Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви органӗсем пуҫтарнӑ ӗҫсем тӑрӑх Елчӗк районӗнчи арҫына присяга заседателӗсем суд тунӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте пурӑнакан 51 ҫулти арҫын тӗпленсе ниҫта та ӗҫлемен. Ӑна 8,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ.
Следстви тата Елчӗк район сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче арҫын Ҫирӗклӗ Шӑхальте 41 ҫулти пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма хытӑ хӗненӗ. Алӑпа ҫапнӑ, урапа тапнӑ. Кайран ӑна киле илсе кайнӑ. Сурана пула хӗрарӑм тепӗр кун ирхине вилнӗ.
Арҫын хӗненине ҫынсем тата суд экспертизисем ҫирӗплетнӗ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
«Чӑваш Ен» фирма пуйӑсӗн пуҫлӑхне ют ҫын банк карточки ҫинчи укҫа-тенке вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Кун пирки Атӑлҫи транспорт прокуратури пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускавран Шупашкара ҫӳрекен «Чӑваш Ен» пуйӑс (054Гномерлӗ) пуҫлӑхӗ Мускаври платформӑра такам ҫухатнӑ банк карточкине тупнӑ. Хайхискер ӗҫӗнчи укҫасӑр тӳлемелли терминалпа усӑ курса темиҫе япала туяннӑ – пӗтӗмпе 3,5 пин тенкӗ ытлалӑх.
Йӗрке хуралҫисем ют ҫын карточкипе кам усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Канаш районӗн судне ярса панӑ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫынна ватӑ ҫынна мӑшкӑллама хӑтланнӑшӑн айӑпласшӑн. Ҫитменнине, вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Кӗҫех ӑна Елчӗк районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак ӳсӗр арҫын ентешӗ патне пирус ыйтма кӗнӗ. Кӑштахран ӑна лешӗн амӑшӗ урама кӑларса янӑ.
Арҫын урамра ватӑ хӗрарӑма мӑйӗнчен ярса тытнӑ, аллипе тутине хупланӑ та кӳршӗри ҫурта илсе кӗнӗ, вӗлерессипе хӑратса мӑшкӑллама тӑнӑ. 78 ҫулти кил хуҫи картишӗнче пулнӑ, кӑшкӑрашнӑ сасӑ илтсен хӗрарӑмӑн таванӗсем патне чупнӑ. Лешсем ӳсӗрскере усал ӗҫ тӑвасран тытса чарнӑ.
Чӑваш Енри харӑсах икӗ икӗ кирпӗч савутне панкрута кӑларасшӑн. Тавӑҫпа Федерацин налук служби тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тухнӑ ҫырура парӑм виҫине 20 миллион та 500 пин тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Сӑмах Муркашри тата Етӗрнери кирпӗч савучӗсем пирки пырать.
Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ «Муркашри кирпӗч савучӗ» акционерсен обществинчен 12,5 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн, «Етӗрнери кирпӗч савучӗ» предприятирен 8 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ лару кунне хальлӗхе палӑртман-ха.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, асӑннӑ икӗ савут хуҫи те — Владимир Ермолаев усламҫӑ. Предприятисене вӑл ӗнер-маян урӑх ҫынна сутса яман пулсан...
Муркаш районӗнче влаҫ ҫыннине кӳрентернӗшӗн суд тунӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх хакласан, влаҫра ӗҫлекен ҫын 60 ҫулти арҫын сӑмахне йывӑра илнӗ. Лешӗ ӑна усал сӑмахсемпе ятланӑ иккен.
Влаҫра тӑрӑшакана ӗҫ вӑхӑтӗнче кӳрентернӗшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 319-мӗш статйипе явап тыттарма пулать. 60 ҫулти арҫын тӗлӗшпе шӑпах ҫапла тунӑ та.
...Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче вӑйпиттине Шалти ӗҫсен министерствин Муркаш районӗнчи ӗҫченӗсем ӳсӗррине палӑртма вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫавӑншӑн тарӑхнӑ арҫын пакунлине хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе ҫын умӗнчех кӳрентернӗ.
Сӑмаха шутласа калаҫман арҫынна Муркаш районӗнчи суд ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Ҫӗмӗрле арҫыннине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Анчах ӑна пульницӑна хирурги уйрӑмне сиплеме хунӑ. Вӑл ан тартӑр тесе конвой сыхланӑ.
Анчах конвой та уншӑн пӑтӑрмах кӑларса тӑратман – вӑл пульницӑран тухса тарнӑ. Хайхискер пӗр кунхине туалета кайма ирӗк ыйтнӑ. Унта пӗччен тӑрса юлсан пациент чӳречерен тухса тарнӑ.
Анчах ирӗкре нумай пурӑнайман вӑл – ӑна ҫав кунах тытса чарнӑ. Арҫынна Пушкин урамӗнчи пӗр ҫурт чартакӗ ҫинче тупнӑ. Халӗ унӑн йӗплӗ пралук леш енче тата нумайрах ларма тивӗ: суд ӑна 3,9 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Канаш хулинче ӗҫлесе пурӑнакан усламҫӑ вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутнӑ. Кӑлтӑка асӑннӑ тӑрӑхри прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна, санитарипе эпидемологи правилисене, техника йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккуна пӑсакан усламҫӑна явап тыттарма ыйтса надзор органӗ Чӑваш Ен Арбитраж судне тавӑҫпа ҫитнӗ.
Халӗ суд ларӑвӗ пулса иртнӗ. Унта вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫе сутакан Канашри усламҫӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тӗплӗн тишкернӗ. Уйрӑм усламҫӑна суд административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафлас тенӗ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлессинчен пӑрӑннӑ. Ҫавӑншӑн ӑна ӗҫлеттерсе юсанмалла тунӑ.
Хӗрарӑмӑн 11 ҫулти ывӑл пур-мӗн. Анчах амӑшӗ ун пирки маннӑ тейӗн. Ачан хырӑм та выҫать, ҫипуҫ та кирлӗ. Явапсӑр хӗрарӑм ҫавӑн пирки шухӑшламан курӑнать. Алимент парӑмӗ унӑн 500 пин тенке ҫывхарнӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне те — алимент тӳлеменшӗн. 2014 ҫулта ӑна малтан ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пӑхӑнманнине кура 2 уйӑх та 20 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ. Хальхинче суд парӑмлӑ амӑшне 1 ҫул ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑӑрӑх, ҫав вӑхӑтра ӗҫлесе илнӗ тупӑшӑн 10 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫын сӗтев панӑшӑн явап тытнӑ. Вӑл хӑйӗн ачине шкула яма хатӗрленнӗ, ӑна унта пӗр пӑтӑрмахсӑрах илччӗр тесе директора сӗтев сӗннӗ.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти пӗр шкул директорне 60 пин тенкӗ сӗтев панӑ. Куншӑн вӑл ачине шкула ҫӑмӑллӑнах илеҫҫӗ тесе шутланӑ. Анчах арҫыннӑн судра явап тытма тивнӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Чӑваш Енри суд приставӗсем парӑмсӑр ҫынтан парӑм шырас тенӗ. Юри мар-ха. Йӑнӑшпа.
Шупашкар районӗнчи Мускав районӗнчи суд приставӗсем патӗнче парӑма шыраса илмелли йышӑну ҫитсе выртнӑ. Парӑма шалуран тытса юлма йышӑннӑ чух суд приставӗсем пӗр пек ятлӑ тепӗр ҫын ятне-хушаматне кӑтартнӑ. Никама пӗр пус тӳлемелле мар ҫын (вӑл ҫӗршывӑн Ҫурҫӗр енчи регионӗнче пурӑнать иккен) тӗлӗннипех ҫырлахман, Шупашкар хулин Мускав район прокуратурине ҫӑхавланӑ. Теп хулан Мускав районӗнчи суд приставӗсем йӑнӑшнине йышӑннӑ. Хайхи ҫынна пӗр пек ятлӑ ҫынсен реестрне кӗртессине пӗлтернӗ.
Кӑштах пурӑнсан приставсем каллех ҫав ҫыннӑн счёчӗсене арестленӗ. Хальхинче вара прокуратура Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленине кӑлтӑка пӗтерме ыйтса хут ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |