
Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ.
Хайхи арҫынна васкавлӑ медпулӑшу фельдшерне тапӑннӑшӑн айӑплашсӑн. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын, ӳсӗрскер, хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пульницӑна кайма сӗннӗ. Анчах лешне ҫакӑ килӗшмен пулмалла – фельдшера хырӑмӗнчен урипе тапнӑ.
Ҫакӑншӑн арҫын суд сакки ҫине ларӗ.

Красноармейски районӗнчи Алманч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хайхискер хыснана 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак пуҫлӑх юсаман ҫулшӑн укҫа тӳленӗ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Алманч ялӗнчи ҫулӑн пӗр пайӗ пирки пырать.
Юсаман ҫулшӑн хысна укҫине тӳленӗшӗн пуҫлӑха явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын шӑллӗне вӗлернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
54 ҫулти арҫынна суд РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче икӗ тӑван пӗрле эрех ӗҫнӗ. Ҫав вӑхӑтра иккӗшӗн тавлашу пуҫланнӑ. Хӑйӗнчен 11 ҫул кӗҫӗн шӑллӗне асли кӑкӑр тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе сакӑр хут ытла чикнӗ. Хытӑ суранланнӑ ҫамрӑк арҫын кӑштахран вырӑнтах куҫне хупнӑ.
Алла ҫӗҫе ярса илнӗ арҫынна тӗпчев вӑхӑтӗнче следстви изоляторне хупса хунӑ. Унӑн ҫӗҫҫине туртса илнӗ. Тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ, ҫав шутра — судпа психиатри экспертизи те. Усалланнӑ арҫын пуҫӗ ӑслӑ-тӑнлах иккен.

Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккунсене епле пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑракан прокурорта тӑрӑшнӑ ҫынна суд ӗҫе илме килӗшменнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: прокурор Ҫӗрпӳри 2-мӗш изоляторта ларакан хӑйӗн паллаканӗсем патне кайнӑ. Ҫакӑ надзор органӗнче калаҫу ҫуратнӑ. Прокурор сӑмахне тытман тата прокурор ӗҫченӗн ятне янӑ тесе ӑна 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.
Йышӑнупа килӗшмесӗр экс-прокурор суда ҫитнӗ. Вӑл хӑйне ӗҫе каялла илме ыйтнӑ, ӗҫре ирӗксӗр пулайман кунсемшӗн вӑтам шалу шыраса илесшӗн пулнӑ. Районти суд хирӗҫленине кура приговора Чӑваш Енӗн Асла судне евитленӗ. Анчах унтисем те прокурор пулнӑ ҫынна хӳтӗлесе йышӑну кӑларман.

Чӑваш Енри 8 фермера суд айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Хайхискерсем федераци тата республика хыснисенчен суя мелпе субсиди илнӗ.
Суд сакки ҫине Шупашкар хулинчи, Комсомольски, Вӑрмар, Куславкка, Тӑвай тата Етӗрне районӗсенчи ҫынсем ларнӑ. Вӗсенчен 4-шӗ – хресчен-фермер хуҫалӑхӗн (ХФХ) ертӳҫисем, иккӗшӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем, пӗри ҫак дожноҫра унччен ӗҫленӗ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта ХФХ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫынпа калаҫса татӑлнӑ та суя документсем хатӗрленӗ. Унта мелиораци хатӗрӗ туяннине кӑтартнӑ, хакне хӑпартса ҫырнӑ. Ҫак документсене вӗсем ЧР Ял хуҫалӑх министерствине субсиди илме тӑратнӑ. Ҫапла майпа вӗсене 128 пинрен пуҫласа 2 миллион тенкӗ таран куҫарса панӑ. Вӗсем федераци тата республика хыснисене 9 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче иккӗшӗ тӑкака (2,9 миллион тенке) саплаштарнӑ. Ыттисенчен ЧР Ял ухҫалӑх министерстви валли 5 миллион ытла тенкӗ шыраса илӗҫ.

Афганистан ҫынни миграци сакунне пӑснӑ. Чӑваш Енри суд приставӗсем ӑна патшалӑх чикки урлӑ каҫмалли пункт таран илсе ҫитернӗ.
Ют ҫӗршыв арҫынни, 32 ҫултискер, Раҫҫейре 10 ҫула яхӑн миграци саккуне пӑсса пурӑннӑ. Вӑл ҫак тапхӑрта Мускавра кун кунланӑ. Нумаях пулмасть Шупашкара тусӗ патне килнӗ. Шӑпах кунта вӑл миграци саккунне пӑсни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Судра арҫын айӑпне йышӑнман, хӑйне тӳрре кӑларнӑ: вӑл ӗҫленӗ, ҫавӑнпа тӑван ҫӗршывне кайман. Суд вара айӑплӑ тесе йышӑннӑ: 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, Раҫҫейрен каймалла тунӑ.

Вӑрнар поселокӗнчи суту-илӳ точкисенчен пӗринче ҫи-пуҫ сутакан пӗр усламҫӑ саккуна пӑснӑ. Ҫакна асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Усламҫӑ футболка, халат, пижама, кӗпе сутнӑ. Унӑн тавар ҫинчен калакан хутсем пулман иккен. Ҫакӑ вара ҫӑмӑл промышленность продукцийӗн техника регламентне тата потребильсен парвине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсни шутланать.
Саккуна пӑсакан усламҫӑна прокуратура административлӑ майпа явап тыттарас тесе Чӑваш Ен Арбитраж судне ҫитнӗ. Унтисем надзор органӗн тавӑҫӗпе килӗшнӗ. Вӑрнарти усламҫӑ ҫӑмӑл промышленность продукцийӗн техника регламентне тата потребильсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑсать тесе ӑна явап тыттарма йышӑннӑ.

«Нурӑс – Елчӗк – Патӑрьел» ҫул водительсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ: вӑл арканнӑ, паллӑсем ҫителӗклӗ мар. Шӑтӑк-путӑк тӑршшӗ 2,65 метра ҫитнӗ, сарлакӑшӗ – 1,9 метра, тарӑнӑшӗ – 15 сантиметра. Пӗтӗмпе 24 пин тӑваткал метр ҫул сиенленнӗ.
Ҫак ҫитменлӗхсене прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче шута илнӗ те суда ярса панӑ. Суд Чӑвашупрдора ҫула юсаттарма йышӑннӑ.
Пӗр водитель «За рулем» порталӑн «Контактра» ушкӑнӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, япӑх ҫул 8 ҫухрӑма яхӑн, унта сехетре 20 ҫухрӑм хӑвӑтлӑхпа ҫеҫ кайма тивет.

Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗн учредителӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе заявлени панӑ. Ку предприяти панкрута тухнипе ҫыхӑннӑ.
Ҫав учредительсенчен пӗри – Владимир Ермолаев. «Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, заявлени «субсидиарлӑ яваплӑх» тытассипе ҫыхӑннӑ.
Ҫавна май ЧР Арбитраж сучӗ Владимир Ермолаевран 71 миллион та 841 пин те 552 тенкӗ шыраса илесшӗн. Суд ларӑвӗ хӑҫан пулассине хальлӗхе палӑртман.

Шупашкар хулин Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакан хӗрарӑм ют ҫӗр ҫине кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл кирпӗчрен хуралтӑ купаласа лартнӑ. Ют ҫӗр ҫинчи пурлӑха тимӗр карта тытса ҫавӑрсах хӑйӗн туса хунӑ.
28-ти кил хуҫи ют ҫӗрпе хуҫаланнӑ пӑтӑрмах суда ҫитнӗ. Тӳресем хӗрарӑмӑн пурлӑхне сӳтме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне суд приставӗсем патне ҫитернӗ. Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, анчах тимӗр карта унчченхи вырӑнтах пулнӑ.
Суд йышӑнӑвне хӑй кӑмӑлӗпе пурнӑҫламан хӗрарӑмпа приставсем телефонпа ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл Шупашкарта пулман. Мускавра пурӑнать иккен. Ҫавӑн пирки суд приставӗсене хӗрарӑмӑн кӳршисем систернӗ.
Суд йышӑнӑвне кӑмӑлпа пурнӑҫламанни мӗнпе вӗҫленессине асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм рабочисем тытса картана та, хуралтӑна та сӳттернӗ. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, суд пулнине вӑл пӗлмен.
