхӗ лайӑх тесе пӗлтереҫҫӗ.

Хайхи инсульт хыҫҫӑн 31 ҫулхи хӗрарӑмӑн пуҫ мими вилнӗ, вӑл ҫав вӑхӑтра 15 эрне ӗнтӗ хӗрӗхчӗрнеллӗ пулнӑ. Амӑшӗ вилнӗ пулин те тухтӑрсем хырӑмри ачи сывланине пӗлнӗ. Ашшӗ-амӑшӗсемпе тата ача ашшӗпе канашланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма пурнӑҫӑ тытакан хатӗрсемпех хӑварма йышӑннӑ. Ҫапла май 3 уйӑх хушши амӑшӗн юнне сиплӗ шӗвекпе тивӗҫтерсе тӑнӑ.

Виҫӗ уйӑх хушшинче тухтӑрсене ҫӑмӑл пулман — амӑшне инфекцилле чирсем лекесрен сыхлама тивнӗ. Ӳчӗ шыҫса ан кайтӑр тесе кӗлеткине кашни кун хускатнӑ, йӑваланӑ, лутӑрканӑ. Амӑшӗн тӑванӗсем те кашни кун тенӗ пекех ҫывӑхра пулнӑ — ҫуралас пепкипе калаҫнӑ, кӗвӗ-ҫемӗ терапине ирттернӗ.

Утӑ уйӑхӗнче вара кесарь касӑмӗпе усӑ курса ачана амӑш амалӑхӗнчен кӑларнӑ. Унӑн йывӑрӑшӗ кило ҫурӑпа танлашнӑ, ҫавӑнпа та ӑна тӳрех инкубатора вырнаҫтарнӑ. The Daily Mail пӗлтернӗ тӑрӑх уйӑх каялла ачана пульницаран киле леҫнӗ. Ачан сывлӑхӗ чипер пулин те тухтӑрсем ӑна сӑнасах тӑраҫҫӗ.

Малалла...

 

Ӑслӑлӑх Авалхи чӗрчунӑн реконструкцийӗ
Авалхи чӗрчунӑн реконструкцийӗ

Тибет тӑрӑхӗнче ӑсчахсем ҫухалнӑ чӗрчун шӑмми-шаккине тупнӑ — шӑп ҫав авалхи йӑхран хальхи барссемпе леопардсем пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тупнӑ шӑмӑ пайӗсем — ҫав шутра япӑхах мар сыхланса юлнӑ янах шӑмми те пур — виҫӗ чӗрчунӑн пулнине палӑртнӑ.

Нью-Йоркри естействеллӑ историн Америка музейӗн тӗпчевҫисем пуҫ шӑммине сӑнласа панӑ: вӑл ҫитӗннӗ чӗрчунӑн имӗш; янах шӑммин ҫӳлти пайӗнче виҫӗ шӑл сыхланса юлнӑ — ун тӑрӑх вӑл мӗн ҫисе пурӑннине палӑртма пултарнӑ. Авалхи Panthera blytheae, иккен, хальхи леопардсем майлах пулнӑ. Пысӑкӑшӗпе вӑл сӑрт-ту барсӗнчен (Uncia uncia) пӗчӗкрех, тӗтреллӗ леопардпа (Neofelis nebulosa) пӗр шайра пулнӑ.

Сӑрт-ту барсӗ те, тӗтреллӗ леопард та пысӑк кушаксен йӑхне кӗреҫҫӗ. Маларах ҫав йӑхӑн шӑммисене Африкӑра ҫеҫ тупнӑ, ҫапла май пысӑк кушаксем 3,8 миллион ҫул каялла шӑп ҫав тӑрӑхран тесе шутланӑ. Тибетра тупнӑ шӑмӑсем вара 4,42 миллион ҫулта пулни палӑрнӑ (ҫак пӗтӗмлетӳ патне тӗрлӗ майпа тӗпченӗ хыҫҫӑн тухнӑ). Хӑш-пӗр пайӗ вара тата та аслӑрах — 5,95 миллион ҫулта — пулни те сисӗннӗ.

Тупнӑ шӑмӑсем хальхи чӗрчунӑннисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑманнипе вӗсем чи пӗрремӗш пысӑк кушаксем пулманнине кӑтартнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/11/13/bigcats/
 

Ӑслӑлӑх GOCE
GOCE

Паян атмосферӑн ҫӳл сийӗсенче Европа космос агентстви вӗҫтерсе янӑ GOCE уҫлӑхташӗ (спутникӗ) ҫунса кайнӑ. Ку пулӑм Атлантика океанӗнчи Фолкленд утравӗсем вырнаҫнӑ тӑрӑхран 400 ҫухрӑм кӑнтӑралла пулса иртнӗ.

