Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм суд сакки ҫине ларӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех судья пӑхса тухӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи ҫурлаччен опекӑна илнӗ виҫӗ ачана — икӗ хӗрачапа арҫын ачана — хӗнесе пурӑннӑ. Хӗрарӑм вӗсене пиҫиххипе, патакпа, вешалкӑпа, бадминтонла вылямалли ракеткӑпа хӗненӗ, пӑрҫа ҫинче чӗркуҫленсе тӑратнӑ. Хӗрачасене ҫӳҫрен те сӗтӗрнӗ имӗш.
Хӗрарӑм ачасене кирек мӗншӗн те — таса мар тумшӑн, шкулта япӑх паллӑ илнӗшӗн, 2 кӑвакал чӗппине пӑхса ҫитерейменшӗн (вӗсем вилнӗ). Пӗррехинче хӗнесен иккӗшӗ (асли хулара вӗренет) велосипед ҫине ларнӑ та килтен тухса тарнӑ. Анчах вӗсене полици ӗҫченӗсем тупнӑ.
Шӑпӑрлансем — хӗрарӑмӑн тӑванӗн ачисем. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн вӗсене урӑх тӑванӗ опекӑна илнӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта пулса иртнӗччӗ. Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Шлепнев Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен чикнӗ. Шар курнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура ҫирӗплетсе Шупашкарӑн Мускав район судне ярса панӑ. Юрий Шлепнев ҫынна ятарласа ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ. Депутат хай айӑпне йышӑнман, сывлӑха сиен кӳнипе те килӗшмен. Анчах ҫав каҫ «Товарищ» (чӑв. Юлташ) кафере пулнисем пӑтӑрмаха хайсен куҫӗпе курнӑ та, «халӑх тарҫи» темле тунсан та тӗпчевҫӗсем ӗненмен.
Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкул тӑвакан генподрядчика палӑртмалли конкурс документацине вырӑнти тӳре-шара саккуна пӑсса йӗркеленӗ. Хутсем йӗркеллех маррине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине тулли мар яваплӑ икӗ общество: «Перспектива» тата «СтройКонсалтинг» — ҫӑхав шӑрҫаланӑ.
Хулара 1000 ача вӗренмелӗх шкул хӑпартма аукцион ирттермелле пулнӑ. Электронлӑ аукционта хатӗрленӗ чух РФ Контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунӑн 30-мӗш статйин 5-мӗш тата 6-мӗш пайӗсене пӑснӑ. Подрядчик хӑй те пӗчӗк усламҫӑ пулсан саккун тӑрӑх унӑн пӗчӗк усламҫӑсене е социаллӑ пӗлтерӗшлӗ коммерцилле мар организацисене субподрядчик евӗр явӑҫтармалла мар. Хутра ҫавна кӑтартман пулнӑ.
Пуҫламӑш хакпа килӗшмесӗр ҫырнине казначейсем тӗрӗслӗҫ — монополипе кӗрешекенсем ҫӑхава вӗсене ярса панӑ.
Тунтикун Шупашкарти хӑш-пӗр районӗсенче ҫутӑ пӗтнӗччӗ. Теприсене ҫакӑ шырлӑх та кӳнӗ — техника ҫунса кайнӑ тӗслӗхсем паллӑ пулнӑ. 18 пин ҫын вӑхӑтлӑх ҫутӑсӑр юлнӑччӗ.
Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Южная-2» (чӑв. 2-мӗш кӑнтӑрти) сывлӑшри линин 34-мӗш юпи ҫывӑхӗнче пралуксем перӗннипе (кӗске замыкани пулса иртнӗ) ҫыхӑннӑ. Халь ку тӗлӗшпе тӗрлӗ ведомство ҫыннисенчен йӗркеленӗ ушкӑн тӗпчев ирттерет, унӑн пӗтӗмлетӗвне 20 кун хушшинче пӗлтерме шантараҫҫӗ.
Техника ҫунса кайнипе шар курнӑ ҫынсен ертӳлӗх компанисене е «Чувашская энергосбытовая компанине» (чӑв. Энергипе тивӗҫтерекен чӑваш компанийӗ) ҫитмелле. Енчен те шырлӑх кӳнине саплаштарма килӗшмеҫҫӗ пулсан — суда ҫитме тивӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн пайне ертсе пынӑ Вячеслав Комарова информаци центрӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартнӑ. Информаци центрӗ те пӗчӗк паях мар: вӑл ҫынсем пирки тӗрлӗ хыпар пухать, ал йӗрне, судпа айӑпланни ҫинчен тата ҫавӑн йышшине пуҫтарса пырать.
