Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йӑнӑшсем

Хулара

Халӑх тетелӗсенче общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсен ячӗсене тӗрӗс мар ҫырнине хӗрӳ сӳтсе явма тытӑннӑ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫитес вӑхӑтра тӳрлетме шантарнӑ.

Шупашкарсем нумаях пулмасть «Русский драмМатический театр» тата «Больница скорой медЕцинской помощи» чарӑнусем тупӑннине асӑрханӑ. Чарӑну ячӗсене улӑштарасси РФ Президенчӗ Владимир Путин килнипе ҫыхӑннӑ-ха. Анчах унччен ятсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ тӑк халӗ — пӗр чӗлхепе ҫеҫ. Ҫитменнине, йӑнӑш ҫырнӑ.

Татьяна Ильина журналист та кунпа кӑмӑлсӑр. Унӑн шухӑшӗпе, ку — килпетсӗр. Пирӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи-ҫке-ха. «Путин 2006 ҫулта Чӑваш Ене килнӗ чухне ӑна чӑвашла юрлани килӗшнӗччӗ. Халӗ те икӗчӗлхелӗхе хирӗҫ пулмӗччӗ ахӑртнех», — тенӗ Татьяна Ильина.

Шупашкарти ЖКХ чарӑну ячӗсене тӳрлетме шантарнӑ. «Тавах асӑрханӑшӑн», — тенӗ вӗсем.

 

Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ 2 миллион та 340 пин тенкӗ парса туяннӑ «BMW 528I xDrive» маркӑллӑ урапа туянни пирки Мускав мэрӗ пулма кӗрешӗве тухнӑ Алексей Навальнӑйӑн шаннӑ ҫыннисем ҫӑхав ҫырнӑ иккен. Вӗсен шучӗпе Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ машина туянасси пирки хатӗрленӗ аукцион хучӗсенче монополипе кӗрешекен саккуна пӑснӑ самантсем пулнӑ.

Ҫӑхава Монополипе кӗрешекен федераци службин Чулхулари Управленийӗнче пӑхса тухнӑ. Хутсенче, чӑн та, хӑш-пӗр кӑлтӑк асӑрханӑ. Туянас кӑмӑл тунӑ машинӑн техника характеристикине кӑтартнӑ чух та ҫитменлӗх тупӑннӑ.

Монополипе кӗрешекенсем аукциона тӗрӗс мар хатӗрленӗ тесе ҫурлан 26-мӗшӗччен ӑна пӑрахҫӑламалла тесе йышӑну кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64825
 

Республика кунӗ кӑлтӑксемсӗр иртмен иккен. «Чебоксар ? Нет» портал пӗлтернӗ тӑрӑх уяв тӗлне хатӗрленӗ хӑма ҫинче йӑнӑш кайнӑ пулнӑ — республика ятне «Чӑваш Ӗн» тесе лаплаттарса хунӑ.

Халӑх асӑрханӑ хыҫҫӑн салам хӑмисене хӑвӑрт кӑна хуҫса тухнӑ — хайхисем хӑрах «халхаллӑ» тӑрса юлнӑ.

Хыпаланнӑ-васканӑ май опечаткӑсем вӗсем яланах кайма пултараҫҫӗ. Асӑрхаман йӑнӑша пула хӑшӗ-пӗри ӗҫ вырӑнне те ҫухатать. Кунта вара пирӗн шутпа тимлӗрех пулмалла пулнӑ ӗнтӗ — тӑватӑ чӑваш сӑмахӗ хушшинче пӗр йӑнӑш туни ытла та ухмахла. Кӳренӳллӗ те. Уйрӑмах ҫак хӑмасене чылай тӳре-шара курнине, хакланине, ырланине шута илсен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1084.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 09

1777
249
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1917
109
Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1979
47
Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ.
1996
30
Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ.
2012
14
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та