
Красноармейски районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын 6-ри тата 10 ҫулти ачисемшӗн алимент тӳлемен. Парӑм 486 пин тенкӗ таран ҫитнӗ.
Куншӑн ӑна приставсем административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Арҫынна 50 сехет ытла ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Анчах ку та арҫынна алимент тӳлеме хӗтӗртмен.
Кун хыҫҫӑн икӗ ача ашшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ӑна 1 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ хӑратнӑ ӑна ахӑртнех – вӑл 460 пин тенкӗ ытла парӑма татнӑ. Тепӗр 20 пин тенкине судчен саплаштарма шантарнӑ.

Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Патӑрьелне кайнӑ. Вӑл банкомат урлӑ кредит тӳлеме тӑнӑ та унта тӑракан хӗрарӑмсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Хайхи арҫын ӗҫӗсене вӗҫлесен банкоматран пӑрӑннӑ чухне пӗр хӗрарӑмӑн кӗсйинчен енчӗк тухса ӳкнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна хуҫине (хӗрарӑм ӑна банкоматра операцисем тума та пулӑшнӑ ӗнтӗ) тавӑрса парас вырӑнне илнӗ те пӗрле йӑтса тухнӑ. Енчӗкре 5450 тенкӗ пулнӑ.
Куншӑн арҫыннӑн явап тытма тивнӗ. Вӑл хӗрарӑма укҫине тавӑрса панӑ. Кунсӑр пуҫне ун 6 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем «Лада-2114» автомашинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр арҫын ларнӑ. Хайхискер суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫын пулнӑ иккен.
Ҫак аҫын унччен те руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн ҫакланнӑ. Ӑна куншӑн явап тыттарнӑ. Халӗ те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫыннӑн явап тытма тиветех: следовательсем ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ те Канаш районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ.

Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан арҫын газшӑн укҫа тӳлемен, парӑм пухӑнса кайнӑ. 2018 ҫулта унӑн килне газ пыма пӑрахнӑ – специалистсем парӑмшӑн чарса лартнӑ. Анчах хайхискер хӑй тӗллӗнех газ пӑрӑхне сыпӑнтарнӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Каҫал ҫуркунне ун патӗнче каллех газ чарса лартнӑ. Арҫын калех хӑйӗн «йӑлине» тунӑ – газ пӑрӑхне хӑй тӗллӗн сыпӑнтарнӑ.
Хальхинче арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ун судра явап тытма тивӗ.

Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем Сӑр юханшывӗнче браконьера тытса чарнӑ. Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын юраман вӑхӑтра юханшывра рак тытнӑ.
Арҫын ятарлӑ хатӗрпе усӑ курнӑ. Ҫапла майпа вӑл 501 рак тытнӑ. Ку патшалӑха 115,2 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнипе танлашать.
Транспорт полицийӗ ӳкернӗ видеона пӑхсан ҫакӑ паллӑ: раксене ҫавӑн чухнех каялла Сӑр юханшывне янӑ. Ҫапах арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Палӑртса хӑварар: кунашкал ӗҫшӗн нумайран та 2 ҫулӑха юсанмалли колоние яма пултараҫҫӗ.

Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкара васкавлӑ медпулӑшу килни пирки, унта тухтӑрсене ҫамрӑксем тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Ҫак кунсенче ӑна суд пӑхса тухнӑ.
Суд 26-ри арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 9 уйӑхлӑха, 19 ҫулти каччӑна колони-поселение 11 уйӑх та 20 кунлӑха яма йышӑннӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав кун васкавлӑ медпулӑшу шӑнкӑрав йышӑннӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт картишне килнӗ. Каччӑсем ун чухне ӳсӗр пулнӑ, машинӑран тухнӑ санитара тапӑннӑ. Хайхискерсем ӑна ачасен, ытти ҫынсен умӗнчех хӗненӗ.

Новосибирскри коллекторсем Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм патне шӑнкӑравласа халтан янӑ. 34 ҫулти хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Унӑн ӗҫтешӗ кредит илнӗ пулнӑ-мӗн. Анчах вӑл вӑхӑтра тӳлесе пыман, парӑма кӗнӗ. Коллекторсем вара ун патне те, ӗҫтешӗ патне те шӑнкӑравалама тытӑннӑ.
Палӑртмалла: Новосибирскри «Сибирь консалтинг групп» компани унччен те явап тытнӑ-мӗн. Хальхинче суд компание 55 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Арбитраж сучӗн приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗнӗ.

Шупашкарти 1-мӗш колонин пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйне пӑхӑнакансене килӗнче ӗҫлеттерсе пурӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ҫавӑншӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн.
2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ун патӗнче хӑйне пӑхӑнакан 16 ҫын ӗҫ вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ. Вӗсем хуҫалӑх ӗҫӗпе тӑрмашнӑ, строительство енӗпе пулӑшнӑ. Ҫавсем колони пуҫлӑхӗн ҫумӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи хваттерӗсенче, ҫавӑн пекех унӑн паллаканӗсен Шупашкарта тата Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ ҫурчӗсенче тимленӗ.
Айӑпа тӗрме пуҫлӑхӗн ҫумӗ йышӑннӑ, кӳнтеленсем те, ытти материал та ҫирӗплетнӗ.
Пуҫлӑх ҫумӗ унччен судпа айӑпланманнине, шута илме тивӗҫ тата ытти сӑлтава шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ӑна 45 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ.

Чӑваш эстрадине ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вирхӗнсе кӗнӗ Владимир Егоров чаплӑ хитне – «Эпӗ мар» юрра – шӑрантарма пӑрахнине сисрӗр-и? Ҫапла, шӑв-шав ҫӗкленӗ юрӑ янӑрама пӑрахрӗ ҫав. Тавлашу ҫуратнӑ юрӑ пирки «Хыпар» тата «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ҫырса кӑтартнӑ.
Владимир Егоров ҫак юрра хӑйӗн тесе юрланӑ: сӑмахӗсем те, кӗвви те хӑйӗн имӗш. Анатолий Никитин композитор тата унӑн мӑшӑрӗ Надежда Никитина ку хит пирки ӑнсӑртран пӗлнӗ: концертран таврӑннӑ чухне. Иккӗшӗ пӗр-пӗрин ҫине ӑнланмасӑртарах пӑхса илнӗ: ку юрра Анатолий Никитин иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче кӗвӗленӗ-ҫке, сӑвви – Александр Ильинӑн. Анчах вӑл «Мана мар» ятлӑ.
Композитор Владимир Егоровпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ вара сиввӗн калаҫнӑ: малтан «докажи!» Ӗҫ-пуҫ чӑнах та суда ҫитнӗ. Ку 9 уйӑха тӑсӑлнӑ, Александр Егоров пӗр суд ларӑвне те килмен, ваккачӗ ҫеҫ пулнӑ. Кайран вакат юрӑ халӑхран тухнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Анчах Никитинсем Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн архивне ҫитнӗ – вӑл халӑх пулнине ҫирӗплетекен документ ҫук.
«Мана мар» юрра Анатолий Никитин хӑй те малтан юрланӑ. «Янташ» ушкӑн та репетицисем ирттернӗ. Ушкӑн юрӑҫисем ҫакна ҫирӗплетме суда пынӑ.

Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхне штрафланӑ. Вӑл служба транспорчӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑ. Хайхискер ӗҫпе ҫыхӑнман ыйтусене татса парас тесе служба машини ҫине ларса кайнӑ.
Тӗрӗслев ведомстви ӗҫе миравай суда ярса панӑ. Вӑл вара Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Кунашкал статьяшӑн нумайран та 500 тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ.