Вячеслав Комарова ҫынсем 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта сиксе тухнӑ пӑтӑрмахлӑ пулӑм хыҫҫӑн пӗлме пуҫланӑ тесе ҫырать «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал. Ҫавӑн чухне Т999ТТ номерлӗ «Мерседеса» ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Кантӑкне хытах тӗксӗмлетнӗ машина водителӗн докуменчӗсем те йӗркеллех пулман-мӗн. Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑруллӑ вырӑна руль умӗнчи 22 ҫулхи каччӑн ашшӗ, хайхи Комаров, хӑй пырса ҫитнӗ иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн ку истори федерацин телеканалӗпе те янӑранӑ.
Сӑмах май, кӑҫалхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче те Т999ТТ номерлӗ «Мерседес» ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутайӗнчи район пульницинче ача вилнӗ. Ҫулталӑк та виҫӗ уйӑхрискер инфекци чирне пула куҫне хупнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Ку вӑл — малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх. Ун пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ.
Пульницӑри инкек сӑлтавне тӗрӗслеме республикӑра ӗҫ комиссийӗ йӗркеленӗ. Планпа пӑхман тӗрӗслев вӑхӑтӗнче медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне хаклӗҫ.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен хӳтӗлевҫи Елена Сапаркина тата специалистсем вырӑна ҫитсех тӗрӗслев ирттерӗҫ. Лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй сӑнаса тӑмалла.
Владимир Викторов министр вилӗм сӑлтавӗ пирки татса калама тӑхтанӑ, тӗрӗслев вӗҫленнӗ хыҫҫӑн татӑклӑн комментарилеме пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енре фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унта мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ҪҪХПИн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнче, М-7 федераци ҫулӗ ҫинче, пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен. «Тимӗр урхамах» ҫул хӗррине тухса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Фурӑра 26 ӗне пулнӑ. Шел те, пурте чӗрӗ юлайман. Темиҫе ӗне ҫавӑнтах вилнӗ. Телее, водителе нимӗн те пулман. Халӗ ҫул ҫинчи пӑтӑрмах мӗншӗн сиксе тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Улатӑрта ӗнер васкавлӑ пулӑшу машинипе пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Чипер пыраканскер ҫине «Лада-Прирӑпа» пыракан ҫамрӑк ҫапӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх васкавлӑ пулӑшун Газелӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннинче ҫамрӑк водитель айӑплӑ — ытла хӑвӑрт пынине пула вӑл ҫӑмӑл машинӑна парӑнтарайман, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине тухса кайнӑ.
Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче икӗ водитель тата фельдшер аманнӑ. Телее васкавлӑ пулӑшу машининче пациент пулман.
Чӑваш Республикин прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть Шупашкар районӗн сучӗ Хусан ҫыннин тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пӑхса тухнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вӑл Кӳкеҫре пӑтӑрмаха лекнӗ, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине кӗрсе кайса тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Ҫул-йӗр инкекӗнче ҫумра ларса пыракан хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӑтӑрмах раштавӑн 17-мӗшӗнче 7 сехет ирхине М7 ҫул ҫинчи 657-мӗш ҫухрӑмӗн +359м вырӑнӗнче пулса иртнӗ. «Lada 219170» маркӑллӑ машинпа пынӑ Александр Романов хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса хӑй енӗпе пыракан «ГАЗ 330252» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Прокуратура сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Романов хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 2 ҫуллӑха колони-поселенинче пурӑнмалла йышӑну тунӑ. Ҫавӑн пекех айӑплӑ ҫынна икӗ ҫуллӑха машин правинчен хӑтарнӑ.
Чӑваш Енри следстви управленийӗ Шупашкар хулин транспортпа ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе Денис Савельев сӗтев илме пултарнӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Салминпа Шарафутдинов (52,63,65 маршрутсене йӗркелеҫҫӗ) усламҫӑсенчен 40 пин илме пултарнӑ. Сӗтеве вӑл тепӗр усламҫӑ урлӑ — Дубиков хушаматлӑскертен — илнӗ. Усламҫӑсем тӳре-шарана хӑйсен тӗрӗслевӗсене сахалтарах ирттермешкӗн тата маршрутсене ан хупчӑр тесе панӑ пулать.
«Правда ПФО» хыпарланӑ тӑрӑх Савельева тытса чарнӑ, Шупашкар хулин администрацийӗнче хутсем шыраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |