Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Экономика: Чӑваш Енре пурӑнакансем 5 пинсӗр аптӑраҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 13.09.2017 12:52 | 1970 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Енре пурӑнакансем 5 пин тенкӗ ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Шалуччен пурӑнма, ара, шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫитмест иккен пире.

Раҫҫейӗн общество телекуравӗ «ОТРажение» программа вӑхӑтӗнче «Реальные цифры» (Чӑв. Чӑн-чӑн цифрӑсем) ыйтӑм ирттернӗ. Унта ҫынсене черетлӗ ӗҫ укҫиччен вӗсем миҫе тенкӗ парӑма кӗрсе кайнипе кӑсӑкланнӑ.

Иваново облаҫӗнче пурӑнакансем укҫашӑн питех хыпса ҫунмаҫҫӗ: вӗсем 1 пин те 700 тенкӗ парӑма кӗрсен те ҫырлахаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем пыраҫҫӗ иккен: вӗсене 5 пин тенкӗ кирлӗ. Тыва Республикинче 6 пин тенкӗ кивҫен илсен шалуччен шик шӑхӑрса пурӑнаҫҫӗ, Хакас Республикинче – 7 пинпе, Псков облаҫӗнче – 7,5 пинпе.

Улатимӗр облаҫӗнче вара шалуччен пурӑнма 40 пин тенкӗ кивҫен илеҫҫӗ, Мускавра, Мусква облаҫӗнче, Ҫӗнҫӗпӗр тӑрӑхӗнче, Якут Республикинче, Чечняра 30 пинтен пуҫласа 33 пин тенкӗ таран кивҫен илеҫҫӗ.

#экономика, #статистика, #Тыва Республики, #Хакас Республики, #Мускав, #Мускав облаҫӗ, #Улатимӗр облаҫӗ, #Псков облаҫӗ, #Иваново, #Ҫӗнҫӗпӗр, #Якут Республики, #Чечня, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем