Паян Канаш хулинче пушар пулнӑ. Унта, шел те, ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 6 сехет те 40 минутра пӗр хутлӑ ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм виллине тупнӑ. 76 ҫултискер иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пулнӑ, хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ӑнсӑртран тухнӑ. Светильник диван ҫине ӳкме пултарнӑ, шӑпах ҫавна пула пушар тухма пултарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ ку тӗлӗшпе следовательсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр каччӑ ҫар техникине контрабанда мелӗпе ют ҫӗршыва ӑсатма хӑтланнӑ. 24-рискер тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинчи Мускав районӗнчи суд кӑларнӑ йышӑну тинех саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Каччӑ каҫхине курмалли прибор тата стрелоксен хӗҫ-пӑшалӗ валли прицел саккунлӑ мар майпа туяннӑ. Ку хатӗрсем, сӑмах май, ҫар тӗллевӗллӗ шутланаҫҫӗ. Ҫавсене каччӑ Интернетра пӗлтерӳ парса сутма хӑтланнӑ. Илес текенсем те тупӑннӑ: Японирен, Китайран тата Канадӑран. Анчах таможньӑра тавара тытса чарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, контрабандист тесе каччӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗпех ӗҫ пуҫарнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе ӑна 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр явап тыттармалла тунӑ.
Ӗнер ҫӗрле, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Вӑрмарта хӗрачана пуйӑс ҫапса кайнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт чарӑнма тӑрӑшнӑ, анчах ӗлкӗреймен.
Ку инкек 23 сехетре пулнӑ. Машинист каланӑ тӑрӑх, 19 ҫулти хӗрача, Вӑрмарта пурӑнаканскер, чукун ҫул ҫинче ларнӑ, пуйӑс кӑшкӑртнине илтмен е илтмӗш тунӑ. Шел те, машинист чарӑнса ӗлкӗреймен, ӑна таптаса кайнӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хӗрача чукун ҫул ҫине хӑйӗн ҫине алӑ хурас тесе ларман-и? Ҫак версие те тишкерӗҫ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Чӑваш Енӗн Общество палатин пресс-ҫыруҫи Ольга Иванова халӑх тетелӗсенчен пӗринче Россельхозбанкӑн банкомачӗпе мӗншӗн усӑ курма юрамасть-ши тесе пуҫ ватнӑ. Пӑтӑрмахӗ унпа ял хуҫалӑх академийӗнче сиксе тухнӑ. Унта вӑл асӑннӑ банкӑн картти ҫинчен укҫа илес тесе кайнӑ. Анчах аслӑ шкулти хуралҫӑсем ют ҫынна банкомат патне кӗртмессине пӗлтернӗ. Хуралҫӑсенчен асли те пулӑшайман — ютран пынӑ ҫынна банкомат студентсемпе академире ӗҫлекенсем валли ҫеҫ тесе хӑваланӑ, хуралҫӑ хӗрарӑма ҫуртран тӗксе тенӗ пекех кӑларнӑ.
Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӑн ӗҫченӗсем ку пӑтӑрмахран тӗлӗннӗ, ун патне пыма чармалла маррине пӗлтернӗ. Каярах ял хуҫалӑх академийӗн пресс-ҫыруҫи Надежда Осипова та лару-тӑрӑва уҫӑмлатса хуравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, аслӑ шкулта хуралҫӑсемпе калаҫу ирттернӗ, банкомат патне пыма ют ҫынсене ӳлӗмрен чармӗҫ.
Шупашкарти экс-вакката тата унпа пӗрле пурӑнакан арҫынна суд ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ: пӗрне — 5 ҫуллӑха, теприне — 6 ҫуллӑха. Ваккат пулнӑ хӗрарӑм та текех ваккат мар ӗнтӗ: пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче унӑн ҫав статусне пӗтернӗ. Халӗ вӗсен айӑплава пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерме тивӗ. Иккӗшне 990 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине, ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе ваккатӑн арҫынни Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта вакланӑ арҫын виллине тупнӑччӗ. Вӗлерекене, утмӑл урлӑ каҫнӑ арҫынна, Шупашкар районӗнчи Тумкассинче хӑналаннӑ чух тытса чарнӑччӗ. Йӗрке хуралҫисен аллине лекес килменнипе сенӗкпе хӑлаҫланнӑччӗ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын хӑйӗнпе пӗр вӑхӑталли арҫынпа эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫнине йышӑннӑччӗ. Лешӗ хайхин купӑс калас ӑсталӑхне ырламан иккен. Ҫавӑншӑн тӗп тунӑ та вӑл ӑна. Хӑй валерьянка ӗҫсе лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Виҫӗ кунтан виллене вакласа купӑс чӑматанне янӑ та контейнера кайса пенӗ.
Судпа психиатри тӗпчевӗ купӑсҫӑ психика чирӗпе аптӑранине палӑртнӑ. Ҫавна пула ӑна сипленме ирӗксӗр ӑсатнӑ.
Чӑваш Енри МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче республикӑра виҫӗ пушар алхаснӑ. 17 сехетре Етӗрне районӗнчи Чаканар ялӗнче ҫулӑм 63 ҫулти ҫыннӑн йывӑҫ ҫуртне тӗп тунӑ. Вите-сарая, кӳршӗсен ҫуртне ҫӑлма май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралукран тухнӑ.
23 сехет те 10 минутра Шупашкарта пушар алхасни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫуртра пилӗк ҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ кил хуҫи асӑрханмасӑр пирус туртнӑ. Тӗтӗм шӑршипе 28-ти хӗрӗ вӑраннӑ. Инкек тухнине ӑнлансан вӑл килтисене вӑратнӑ.
Ҫӗмӗрлере вара пушарта 76 ҫулти ҫын вилнӗ. Ҫулӑм 8 сехетре тухнӑ. Кӳршисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртра иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пурӑннӑ.
Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев ӗҫрен пӑрахма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Ку утӑма вӑл ӳсӗр пуҫпа руль умне ларсан лекнӗ инкек хыҫҫӑн тунӑ тесе тӗшмӗртме пулать.
Аса илтеретпӗр, вӑл райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗччӗ. Айӑпа ӑнланнӑ пуҫлӑх инкек вырӑнӗнчен часрах тапса сикнӗ.
Ял тӑрӑхне ертсе пыракан ҫын пуҫтахланни ҫинчен ҫапӑннӑ машина хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем пуҫлӑха шалти ӗҫсен районти пайне илсе кайнӑ. Ҫемҫе пукана йышӑнаканскер айӑпа йышӑнман, руль умӗнче хайӗн водителӗ пулнӑ тесе тыттарма пӑхнӑ. Лешӗ вара ҫын тимсӗрлӗхне хӑй ҫине илмен. Медицина тӗрӗслевӗ те пуҫлӑх ӳсӗр пулнине кӑтартса панӑ.
Сӑмах май, Сергей Ермолаевӑн иртнӗ ҫулхи отчетне итлемелли пухӑва ҫынсене 50-шер тенкӗ тӳлеттерсе кӗртнӗ теҫҫӗ. Вӑл укҫана, тен, художество пултарулӑх ушкӑнӗ концерт лартнӑ сӗмпе пуҫтарнӑ пулӗ-ха.
Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗнче вырнаҫнӑ шкулта ачана пневматика пӑшалӗнчен персе амантнине унччен хыпарланӑччӗ. Арҫын ачана ун чухне пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӑна халӗ пульницӑран кӑларнӑ. Анчах кӗлеткинчи пульлине тухтӑрсем хальлӗхе кӑларма шикленеҫҫӗ. Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, вӑл икӗ аяк пӗрчи хушшипе кайса ӳпкине шӑтарнӑ, юн тымарӗ патӗнче, чӗре ҫывӑхӗнче, ларнӑ. Ҫавӑнпа ӑна кӑларма хӑраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен хальлӗхе ачана операци туни сиен кӳме пултарать.
Аса илтерер: 3-мӗш класс ачине апатланмӑшра амантнӑ. Вӑл унта сӗтел илме кӗнӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ.
Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗ. Айӑпа ӑнланнӑ пуҫлӑх инкек вырӑнӗнчен часрах тапса сикнӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра пӗлтернӗ. Япӑх хыпара вара шар курнӑ ҫын систернӗ иккен.
Ял тӑрӑхне ертсе пыракан ҫын пуҫтахланни пирки ҫапӑннӑ машина хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем пуҫлӑха шалти ӗҫсен районти пайне илсе пынӑ пулать. Анчах ҫемҫе пукана йышӑнаканскер айӑпа йышӑнман, руль умӗнче хайӗн водителӗ пулнӑ тесе тыттарма пӑхнӑ. Водитель вара ҫын тимсӗрлӗхне хӑй ҫине илес темен.
Тухтӑр тӗрӗслевӗ машинӑна тытса пынӑ пуҫлӑх руль умне ӳсӗр ларнине палӑртнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ тӳре-шара тӗлӗшпе протокол шӑрҫаланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |