Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Чӑнкӑ картлашкаллӑ пульницӑна сусӑрсем кӗрейӗҫ-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.05.2019 05:39 | 1290 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Вӑрнар районӗнчи тӗп пульницӑна кӳмери сусӑрсене кӗрсе тухма май ҫук. Ҫакна асӑннӑ тӑрӑхри прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ.

Сиплев учрежденийӗ пандуссене вырнаҫтарма вырнаҫтарнӑ-ха, анчах ытла чӑнкине кура унта урапаллӑ ҫынна хӑпарса анма чӗр нуша иккен. Поликлиникӑна кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ пандуспа юнашар алӑпа тытӑнмалли те пулман.

Асӑннӑ учреждени кӑлтӑка пӗтерме тивӗҫлӗ мера йышӑнманнине кура прокуратура тӗп врач тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май надзор органӗ суда тавӑҫпах тухнӑ. Тавӑҫа сусӑрсен правине хӳтӗлесе ҫырнӑ. Пульницӑна саккун ыйтнине пӑхӑнма хистеме ыйтнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑлтӑка пӗтернине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.

#сывлӑх, #Вӑрнар районӗ, #прокуратура, #пӑтӑрмахсем, #пульницӑсем, #сусӑрсем, #яваплӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем