Красноармейски районӗнче пурӑнакан вӑй питти алимент тӳлеменшӗн явап тытӗ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Арҫынна 5 уйӑх юсанмалла ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн шалӑвӗн 15 процентне патшалӑх тытса юлӗ.
Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама йышӑннӑ. Ку статьяпа ҫул ҫитмен ачасене пулӑшман ашшӗ-амӑшне явап тыттараҫҫӗ.
Арҫыннӑн алимент тӳлемеллине унччен судпах палӑртнӑ. Ачисене пулӑшмалли пирки ашшӗне суд приставӗсем унччен темиҫе хут та аса илтернӗ. Анчах ашшӗшӗн ик айкки те тӑвайкки тейӗн — тӳлеме шутламан та вӑл. Арҫын официаллӑ майпа ӗҫлеме вырнаҫман тесе пӗлтерет Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн алимент парӑмӗ 320 пин тенке ҫитсе кайнӑ.