Иртнӗ вырсарникун, юпан 12-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Олимпийски» стадионӗнче «Тӑван ен» парнисемшӗн йӗркеленӗ ҫӑмӑл атлетика эстафети иртрӗ. Пурӗ 500 спортсмен хутшӑнчӗ унта!
Чи малтан, чупакансене хавхалантарса Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, хаҫат тӗп редакторӗ Валерий Сорокин, Шупашкар районӗн прокурор ҫумӗ Анатолий Иванов тата ыттисем ӑшӑ сӑмах каларӗҫ.
Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетне хыҫҫӑн пӗрремеш вырӑнсене ҫаксем тухрӗҫ:
* ача пахчисен ушкӑнӗсен хушшинче: «Золушка» ача пахчи (Атлаш ял тӑрӑхӗ);
* вӑтам шкул хушшинче: Атайкасси вӑтам шкулӗ;
* пӗтӗмешле пӗлӳ паракан шкулсем хушшинче: МВУ «Ҫатра-Лапсар ПППШ»;
* ветерансен хушшинче: Шупашкар районӗн тӗп пульници ӗҫченӗсем;
Прокуратура ӗҫченӗсем, Атайкассипе Шемшер ял тӑрӑхӗнчи администрацинче ӗҫлекенсем те эстафетӑна хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Куҫакан кубок хальхинче Шупашкар район администрацийӗн УКСпа ЖКХ ушкӑнне лекрӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатпӑр!
«Советская Чувашия» хаҫат парнисемшӗн йӗркеленӗ чупу кӑҫал авӑнӑн 13-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Шел, ҫанталӑк чӑрмантарчӗ — ку мероприятине юпан 13-мӗшне куҫарчӗҫ. Чупу кӑҫал юбилейлӑ — 70-мӗш хут иртет.
Ӑмӑрту «Спартак» стадионта иртӗ. Ушкӑнсене 8 сехетре регистрацилеме, 9 сехет те 40 минутра вӗсене йӗркене тӑратма тытӑнӗҫ. 9 сехет те 45 минутра мероприятине чаплӑн уҫӗҫ те 10 сехетре чупма пуҫлӗҫ.
Ӑмӑртӑва яланхи пекех шкул ачисем, спортпа туслӑ пурӑнакан ҫемьесем, спортсменсем хутшӑнӗҫ (пурӗ 13 ушкӑна уйӑрнӑ). Эсир те хутшӑнма пултаратӑр!
Ӗнер, авӑнӑн 4-мӗшӗнче, А.Г. Николаева асӑнса Республикӑра чупасси енӗпе ӑмӑрту пуҫланчӗ. Ку ҫулхине вӑл 5-мӗш хут иртет ӗнтӗ. Чупакансем харӑссӑн пилӗк вырӑнтан тапраннӑ: Улатӑрпа Етӗрне хулисемпе Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Пӑрачкав ялсенче. Эстафета виҫӗ кун хушшинче республикӑн пур хулисемпе районӗсене ҫитсе курӗ. Чупакансем хушшинче шкул ачисем, чупма юратакансем, спорт ветеранӗсем тата паллӑ спортсменсем пулӗҫ. Пӗр шкул ушкӑнӗ эстафетӑна тепӗр шкул ушкӑнне парӗ — ҫапла май пурӗ пин ҫухрӑм тарин ӑмӑрту тӑсӑлӗ.
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче вара пур ушкӑн пӗрлешӗ те Андриан Николаев ҫуралса ӳснӗ ялта 14 сехет тӗлне чупса ҫитӗ.
Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем: Чӑваш Енӗн спортпа вӗрентӳ Министерствисем, республикӑн районсемпе хуласен вырӑнти тытӑмлӑх органӗсем.
1-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Шӑмӑршӑ — Патӑрьел — Комсомольски
2 кун (авӑн, 5): Комсомольски — Канаш — Ҫӗрпӳ
3 кун (авӑн, 6): Ҫӗрпӳ — Туҫа — Шуршӑл
2-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Елчӗк — Аслӑ Таяпа — Тӑвай — Вӑрмар
2 кун (авӑн, 5): Вӑрмар — Энтри Пасар — Куславкка
3 кун (авӑн, 6): Куславкка — Октябрьски — Шуршӑл
3-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Улатӑр — Алтышево — Йӗпреҫ — Вӑрнар
2 кун (авӑн, 5): Вӑрнар — Красноармейски — Ҫӗрпӳ
3 кун (авӑн, 6): Ҫӗрпӳ — Кӳкеҫ — Шуршӑл
4-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Пӑрачкав — Мӑн Улхаш — Ҫӗмӗрле — Хӗрлӗ Чутай
2 кун (авӑн, 5): Хӗрлӗ Чутай — Элӗк — Ишек
3 кун (авӑн, 6): Ишек — Ҫӗнӗ Лапсар — Шуршӑл
5-мӗш ушкӑн:
1 кун (авӑн, 4): Етӗрне — Ваҫкасси Янасал — Муркаш
2 кун (авӑн, 5): Муркаш — Калайкасси — Шупашкар
3 кун (авӑн, 6): Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар — Шуршӑл
Чупма кӑмӑллакансене пурне те хутшӑнма чӗнетпӗр!
