Шупашкар районӗнче тухса тӑракан «Тӑван Ен» хаҫат иртнӗ тӑватӑ уйӑхра асӑннӑ тӑрӑхра ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсене епле ят панине унти граждан тӑрӑмӗн акчӗсене ҫыракан пай пӗлтерни тӑрӑх тишкернӗ. Хӗр пӗрчисене Светлана тата Елена ят паракан пӗр ҫын та тупӑнман. Сайра тӗл пулакан ятсене тӑватӑ ҫемьере суйланӑ. Ҫапла вара иккӗн Радмила ятлӑ пулса тӑнӑ, пӗрер хӗрача — Эвелина тата Светозара.
Сайра тӗл пулакан ятсем татах пур: Эмили, Эмилия, Есения, Демьян, Аделина, Юлиана, Марк, Божена, Дамир, Назар, Габриэлла, Эрик, Динара. Арҫын ачасем хушшинче Давид анлӑ сарӑлнӑ. Ун пеккине тӑватӑ уйӑхра тӑватӑ хутчен суйланӑ. Светланӑпа Еленӑсӑр пуҫне Татьяна ят та килӗшмест ашшӗ-амӑшне. Ун пеккине тӑватӑ уйӑхра пурӗ те пӗр хутчен ҫеҫ суйланӑ.
Чӑвашла ятсене суйлакансем те темшӗн ҫук.
Ял хуҫалӑх продукцине туса илесси ӳссе пырать тесе ӗнентерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви Чӑвашстат цифрисем ҫине таянса.
Цифрӑсем тӑрӑх хакласан, ял хуҫалӑхӗнче апат-ҫимӗҫ туса илесси кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 112,3 процентпа танлашнӑ. Тӗпӗр майлӑ каласан, пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 12,3 процент ӳснӗ пулать.
Кайӑк-кӗшӗк тата выльӑх туса илессине чӗре виҫепе пӑхсан ку кӑтарту 30,6 процент пысӑкланса 31,4 пин тоннӑпа танлашнӑ, сӗт 0,8% хушӑнса 97,4 пин тоннӑна ҫитнӗ, ҫӑмарта 2,6% хушӑнса 52,3 миллион штука.
Кунта хуҫалӑхсен мӗнпур категорине (унта ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӑна мар, фермерсемпе хушма хуҫалӑх тытакан уйрӑм ҫынсем те кӗреҫҫӗ) пӗрле шутланӑ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗше тӗлне мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 201 пин пуҫ (пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхсемпе пӑхсан, 98,4%), ҫав шутра ӗнесем — 92,5 пин пуҫ (100,3%), сыснасем — 169,9 пин пуҫ (99,0%), сурӑх-качака — 186,8 пин пуҫ (97,9%), кайӑк-кӗшек — 4,9 миллион пуҫ ытларах (123,9%).
Мӗн тума? Мӗн тӗллевпе? Пӗлместӗп, анчах Шупашкарти аналитика агентстви руль умӗнче миҫе арҫын тата хӗрарӑм ларнине шутланӑ.
Агентство шутланӑ тӑрӑх, Шупашкарти кӑтартӑва Раҫҫейри пысӑк хуларисемпе танлаштарма пулать. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, руль умӗнче ларакан пӗр хӗрарӑм пуҫне пилӗк арҫын лекет.
Агентство ӗҫченӗсем тӗплӗнрех те калама пултараҫҫӗ: Шупашкарта урапа рулӗ умӗнче ларакан водительсен 81 проценчӗ — арҫын. 19 проценчӗ вара — хӗрарӑм.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул-йӗр ҫинче ачасемпе пулнӑ аварисене шучӗ 30 процент ытла чакнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 11 аварире ҫул ҫитмен 12 ача шар курнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах чухне ҫуран ҫӳрекенсем ҫине урапа кӗрсе каять. Ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта 6 ачана ҫапса хӑварнӑ. Икӗ тӗслӗх ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта пулнӑ, тепӗр иккӗшӗ — ҫуртсен картишӗнче. Икӗ тӗслӗхре ачасем хӑйсем ҫул-йӗр правилине пӑснӑ.
7–11 ҫулсенчи тӑватӑ ача шар курнӑ. Икӗ тӗслӗхре 12–15 ҫулсенчисем суранланнӑ.
Аварисенчен чылайӑшӗ ирхи 7 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен тата 12-15 сехетсенче пулаҫҫӗ.
ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 1 процент.
Эрнесерен ирттерекен мониторингра палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра 6111 ӗҫсӗр ҫынна официаллӑ мелпе регистрациленӗ. Ӗҫсӗрлӗх, ӗҫлекенсен йышӗпе танлаштарсан, 0,91 процент.
Ӗҫсӗррисен йышӗ Ҫӗрпӳ районӗнче (0,22 процент), Муркашра (0,29 процент) тата Комсомольскинче (0,33 процент) нумайрах. 7733 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 12471 ваканси пур. Пушӑ вырӑнсем пирки 1769 ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци пӗлтернӗ.
Ҫӗршыври чи паллӑ хӗрарӑмсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкерекен "Медиалогия" компани палӑртнӑ. Сӑнав пӗтӗмлетӗвне вӑл Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлнех хатӗрленӗ-ха.
Раҫҫей МИХӗсенче пуринчен ытла асӑнакан ят - Валентина Матвиенко. Федераци Канашӗн ертӳҫине ҫӗршыври журналистсем ҫулталӑкра 62 пине яхӑн цитатӑланӑ. Матвиенко хыҫҫӑн РФ Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Голодец пырать. Ҫӗршывӑн Тӗп банкӑн ертӳҫине Эльвира Набиуллинӑна та ҫӗршыври хаҫат-журнал, радио-телевидени тата интернет-кӑларӑмсем ҫине ҫинех асӑнаҫҫӗ.
Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен официаллӑ пайташӗ Мария Захарова та МИХсенче час-час тӗлпулать. Ун хыҫҫӑн вара РФ Хӳтӗленӳ министерствинче ӗҫленӗ, халӗ арестленӗ Евгения Васильева пырать иккен. Крым прокурорӗ Наталья Поклонская та - МИХсенчи юратнӑ ят. Полина Гагарина юрӑҫ та паллӑ. Вӑл вуннӑмӗш картлашка йышӑннӑ. Алла Пугачева - 13-мӗшӗнче. Пуринчен ытла асӑнакан топ-40-е примадоннӑн хӗрӗ Кристина Орбакайте вӗҫлет.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче яланхи пекех призыв кампанийӗ пуҫланӗ. Ҫуркуннехи призывра пирӗн республикӑран 1 500 яхӑн ҫамрӑка ҫара илсе каймалла.
Ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин каланӑ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗнче Чӑваш Ен призыв планне тултарас енӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать.
Тӗпленрех каласан, кӑҫалхи ҫуркунне 1491 каччӑ салтак атти тӑхӑнӗ. 410 йӗкӗте ҫар училищисене ямалла. Анчах унта каяс кӑмӑллисен йышӗ ытларах. Хальлӗхе ҫар училищисене ямашкӑн 396 ҫамрӑка суйланӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӗркунне Чӑваш Енрен 1223 ҫамрӑк салтака кайнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче вилекенсен йышӗ Чӑваш Енре сахалланнӑ. Статистсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчинчен кӑҫалхи ҫак тапхӑрта ҫын вилесси 3,5 процент чакнӑ. Цифра чӗлхипе тата официаллӑ чӗлхепе каласан, ҫын йышӗ естествӑлла майпа чакнин кӑтартӑвӗ 84-па танлашнӑ. Унчченхи тапхӑрпа танлаштарсан, ку вӑл 168 сахалтарах.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенчен пӗлтӗрхинчен 2,8 процент ытларах ача ҫуралнӑ: «ҫӗн кайӑксен» йышӗ 2590-пе танлашнӑ. Ҫын шучӗ естествӑлла майпа ӳснӗ хуласен шутӗнче — Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Йӗпреҫпе Красноармейски районӗсем.
Вилекенсен шучӗ — 2674. Ҫынсен 43 проценчӗ юн ҫаврӑнӑшӗсен чирӗпе пурнӑҫран уйрӑлнӑ, тулаш сӑлтавпа — 41 проценчӗ, вар-хырӑм тата сывлӑш ҫулӗсен чирӗпе — 6,4 тата 5,4 проценчӗ.
Чӑвашстат Чӑваш Енре миҫе ҫын пурӑннине тӗпченӗ. Кӑтартӑва кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне шута илнӗ.
Чӑваш Енре 1 миллион ытла ҫын кун кунлать. Ку хисеп 1 236 628 ҫынпа танлашнӑ.
Ҫынсен ытларах пайӗ хулара пурӑнать. Пӗтӗмпе 758 064 ҫын хулара тӗпленнӗ (61,3 процент).
478 564 ҫын ялта тӗпленнӗ. Ку – халӑхӑн 38,7 проценчӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, республикӑра кӑҫал 1443 ҫын сахалрах пурӑнать.
Чӑвашстата ӗненес тӗк, муниципалитет чиновникӗсен регионти вӑтам шалӑвне 16,7 процент ҫитмест. Федераци тата республика влаҫӗн органӗсенче ӗҫлекенсеннинчен вара 20 процент пӗчӗкрех.
Федераци тата республика влаҫӗн органӗсенче ӗҫлекенсем пӗлтӗр вӑтамран 27,2 пин тенкӗ илнӗ. 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 2,3 процент чакнӑ. Суд органӗсенче тата прокуратурӑра вӑй хуракансен вара шалӑвӗ 11% ӳснӗ, 25 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Саккун кӑларакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем пуринчен ытларах илеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсен вӑтам шалӑвӗ 47,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче вӑй хуракансен ӗҫ укҫи ҫавӑн пекех юлнӑ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, регионта чи «чухӑннисем» — муниципалитет служащийӗсем. Пӗлтӗр вӗсен шалӑвӗ кӑшт ӳснӗ пулин те ку кӑтарту 21,9 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |