Эрнекун, авӑнӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев «Россия — спортивная держава» (чӑв. Раҫҫей — спортпа туслӑ патшалӑх) канашлу ларӑвне хутшӑннӑ.
Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи мероприятие Мӑкшӑ рсепубликин тӗп хулинче — Саранскра — уҫӑлнӑ. Асӑннӑ канашлу авӑнӑн 11-мӗшӗччен пырӗ. Конференцинчи «ҫавра сӗтелсенче» спорта аталантарассине, массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ӗҫлекенсен ҫамрӑксем хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине ӳстермелли витӗмлӗхе вӑйлатассине тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухма палӑртнӑ.
Канашлу кунӗсенче хулара Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи хӑвӑрт утассипе ӑмӑртусем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӗрарӑмсем хушшинче ITF теннисла выляссипе, Раҫҫейри Кубок этапӗсем велосипедпа чупассипе, Пӗтӗм Раҫҫейри тег-регби ачасен турнирӗ тата та нумай пысӑк мероприятисем иртеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне алӗҫ ӑстисен пултаруллӑх куравӗсем ӗҫлеҫҫӗ тата спорт пирки каласа паракан киновӗн халӑхсен хушшинчи виҫҫӗмӗш Фестивалӗ иртет. Канашлӑва Чӑваш Ен те хастаррӑн хутшӑнать — пирӗн тӑрӑхран Саранска сумлӑ делегаци кайнӑ. Вӗсем хушшинче спортӑн тӗрӗ енӗпе чапа тухнӑ паллӑ спортсменсемпе тренерсем, физкультура учителӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Иртнӗ кану кунӗнче Елчӗкри ипподромра ҫуллахи сезон хупӑннӑ ятпа лаша спорчӗн уявӗ иртнӗ. Унта Елчӗк, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар, Комсомольски, Пӑва (Тутарстан) районӗсенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи лаша спортне юратакансем хӑйсен урхамахӗсемпе ӑмӑртнӑ.
Лашасене чуптарни — куракансем чӑннипех юратакан, кӗтекен ӑмӑртусенчен пӗри. Кӗрхи ӗҫсен хӗрӳ тапхӑрӗ пырать пулин те ипподрома хальхинче те халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Пӗчӗк урапа кӳлнӗ рысаксен чупӑвне 12 экипаж хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ ҫаврӑмлӑ, 1600 метрлӑ дистанцире мӑшӑрӑн чупса тупӑшнӑ. Унта чи лайӑх вӑхӑт кӑтартнӑ 5 экипаж ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. И.Галимзянов (Пӑва) тытса пыракан «Пульман» рысак финиша чи малтан ҫитнӗ. Анчах Чӗмпӗртен килнӗ тӗп судья, Раҫҫей категориллӗ судья В.Марков «Пульман» юрттӑн чупмалли дистанцире сиккипе чупнине асӑрханӑ.
Ҫурлан 21-мӗшӗнче Елчӗкри «Урожай» стадионта Космонавтика ҫулталӑкне тата Раҫҫей парламентаризмӗ 105 ҫул тултарнине халалласа районта мини-футбол енӗпе ирттернӗ уҫӑ турнира вунӑ ушкӑн хутшӑнчӗ. Спортсменсемпе физкультурниксене Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ӑшшӑн саламларӗҫ.
Кашни тӗлпулу ҫивӗч кӗрешӳре иртрӗ. Олимп системипе ирттернӗ турнирта финала акционерсен «Прогресс» обществин тата Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнчи «Юман» спорт клубӗн командисем тухрӗҫ. Вӑйӑ 0:0 шутпа вӗҫленчӗ. Хушса панӑ вӑхӑтра «Прогресс» командӑри Эдуард Николаев, Александр Захаров тата Юрий Петров мечӗке хапхана тӗл тапса кӗртнипе хӑнасене 3:2 шутпа ҫӗнтерчӗҫ, турнирӑн тӗп парнине ҫӗнсе илчӗҫ. «Юман» командӑшӑн Георгий Титовпа Артем Диомидов уйрӑмах лайӑх вылярӗҫ.
Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш вырӑншӑн пынӑ матчра Тӑрӑм ялӗнчи «Рассвет» хуҫалӑхӑн команди Шупашкарти «Славяне» командӑна 2:1 шутпа ҫӗнтерчӗ.
Чӳкҫырми ялӗ Тӑвайран инҫе мар, 4 ҫухрӑмра ларать. Тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнакан ялсенчен пӗри шутланать вӑл. Спортпа та туслӑ кунта — нумай пулмасть ялта «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ йыш» ятпа ҫемье уявӗ иртрӗ. Ӑна хатӗрлесе ирттерекенни — вырӑнти вулавӑш заведующийӗ Федорова Л.В.
Ӑмӑртӑва Чӳкҫырминчи Степановсемпе Дмитриевсен кил-йышӗ тата Вӑрманхӗрринчи Сальниковсен ҫемьи хутшанчӗ — вӗсем пурте конкурссене хастаррӑн хутшанчӗҫ. Ыттисенчен маттуртарах Степановсем пулчӗҫ — мала тухрӗҫ.
Ытларикун, ҫӗртмен 28-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗн Кӗҫӗн Патӑрьелти «Олимп» комплекслӑ спорт площадкинче ҫамрӑксен канашӗн «Ҫамрӑксене шанмалла» V район фестивалӗ иртнӗ.
Мероприятие уҫас умӗн хутшӑнакансене Патӑрьел район администрацин вӗренӳ начальникӗ Валерий Осипов, Тӑрӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Константин Михеев саламларӗҫ. Вӗсен сӑмахӗ ҫамрӑксене хавхалантарчӗ — кашни ӑмӑртӑва вӑй-халне шеллемесӗр хутшӑнчӗҫ.
Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн чысне Ольга Митрофановӑн, Саша Григорьевӑн, Петя Адикинӑн, Юра Томатовӑн, Юрӑпа Надя Васильевсен, Полина Лаврентьевӑн, Аленӑпа Саша Смирновсен, Ирина Кошкинӑн хӳтӗлеме тиврӗ. Ӑмӑртусене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн ҫамрӑкӗсем малти вырӑна тухни паллӑ пулчӗ.
Маттур! Малашне те ӳсӗмсем тума сунатпӑр!
Ӗнер, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, Анаткас Уҫырма халӑхӗ ҫӑлкуҫ патне каякан ҫула юсани усӑллӑ та пархатарлӑ пулчӗ пулсан, тепӗр ӗҫ ӑнӑҫмарӗ вара вӗсен. Виҫӗмкун вырӑнти «Агат» футбол ушкӑнӗ Атнаш ял тӑрӑхӗсенисемпе тӗл пулмалла пулнӑ. Шел те, «Кировец» ушкӑн хӑнасене кӗтсе илме пултарайман, вӑйӑ лаптӑкне те тухайман. Анаткас Уҫырмасем вара, чылай вӑхӑт кӗтне хыҫҫӑн, киле таврӑнма тивнӗ.
Канаш районӗн футбол чемпионачӗ малалла тӑсӑлать — Атнаш ялӗн ушканӗ малти вырӑна тухасси питӗ шикленӳллӗ вара.
Ӗнер Раҫҫейре Ҫемье кунне пуллӑ турӗҫ. Вӑл куна халалласа ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑк шкулӗнче кил-йыш эстафетти ирттерчӗҫ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗҫ. Заданисем хаваслӑн пурнӑҫланчӗҫ, сӑмах май вӗсене 1-3 класри ачасен вӗрентекенӗ Мидакова И.А. хатӗрленӗ — кашни хӑйӗн вӑйӗпе вичкӗнлӗхне, сатурлӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ.
Тупӑшу вӑйлӑ пулчӗ, мала «Ӑмӑрткайӑк» («Орлы») ушкӑн тухрӗ. Саламлатпӑр!
Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел хӗрӗ Инна Тражукова Германири Дортмунде хулинче ирӗклӗ кӗрешӳпе иртнӗ Европа Чемпионатне хутшӑнса бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртура пурӗ 21 награда выляттарнӑ. Чемпионатӑн пӗрремӗш кунӗнче Раҫҫейӗн пӗрлӗх команди пӗртен-пӗр медаль илнӗ. Инна Тражукова иртнӗ ҫулхи Европа Чемпионачӗн бронза призёрне — Марианна Шастинана — ҫӗнтернӗ.
Чемпионатра пурӗ виҫӗ бронза медаль ҫӗнсе илсе Раҫҫей команди пӗтӗмӗшле саккӑрмӗш вырӑна тухнӑ.
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче федераллӑ Пӗрремӗш канал эфирӗнче 2014 ҫулта иртекен хӗллехи олимп вӑййин талисманӗсене палӑртрӗҫ — суйлава пӗтӗмлетрӗҫ. Виҫӗ талисман шутӗнче пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ Сильвия Петровӑн (Тӑвай районӗ, Ҫӗнӗ Пуянкасси) ӗҫӗ те пур — сасӑлавҫӑсем унӑн Мулкачне (уншӑн 16% сасӑланӑ) те суйланӑ.
Олимп вӑййи талисманӗсен ӑмартӑвӗ пӗлтӗрхи авӑнӑн 1-мӗшӗпе раштавӑн 5-мӗшӗччен пынӑ. Пурӗ 24 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Раштавӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ ларура жюри пурӗ 11 ӗҫ суйласа илнӗ. Хӗл Мучи сӑнарӗ ПТОК (МОК) аллине лекесрен шикленсе ӑна сасӑлавран маларах кӑларма лекнӗ, ҫапла вара талисман ятне илме 10 ӗҫ тупӑшрӗҫ.
Сильвия Петрова Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче вӗренет, шкул ҫумӗнче йӗркеленнӗ ачасен обществӑллӑ «Старшекласник» пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 2011 ҫулта вӑл президентӑн стипендине илме тивӗҫнӗ, чылай ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.
Сильвийӑна эпир ҫак ҫитӗнӳпе чун-чӗререн саламлатпӑр!
Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче вырӑнти волейбол ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ. Пӗрремӗш вырӑншӑн пурӗ 10 ушкӑн тупӑшӗҫ:
● «А» пай: Еншик Чуллӑ, Ӳсӗк, Чатукасси, Янкас ялӗсен ушкӑнӗсем тата ЛПУМГ ушкӑнӗ.
● «В» пай: Алманч, Упи ялӗсен ушкӑнӗсем тата ҫаван пекех «Динамо» (РШӖП /районти шалти ӗҫсен пайӗ/), «Тонус» (район администрацийӗ), «Уют» (Красноармейски салинчен) ушкӑнсем пулӗҫ.
1-мӗш турта вӑйӑсем ҫапла иртнӗ:
Ӳсӗк ялтисем Янкассене 3:0 счетпа ҫӗнтернӗ, Чатукассисем ЛПУМГ ушкӑна 0:3 выляса янӑ. «Динамопа» «Уют» хушшинчи тупӑшу иккӗмӗшсем ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ — 0:3. Алманч ял спортсменӗсем Администрацинчисене 3:2 счетпа ҫӗнтернӗ.
Малалла ушкӑнсем нарӑсан 4, 7, 11, 14-мӗшсенче тупӑшӗҫ. Тӗлпулусен йӗркине кунта (.doc) тупма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |