Иртрӗ чӑваш нацин конгресӗн тӑватӑ ҫулта пӗрре шавласа илекен Аслӑ Пуху кунӗ. Халлӗхе асрах-ха тӗлпулусем, калаҫусем. Паллах, ку пуху пирӗншӗн черетлӗ событи пуласса шаннӑччӗ. Пухӑва хатӗрлекеннисен ӑш пиҫрӗ пуль чупа-чупа… Ялтисем патнех хускатнӑ хумсем ҫитеймен, хӑш-пӗрисем ҫеҫ хӑрах хӑлхипе темӗскер илтнӗ пек, ЧНК мӗне пӗлтернине чылайӑшӗ маннӑ та.
Эпӗ хам ял музейӗсен ячӗпе делегата суйланнӑран самаях хӑшкӑлтӑм ҫак тапхӑрта: килнӗ хӑнасене кӑтартма «СССР музейӗн» выстӑвкине йӗркелерӗм, хам утарҫӑ пулнӑран чи тутлӑ чӑваш пылне те илсе килтӗм… Кӗтнӗ пекех чылайӑшӗ экспонатсем патне пырса тӗлӗнчӗҫ, савӑнчӗҫ. Анчах та пуҫлӑхсем ҫав кун чӑвашсемпе, Шупашкар хулипе ҫыхӑннӑ экспонатсене курми пулчӗҫ, иртсе кайрӗҫ ҫуммипе. Культура министрӗ те виҫӗ утӑм туса пырса пӑхмарӗ, интересленмерӗ, тӑрӑшакансене сӑмахпа та пулин йӑпатмарӗ.
Пӗр-ик кун маларах чӑвашсен, Виталий Петрович Станьял никӗсленӗ ваттисен канашӗн «халӑх хуралӗн» председательне мана суйларӗҫ. Килӗшме тиврӗ. Ҫак витӗме те вырӑна хурса ҫыратӑп та ҫак ҫырура курни-илтнине, хамӑн сӗнӳсене.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗн сучӗ икӗ арҫынна вӑрланӑшӑн айӑпланӑ, вӗсене 280 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Хайхискерсем «Ленин ячӗллӗ колхоз» ЯХПКра выльӑх пӑхаканра ӗҫленӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӗсем ӳсӗр пулнӑ, тырӑ складӗнчен выльӑх апачӗ тата урпа вӑрлама шухӑшланӑ.
Ҫак икӗ арҫын складран тӑватӑ михӗ урпа, виҫӗ михӗ выльӑх апачӗ йӑтса тухнӑ. Пӗтӗмпе – 4 пин тенкӗлӗх. Анчах ӳсӗр арҫынсем ҫакланнӑ, вӗсене явап тыттарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Антонина Кудрявцева 100 ҫул тултарнӑ. Ӗҫленӗ ҫулсенче вырӑнти депутата темиҫе хут та суйланнӑскер сумлӑ юбилейне нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.
Ҫак ятпа Антонина Ивановнӑна Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров тата унӑн ҫумӗ Елена Романова ӑшшӑн саламланӑ, чечек ҫыххипе парне тыттарнипе пӗрлех Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Антонина Кудрявцева Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Чиперуй ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑл килмен — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче колхозра бригадир пулса ӗҫленӗ. Качча тухсан виҫӗ хӗре кун ҫути парнеленӗ, мӑшӑрӗпе 58 ҫул килӗштерсе пурӑннӑ. Халӗ Антонина Ивановна хӑйӗн хӗрӗн ҫемйинче канлӗ ватлӑхӗпе киленет.
Кӑҫалхи ҫулталӑка пирӗн республикӑра Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗҫ. Культура ӗҫченӗсем кун пеккисенче яланхиллех хастар.
Чӑваш наци музейӗ ыран, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, камерлӑ курав уҫать. Ӑна музейҫӑсем Социализмла ӗҫ Паттӑрне Василий Зайцева халаллаҫҫӗ.
Василий Васильевич Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче 1912 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ун чухне вӑл ял Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесне кӗнӗ.
Василий Зайцев пек ҫынсене ял хуҫалӑх производствин йӗркелӳҫи тесе хакланӑ. Вӑл 35 ҫул Елчӗк районӗнчи «Победа» колхоза (1942–1963 ҫулсенче) тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ хуҫалӑха (1963-1977 ҫулсенче) ертсе пынӑ. Вӑл хуҫалӑхсем ҫӗр ӗҫӗпе те, выльӑх-чӗрлӗх туса илессипе те ырӑ енчен республикипех кӗрлесе тӑнӑ.
В.В. Зайцев — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Ленин орденне тӑватӑ хутчен, Октябрьти революци орденне, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденне икӗ хутчен тивӗҫнӗ.
Пирус сиенӗ пирки ҫынсене асӑрхаттарас, унран пистерес тесе республикӑра тӗрле акци иртет. Ахӑртнех, кун пек мероприятисен усси пурах.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче вара пируспа кӗрешмелли хӑйне евӗр мел шухӑшласа кӑларнӑ. Администрацире ӗҫлекен арҫын ҫулталӑкӗпех пирус туртмасть-тӗк ӑна отпуск ҫумне тепӗр пӗр кун хушса параҫҫӗ.
Администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мел тухӑҫ парать. Кӑтартӑвӗ куҫкӗрет. Кунта вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ сиенлӗ йӑлана пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӗсем канмалли хушма кунпа киленеҫҫӗ.
Ку шухӑша Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче, «Свобода» колхозра, ырланӑ. Вӗсем те ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ. Колхозра ӗҫлекен виҫӗ ҫын ав пирус туртма пӑрахнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.