Паян Пекинра маунтинбайк ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ӑмӑрту пирӗн тӑрӑхри вӑхӑтпа 6 сехетре пуҫланчӗ. Пирӗн ентеш, Ирина Клементьева виҫҫӗмӗш тухрӗ — йӗс (бронза) медале тивӗҫрӗ.
Ирина Клементьева Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1977 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Раҫҫейре тава тивӗҫлӗ маунтинбайк спорт мастерӗ шутланать. Чылай ӑмӑртусенче пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Ҫӗр ҫул ытла ӗнтӗ Ҫӗрпӳре ярмӑрккӑ иртет. Кашни ҫул вӑл утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлать. Кӑҫалхи ярмаркка 3-пе 6-мӗшӗ хушшинче ӗҫлӗ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 16 сехетре пурте ярмаркка уҫнине кайса курма пултаратӑр! Сире «Хӗвелпе ҫӑлтӑрсем — ачасене!» концерт программи, «Эпӗ, эсӗ, вӑл — туслӑ пирӗн кил!» ҫемьери пултарулӑх фестивалӗ кӗтӗ. Иккӗмӗш кунне пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттерекен Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗнчене — мир, килӗшӳллӗ ҫемьене мухтав» ҫемьесен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Спорта кӑмӑлакансем валли те тӗрлӗ ӑмӑртусем иртӗҫ — футбол, шашка, шахмат, кире спорчӗ, армреслинг, бокс. Ачасен те тунсӑхлама вӑхӑт пулмӗ — вӗсем валли те ятарлӑ программа хатӗрленӗ.
Виҫҫӗмӗш кунне те сире чылай мероприяти кӗтет. 10 сехетре халӑх ӑстисем хӑйсем ӑсталанӑ япалисемпе паллаштарӗҫ. Унтах вӗсене туянма май пулӗ. Ку вӑхӑтрах дзюдо, самбо кӗрешӗвӗсем пуҫланӗҫ, республикӑри волейбол спорчӗн уҫӑ турнирӗ уҫӑлӗ. 12 сехетре мотоспорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланӗ.
Ку кун сире ҫӑвӑн пекех Ҫӗрпӳ районӗн «Кӗмӗл сасӑ» эстрада фестивалӗ кӗтӗ. Унсӑр пуҫне ярмӑрккӑна чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те килӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Чӑваш Енри ҫула ҫитнӗ ушкӑнсем хушшинчи футбол ӑмӑртӑвӗн черетлӗ тапхӑрӗ пырать. Нумай пулмасть Вӑрмар посёлокӗн тӗп стадионӗнче «Вӑрмарпа» (Вӑрмар п.) «Водник» (Сӗнтӗрвӑрри х.) футбол ушкӑнӗсем тупӑшрӗҫ.
Вӑрмарсем хӑйсен ӑсталӑхне лайӑхрах кӑтартрӗҫ — вӑйӑ 6:1 счётпа вӗҫленчӗ. 3 вӑйӑ ирттернӗ хыҫҫӑн Вӑрмарсен 9 очко пухӑннӑ, ҫавна май вӗсем хӑйсен ушкӑнӗнче чи вӑйлисем шутне кӗреҫҫӗ.
Тепӗр тапхӑр ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче иртӗ. Унта вӗсем вырӑнти «Ҫӗрпӳ» ятлӑ футбол ушкӑнӗпе тӗл пулӗҫ.
Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр!
Сӑн галерейисем: Кубока уҫни, Кубокри самантсем
Ҫапла, ҫу уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче Шупашкарта Хӑвӑрт утакансен 23-мӗш Тӗнче Кубокӗ иртрӗ. Вырсарникун вӑл вӗҫленчӗ. Пӗтемлетӳсем тӑрӑх Раҫҫей ӑмӑртуҫисем 15 медале ҫӗнсе илчӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тӗнче Кубокне чи малтан ҫамрӑк яшсем пуҫларӗҫ. Вӗсем 10 ҫухрӑма утрӗҫ. Шел те, Шупашкар каччи Эдик Хайбуллин вӗҫне ҫити утса тухаймарӗ — тӳресем ӑна трассӑран тухма хушрӗҫ. Пӗрремӗш Алексей Барцайкин тухрӗ. 10 ҫухрӑма вӑл 39 минут та 57 ҫеккунт хушшинче утса тухма май тупрӗ — ҫавна май тӗнче рекордне те ҫӗнетрӗ. Иккӗмӗш Динг Чен пулчӗ — Алексейрен 15 ҫеккунт кая юлса ҫитрӗ. Виҫҫӗмӗшӗ каллех Раҫҫей спортсменӗ пулчӗ — Денис Стрелков Алексейрен 20 ҫеккунт кая юлчӗ.
Яшсем хыҫҫӑн хӗрсем тухрӗҫ. Кунта вара Раҫҫей спортсменӗсене хуса ҫитекенни пулмарӗ. Татьяна Калмыкова 10 ҫухрӑма 42 минут та 44 ҫеккунт хушшинче утса тухрӗ. Ирина Юманова малтан унпа тан утатчӗ, анчах кӑшт вӑхӑт иртсен кая юла пуҫларӗ.
Ҫитес тӗнче кубокӗ кӑҫӑлхи олимпиадӑ умӗн хӑвӑрт утакансем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма пултаракан юлашки пысӑк мероприяти пулать. Ҫавна кура чикӗ леш енчи информаци агенствисем те, информаци кӑларӑмӗсем те унпа интересленеҫҫӗ — вӗсем Шупашкара килме хатӗрленеҫҫӗ те ӗнтӗ. Кунта вӗсемпе Чӑваш Республикин культурӑпа халӑхсен ӗҫӗсен тата информаци политикипе архив ӗҫӗн министерствинчи ҫынсем тата пресс-центр ертӳҫи Полина Кролькова ӗҫлӗҫ.
Паян вӗсем пухӑнса малаллахи ӗҫе сӳтсе яврӗҫ. Журналҫӗсем ӗҫлемелли оборудовани ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчех хатӗр пулӗ. Вӑл кун Шупашкара ИААФ пресс-делегачӗ Янис Николау ҫитмелле.
Чӗлхе йывӑрлӑх ан кӳтӗр тесе кашни патшалӑх представителӗ ҫумне пӗршер тӑлмач уйӑрӗҫ. Кашни уйрӑм ӑмӑрту хыҫҫӑн пресс-центрта пресс-канашлу иртӗ.
Пресс-центр ӗҫченӗсем тепӗр хут ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пухӑнӗҫ.
Ака уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче Мускаври «Кунцево» спорт комплексӗнче ушу-саньда кӗрешӗвӗн Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Чемпионата Мускав, Питӗр, Улатимӗр, Киров, Курган хуласенчи, Чечняпа Дагестан тӑрӑхӗнчи, тата ытти ҫӗрти чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Пирӗн ентешӗмӗр, Екатерина Макарова ӑмӑртури 58 кило йывӑрӑшлисем шутӗнче чемпион ятне ҫенсе илнӗ. Катӗрне вӗрентӳҫи — Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геннадий Ильин. Екатерина 2003-мӗшпепе 2005-мӗш ҫулсенче Тенче шайӗнчи призсене ҫӗнсе илнӗ, Раҫҫей ушу-саньда спорт ӑсти. Раҫҫей шайенчи ӑмартусенче те вал тӑтӑшах ҫенсе илет.
Ҫавӑн пекех ку ӑмӑртура пирӗн тепӗр ентеш палӑрчӗ — Максим Николаев 52 килограмм йӑвӑрӑшлисен шутӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.
«Центральный» стадион кассине Кубока уҫакан мероприятине билетсем сутма пуҫланӑ. Уява чаплӑн ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра уҫӗҫ.
Билетсен шучӗ пурӗ 15 пин. Хакӗ 50 тенкӗрен пуҫласа 100 тенке ҫитет. Пысӑк районсене 250-шар билет уйӑрнӑ, пӗчӗкреххисене — 200-шар. Ҫавна май билетсем нумай тесе калама май ҫук.
Куракансемсӗр пуҫсӑр укҫасӑр пулӑшакансемпе сумлӑ ҫынсем валли уйрӑм билетсем кӑларнӑ. Пӗрремӗшсен вӑл шурӑ тӗслӗ, иккӗмӗшсен — хӗрлӗ.
Енчен те кам та пулин билета туянаймасть пулсан — вӗсем вырӑнти йӗркелӳ комитетне электронлӑ ҫыру яма пултараҫҫӗ. Ҫырура миҫе билет кирлӗ тата ӑна эсир хӑҫан килсе илме пултарнине пӗлтермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |