
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗ Шупашкарти агрегат савучӗ панкрута тухнӑ тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе предприяти тӗлӗшпе сӑнав процедури пулнине йышӑннӑ, вӑхӑтлӑх управляющине палӑртнӑ. Кӑҫалхи юпан 24-мӗшӗнче кредиторсен пӗрремӗш пысӑк пухӑвӗ пулнӑ, унта чылайӑшӗ Арбитраж судне савута пункрута кӑлармашкӑн тавӑҫпа тухассишӗн сасӑланӑ.
Вӑхӑтлӑх управляющи савутӑн финанс лару-тӑрӑвне тишкернӗ те пӗтӗмлетӳ тунӑ: парӑмсене татма ҫук. Арбитраж сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти агрегат савучӗ тӗлӗшпе конкурс производстви 6 уйӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен, уҫӑ.

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫын 10 ҫулти ачишӗн чылай вӑхӑт алимент тӳлемен. Ҫакна кура малтан ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах арҫын хӑнк та туман, алимент парӑмне татман. Вӑл ӗҫе вырнаҫма та тӑрӑшман.
Кун хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Нумаях пкулмасть арҫын тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Алимент тӳлемен ашшӗне судья ҫирӗп режимлӑ колоние 5 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.

Канаш районӗнче суд приставӗнче ӗҫленӗ ҫынна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе малтанласа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах каярах ӑна суд штрафӗ панипех ҫырлахас тенӗ. Ӑна 55 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Суд приставӗнче ӗҫленӗ ҫын руль умне ӳсӗрле ларма юратнӑ. Ҫавӑншӑн вӑл пӗрре ҫакланнӑ-ха. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Апла пулин те вӑл пӗрех рулех умне кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӳсӗрле ларнӑ. Ҫавна ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Арҫын ун чухне «Лада-211440» автомобильпе пынӑ. Приставӗ пулнӑ ҫын унччен судпа айӑпланманнине, йывӑр преступлени туманнине кура суд пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, штраф панипе ҫырлахнӑ.

Канаш районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач тата раштав уйӑхӗсенче, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пӗчӗк мӑнукне ясар шухӑшпа тапӑннӑ. Ку йӑлтах асӑннӑ районти пӗр ялта пулса иртнӗ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупса усранӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкернӗ чухне судпа психиатри экспертизи ирттернӗ. Вӑл ватӑ арҫын ӑс-тӑн енчен лайӑхах пулнине ҫирӗплетнӗ.

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Аудит-Консалтинг» акционерсен хупӑ обществин тӗп директорне Маргарита Замчинскаяна Шупашкарти пӗр фирмӑран укҫа илнӗ самантра йӗрке хуралҫисем тытса чарни пирки пӗлтернӗччӗ. Куншӑн вӑл ытлашши сӑмах калаҫмасса шантарнӑ.
Кайран Замчинскаяна тытса чарса следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ. Паян Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. Маргарита Замчинскаяна 7,5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Унӑн 2 ҫул аудитор ӗҫӗпе тӑрӑшма юрамасть.
Прокурор судра Замчинскаяна 8,5 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние яма ыйтнӑ. Палӑртса хӑвармалла: вӑл - ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн пӗртӑванӗ.

Шупашкарти Мир проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра пурӑнакансем кӳршисем тӗлӗшпе ҫӑхавласа ывӑнса ҫитнӗ. Лешсем хваттерне питӗ тирпейсӗр тытнӑ, ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ.
Муниципалитет хваттерӗнче виҫӗ ҫынран тӑракан ҫемье пурӑннӑ. Вӗсем унта 1989 ҫултанпа тӗпленнӗ, анчах юлашки ҫулсенче хваттер свалкӑна ҫаврӑннӑ. Ҫавна май унтан ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗ, хурт-кӑпшанкӑ ӗрченӗ.
Коммуналлӑ тӑкаксемшӗн парӑм пулман. Ҫапах суд социаллӑ найм килӗшӗвне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ, пурӑнакансене урӑх хваттер памасӑр кӑларса янӑ.
Каласа хӑварар: ҫак хваттерпе «Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ» икӗ ҫул ӗҫленӗ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче суда панӑ, кун хыҫҫӑн та лешсем хӑнк та туман. Суд иккӗмӗш хут пулнӑ, унта ҫемьене хваттертен кӑларса яма йышӑннӑ. Ҫемьен Хевеш урамӗнче те хваттер пур-мӗн.

Шупашкарта пурӑнакан арҫын вӑрттӑн камерӑпа усӑ курса хӗрарӑмсен юбки айне пӑхнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын обществӑна сиен кӳнине саплаштарас тесе ача-пӑча фондне укҫан пулӑшнӑ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче 55-ри арҫын видеокамерӑран, сумкӑран тата пенопласт татӑкӗнчен визуаллӑ информаци паракан хатӗр ӑсталанӑ. Кунашкаллисемпе Раҫҫейре усӑ курма юрамасть.
Хайхискер ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнта хӗрсен кӗпи айӗнчи кӗлетке пайӗсене вӑрттӑн сӑнаса ҫӳренӗ. Иртен-ҫӳрен ҫакна асӑрхасан полици чӗннӗ.
Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Ача-пӑча фондне пулӑшнине, унччен судпа айапланманнине шута илсе суд ӗҫе чарса лартнӑ, суд штрафӗ, 15 пин тенкӗ, тӳлеттернӗ.

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫатмапа пуҫӗнчен тата питӗнчен ҫапнӑ. Тимӗр ҫатма ачашламасть ҫав ӗнтӗ — арҫын пульницӑра сипленмеллех аманнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ӗҫекен ҫын никама та савӑнтармасть те, арӑм чӑтайман курӑнать. Упӑшкине тарӑхнипе вӑл алла тимӗр ҫатма ярса илнӗ. Унпа икӗ хутран кая мар ислетнӗ.
Аллине ирӗке янӑ хӗрарӑма нумаях пулмасть суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне икӗ ҫул тесе палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн упӑшки пульницӑра сипленнишӗн укҫа тӳлемелле. Обязательнай медицина фондне. 31 пин тенке яхӑн. Пульницӑра сипленнин тӑкакӗ ҫавӑн чухлӗ пухӑннӑ иккен.

Шупашкар районӗнчи Явӑш арҫынни пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма хытах юратнӑ-ши вара? Ара, хӗнет пулсан юратать теҫҫӗ те хӑшӗсем. Алӑ ҫӗклекенсем ним мар вӗлерме пултараҫҫӗ вӗт.
Явӑшра пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрарӑма хӑйӗн ашшӗн килӗнче хӗненӗ. Кӗвӗҫнипе. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хӗрарӑма пуҫран хытах тӳпкеленӗ вӑл. Тепӗр темиҫе сехетрен хӗрарӑм вилнӗ.
Судра арҫын хӑй айӑпне ним тусан та йышӑнман, ҫине тӑрсах туннӑ. «Эп ӑна пуҫӗнчен ҫапман, питӗнчен кӑна ҫутӑлтартӑм. Вӑратас тесе», — ӗнентерме тӑрӑшнӑ вӑл сӗмсӗррӗн.
Хӗрарӑма вилмеллех йывӑр суран кӳнӗ арҫынна суд кирпӗч шутлама ӑсатма йышӑннӑ. Тӑхӑр ҫуллӑха. Ҫирӗп режимлӑ колоние. Прокуратура та арҫынна тӑхар ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма ыйтнӑ.

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 6 ҫул ирттерӗ. Ӑна 15 ҫулти хӗре вӗлернӗшӗн айӑпланӑ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Аса илтерер: кӑҫал ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче 15-ри хӗр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Унӑн виллине Елчӗк ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Ун чухне 17-ри каччӑна тытса чарнӑ (вӑл халӗ 18-та ӗнтӗ).
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑпа хӗр пушӑ ларакан ҫуртра тӗл пулнӑ, вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре вӗлернӗ те виллине пӗвене кайса пенӗ.