Уҫлӑхташ пӗчӗк маррине кура — йывӑрӑшӗ 1,1 тонна — унӑн ванчӑкӗсем ҫӗр сийӗ таран ҫитесси хӑратнӑ. Ҫавах та пӑшӑрханни кӑлӑхах пулнӑ. Уҫлӑхташ атмосферӑн ҫӑра сийне Мускав вӑхӑчӗпе 4 сехет те 16 минутра кӗнӗ те ЕКА пӗлтернӗ тӑрӑх спутникӑн пур пайӗ те ҫунса кайнӑ. Ванчӑкӗсем ӳкни пирки каламаҫҫӗ.

GOCE (Gravity field and steady-state Ocean Circulation Explorer) аппарата 2009 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе янӑ. Унта вырнаҫтарнӑ хатӗрсем 2011 ҫулта пирӗн планетӑн тӗп-тӗрӗс гравитаци карттине ӳкерме май панӑ. Виҫевӗн тӗрӗслӗхне ӳстермешкӗн уҫлӑхташӑн электрореактривлӑ тапраткӑчӗсем (двигателӗсем) ун орбитине хӑпартма тата антарма пултарнӑ. Юпан 21-мӗшӗнче аппарат ксенона ҫунтарса пӗтернӗ (тапраткӑчӗ унпа усӑ курнӑ), ҫапла май вӑл майӗпен анма тытӑннӑ.

 

Тӗнчере

Шӑп та лӑп 95 ҫул каялла, 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче, Францири Компьень хулинче Германи парӑнни пирки мирлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла май тӑватӑ ҫул та виҫӗ уйӑх тӑсӑлнӑ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ.

Ку вӑрҫӑра 10 миллиона яхӑн ҫын вилнӗ, 20 миллиона яхӑн — аманнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи политика карттине те самай улӑштарнӑ: Европӑра Германи, Австрипе Венгри тата Раҫҫей империйӗ саланнӑ, Азинче — Оттоман империйӗ пӗтнӗ. Советсен Пӗрлӗхӗн никӗсне хывасси те ҫак вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ тесен йӑнӑш пулмӗ.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи чӑваш ҫӗрне витӗм кӳмесӗр иртсе кайман. Раҫҫей империне кӗнӗ май фронта чӑвашсене те ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне вӑрҫӑ Раҫҫейшӗн ӑнӑҫсӑр пынӑ май хаксем хӑпарнӑ, ӗҫ укҫи пӗчӗкленнӗ — пурнӑҫ йывӑрланса пынӑ.

Чӳкӗн 11-мӗшӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫа хунӑ салтаксене асӑнмалли кун шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.calend.ru/holidays/0/0/1324/
 

Ӑслӑлӑх

Перу патшалӑхӗнчи Лима тӑрӑхри Мирафлорес округӗнче археологсем лайӑх упранса юлнӑ икӗ мумине шыраса тупнӑ иккен. Вӗсем ҫӗр ӑшӗнче пин ҫул ытла выртнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вырӑнти El Comercio хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх вӗсене Уака Пукьяна комплекса тӗпченӗ май тупнӑ пулать.

Мумисенчен пӗри ҫитӗннӗ ҫыннӑн, тепри вара — ачан. Вӗсем вари ятлӑ халӑхӑн тесе шутлаҫҫӗ. Варисем вӑл тӑрӑхра инксем киличчен пурӑннӑ.

Виле вырӑнӗнче ҫавӑн пекех мате чей ҫулҫисем, пуснаран тунӑ 12 кушел, 3 тинӗс сыснин шӑмшакне тупнӑ. Ку япаласене тишкернӗ май ӑсчахсем кунта тӗп-пӗр чиновнике е мӑчавӑра пытарни пирки калаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/10/25/peru/
 

Политика

Виталий Кличко Украинӑра 2015 ҫулта иртекен Президент суйлавне хутшӑнассине пӗлтернӗ. Ҫак шухӑша вӑл Аслӑ Радӑра каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл налук тӳлекенсене регистрацилесси пирки калакан саккуна ылмашу кӗртесси ҫинчен йышӑнӑва ырланӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ.

Асӑннӑ хутра урӑх ҫӗршывра пурӑнма ирӗк пур ҫын Украинӑра пурӑнакан шутланмасть тени пур-мӗн. Ҫапла йышӑннине Виталий Кличко хӑйне ҫӗршыв пуҫлӑхӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве тухма чарнӑ евӗр йышӑннӑ. «Суйлава эпӗ Виктор Януковича хирӗҫ тухатӑпах», — тенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c1/924795.html
 

Тӗнчере

Ҫук-ха. Аплах мар. Анчах кӑмӑлсӑрлануран. Европӗрлӗх саммичӗн кӗркуннехи саммичӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем «хӑйсен шанчӑклӑ партнёрӗсене» телефонпа вӑрттӑн итленишӗн кӑмӑлсӑрлланинчен пуҫланнӑ. Асӑннӑ ҫӗршывӑн спецслужбисем Германин канцлерӗн Ангела Маркельӗн тата Франци Президенчӗн Франсуа Олландан карас телефонӗн калаҫӑвӗсене итленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.

Еврокомиссин пуҫлӑхӗ Жозе Мануэл Баррозу Евросоюзӑн уйрӑм даннӑйсене хӳтӗлеси пирки хӑвӑртрах ҫӗнӗ директива йышӑнмалли пирки саммит кун йӗркине ыйту кӗртессине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c1/924909.html
 

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 2,1 миллион патшалӑх служащийӗнчен 800 ытла ҫынна ирӗксӗр канма янӑ. Уншӑн ӗҫ укҫи тӳлемӗҫ. Кӗтмен-туман ҫӗртен отпуска ӑсатнин сӑлтавӗ — Барак Обам президентпа Конгресри хирӗҫле вӑйсем хыснана килес ҫул валли йышӑнассипе пӗр чӗлхе тупайманни.

Халӗ Америкӑри чылай учреждени хӑйсен ӗҫне чарса лартӗ. Социаллӑ тӳлев илес, ипотека кредичӗшӗн патшалӑхран тӗрев курас тата пӗчӗк бизнеза аталантарма «кӗмӗллӗ» пулас текенсен заявкисене йышӑнма чарӑнаҫҫӗ. Наци паркӗсемпе музейӗсем хупӑнӗҫ, NASA ӗҫлеме чарӑнӗ. Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗсен астронавчӗсемпе вӗҫевне йӗркелесе тӑракан центр кӑна ӗҫлӗ.

Конгреспа президент пӗр чӗлхе тупайманни АПШра унччен те пулнӑ. Федераци правительстви валли укҫа уйӑрассине 1977 ҫултанпа сахалтан та 17 хут чарса лартнӑ-мӗн.

 

Аслӑ Британин премьер-министрӗ пулнӑ Маргарет Тэтчера ӗнер Челси госпиталӗнчи Патша ҫӑви ҫинче пытарнӑ.

Аса илтеретпӗр, Маргарет Тэтчер кӑҫалхи ака уйӑхӗнче инсульта пула вилнӗ. Ун чух вӑл 87 ҫулта пулнӑ. Ӑна юлашки ҫула ӑсатнин хакӗ Британи хыснине 5,8 миллион доллара кайса ларнӑ. Унта тӗрӗ ҫӗршывран 2 пин ытла пысӑк хӑна пухӑннӑ. Унӑн ӳтне, хӑй ыйтнӑ пекех, ҫунтарнӑ. Халӗ ҫавна упӑшкин, Дэнисӑн, тӑприпе юнашар пытарнӑ. Тупӑк ҫинчи плита ҫинче унӑн ятне тата вӑл хӑҫан пурӑннине кӑна ҫырса хунӑ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c1/895019.html
 

1915 ҫулта Осман империйӗнче геноцида пула шар курнӑ 1,5 миллион эрмене Эрменсен апостол чиркӗвӗн Архиерей соборӗ канонизацилеме йышӑннӑ. Эрмен чиркӗвӗн епископӗсен пухӑвӗ тулли йышпа юлашки тӑватӑ ӗмӗр хушшинче пачах пухӑнманнине халӗ пуҫтарӑннӑ иккен. Ҫапла вара эрмен чиркӗвӗ 1651 ҫултанпа канонизаци ирттермен.

Эрмени Президенчӗ Серж Саргсян капла тунине халь пурӑнакансен тивӗҫӗ тесе хакланӑ, ҫӗнӗрен геноцид пуласран сыхланмаллине палӑртнӑ.

Эрменсене чӗлхе тата раса енчен хӗсӗрленине 2011 ҫулта Франци официаллӑ майпа ҫирӗплетме пӑхнӑ. Анчах Анкарара, Турцин тӗп хулинче, ку пуҫарӑва ырламан кӑна мар, турккӑ ертӳҫисем апла йышӑнсан ик ҫӗршыв хушшинчи лару-тӑру ҫивӗчленесси пирки асӑрхаттарнӑ. Турцин премьерӗ Реджеп Тайип Эрдоган Францие тек каймассипе хӑратнӑ. Ҫапла вара хрантсуссен саккун проектне парламентарисем ырласа йышӑннӑ, Конституци канашӗ сивленӗ. Эрменсем 1915 ҫулта геноцида пула шар курни ҫинчен калакан резолюци проектне пӗлтӗр Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен Конгресне илсе тухнӑ. Осман империйӗнче эрменсене йышлӑ пӗтернине йышӑннӑ пулин те АПШ правительстви геноцид сӑмаха усӑ курман.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c1/893683.html
 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30], 31, 32, 33, 34, 35
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 12

1936
90
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
1947
79
Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1963
63
Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ.
1976
50
Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