Кӳкеҫри Николаев урамӗнче пурӑнакансем унта тӗпленнӗ пӗр усламҫӑ 300-е яхӑн тӑваткал метр ҫӗре ярса илни пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫата евитленӗ.
Кӳкеҫри предприятисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ муниципалитет ҫӗрӗ ҫинче бетон карта тытма пуҫлани пирки хӑшӗсем тӗрлӗ инстанцие ҫӑхавланӑ имӗш. Сооружение сӳтме хушса яваплӑ органсем предписани те ҫырса панӑ. Анчах усламҫӑ сӳтес вырӑнне бетон ҫинче тимӗр карта тытма пуҫланӑ.
Саккуна пӑхӑнман (тен, кам пӗлет, тавлашуллӑ ҫав ҫӗре усламҫӑ ҫак вӑхӑтра харпӑрлӑха илме ӗлкӗрмен-ши?) ҫын пирки кама тек ҫӑхавламаллине те пӗлмеҫҫӗ-мӗн. Урамри ҫӗре хапсӑнакан этемӗн ывӑлӗ нумаях пулмасть пысӑк вырӑн йышӑннӑ та, ҫынсем унта-кунта ҫӳренин усси пулас ҫук тесе шикленеҫҫӗ.
Мускав ҫывӑхӗнчи Домодедовӑра строительство будкинче пушар тухнӑ. Унта темиҫе ҫын ҫунса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Чӑваш Ен ҫыннисем.
Ку чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Бытовкӑра тухнӑ ҫулӑм 18 тӑваткал метра ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ. Виҫҫӗшӗ — чӑвашсем.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ӑшӑнмалли хатӗртен тухма пултарнӑ. Халӗ ку пӑтӑрмаха следстви комитечӗ уҫӑмлатать.
ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атаманов ӗҫри машина рулӗ умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Унӑн арӑмӗ вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ӳсӗрле руль умне ларнӑ ҫын ӗҫне пӑхса тухасси самай тӑсӑлнӑ. Судра пилӗкрен кая мар лару ирттернӗ. Уррипе ӳсӗррине тӗрӗслеттерме килӗшменскере ҫулталӑк ҫурӑлӑха правасӑр хӑварнӑ тата 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунпа килӗшмесӗр Борис Атаманов аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Шупашкарти Мускав районӗн судӗнче ӗнер пӑхса тухнӑ. Ҫитес ларӑва ҫак уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнмалла.
Шупашкарти ГЭСра автокран шыва ӳкнӗ. Хуралҫӑ катерпа пырса машиниста туртса каларнӑ, анчах вӑл сывлама пӑрахнӑ.
«Русгидро» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 18 сехет те 12 минутра пулнӑ. Автокран кӗпер хӗрринчен темиҫе метр аяккарах пулнӑ. Пӑрӑхсене ҫӗкленӗ чухне автокранӑн сӑнни айккинелле кайнӑ. Ҫавна май машина Атӑла 13 метр ҫӳллӗшӗнчен кӗрсе ӳкнӗ.
Машинист 63-ре пулнӑ. Крана шыв айӗнчен кӑларман-ха. Авари мӗне пула тухнине ятарлӑ комисси тӗпчет. Тӗпчевҫӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Аҫтӑрхан хулинче ҫӗркаҫ Чӑваш Енри каччӑ икӗ пикене ҫапса хӑварнӑ та сиккипе тарнӑ. Машинӑпа та мар, ҫуранах вӗҫтернӗ вӑл.
«ВАЗ-2112» автомобильпе пыраканскер 15 тата 16-ри пӗртӑвансене шар кӑтартнӑ. Пикесем автобус чарӑнӑвӗнчен килелле утнӑ. Анчах темшӗн тротуарпа е ҫул айккипе мар, ҫулӑн сулахай енӗпе утнӑ. Шурӑ тӑкӑрлӑкран Гончаров тӑкӑрлӑкӗ енне каякан машина хӗрсене те асӑрхаман-ши — вӗсем ҫине кӗрсе кайнӑ. Аманнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Машина хуҫи автомобиле лартса хӑварсах тарнӑ.
Вӑл тӑрӑхри йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсене амантнӑ машинӑна Чӑваш Республикинче регистрациленӗ. Асӑрханусӑр каччӑна халӗ Аҫтӑрханти пакунлисем шыраҫҫӗ, вӑл ӑҫтине пӗлтерме ҫынсене те пулӑшма чӗнсе калаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта вакланӑ арҫын виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шар курнӑ ҫав этем камне те, ӑна вӗлерекене те ун чух палӑртманччӗ.
Кӗҫех ҫав ҫынсене уйӑрса илнӗ. Вӗлерекене, утмӑл урлӑ каҫнӑ арҫынна, Шупашкар районӗнчи Тумкассинче хӑналаннӑ чух тытса чарнӑ. Йӗрке хуралҫисен аллине лекес марришӗн вӑл сенӗкпе хӑлаҫланнӑ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйӗнпе пӗр ҫулхи арҫынпа эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫсе кайнине йышӑннӑ. Лешӗ хайхин купӑс калас ӑсталӑхне ырламан иккен. Ҫавӑншӑн тӗп тунӑ та вӑл ӑна. Хӑй валерьянка ӗҫсе лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Виҫӗ кунтан вилле пуртӑпа вакласа купӑс чӑматанне янӑ та контейнера кайса пенӗ.
Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ Етӗрнери сӗт савучӗ хыпарланине пӑхса тухса Шупашкарти «Кулинар» ООО ача пахчисемпе тунӑ килӗшӗве тишкернӗ.
Республикӑн тӗп хулинчи шкул ҫулне ҫитменнисен 15 учрежденийӗ контракт системи ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснӑ. Ҫавсем демпинга (ют ҫӗршыв чӗлхинчен кӗнӗ демпинг хака чакарнине пӗлтерет) хирӗҫле мерӑсем йышӑнмасӑр аукцион ирттернӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ «Кулинар» ача пахчисем туянма хатӗр хакран 25 процент таран чакарма май килнине кӑтартнӑ. Анчах хака мӗнле майпа ҫавӑн чухлех катма пултарнине хутпа ӑнлантарман. Монополипе кӗрешекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл саккуна пӑсни пулать. Ҫавна май «Кулинар» килӗшӳ туни саккунпа килӗшсе тӑмасть.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче тискер ӗҫ ҫынсен куҫӗ умне тухнӑ. Ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта ҫын виллине, вакланӑскере, тупнӑ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вилене Роза Люксембург урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӑл арҫын пулни паллӑ.
Ун чухне пӗр хӗрарӑм ирхине ҫӳп-ҫап пӑрахма тухнӑ. Контейнерта вӑл алӑ пайне асӑрханӑ. Хӗрарӑм кун пирки полицие тӳрех пӗлтернӗ.
Халӗ ҫав арҫын кам пулнине палӑртаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн 15-ри хӗрне арҫынпа чуптуса ларнӑшӑн хӗненӗ.
38 ҫулти амӑшӗ ҫурла уйӑхӗн 15-мӗш каҫхине киле таврӑнман хӗрне шырама урама тухнӑ. Пӳрт умӗнчи машинӑра арҫынпа чуптуса ларакан хӗрне асӑрханӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм ӑна туртса кӑларнӑ та алӑпа питрен тата ҫурӑмран ҫапса пӗтернӗ. Килхушшине кӗрсен хӗрарӑм швабра ярса илсе ӗнсерен виҫӗ хутчен туртса ҫапнӑ. Пӳртре ашшӗ хӗрне «тӑн кӗртес» тенӗ. Анчах чӗн пиҫиххипе ҫапса ӗлкӗреймен — пике чӳречерен тухса тарнӑ. Урамра вӑл ӳксе тӑн ҫухатнӑ. Реанимацире кӑна ӑна пулӑшайнӑ. Тухтӑрсем пуҫ мими чӗтреннине палӑртнӑ.
Хӗрне хӗненӗ амӑшне унӑн тепӗр пӗчӗк ача пуррине кура суд хытах айӑпламан — 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хӗрарӑм судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Хулара паян пысӑк пушар сиксе тухнӑ. Ӑна пула Алькешра вырнаҫнӑ 63-мӗш шкул ачисен вӗренме май килмен, вӗсене шкултан кӑларнӑ.
Пушар ҫывӑхри складра тухнӑ. Вӑл хӑвӑрт кӑна юнашар вырнаҫнӑ сӗтел-пукан цехӗ ҫине куҫнӑ, таврара ҫӑра тӗтӗм йӑраланма пуҫланӑ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 200 тӑваткал метра сарӑлнӑ.
Пушарпа 300 ытла ҫын кӗрешнӗ, сахал мар техникӑпа усӑ курнӑ. 12 сехет тӗлне ҫулӑма ҫӗнтернӗ.
63-мӗш шкулти ачасемпе аслисене вара ҫуртран кӑларнӑ, вӗренӗве чарса лартнӑ. Ачасем ыран та шкула каймӗҫ, вӗренӳ юпан 28-мӗшӗнче кӑна пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |