Бурят Республикинче вырӑнти укҫана чӑваш спортсменӗсем валли уйӑрнипе кӑмӑлсӑр. Ку шӑв-шав нумаях пулмасть тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи мӑкӑртатуран «Московский комсомолец» хаҫата ҫитнӗ. Хаҫат журналисчӗ Сергей Данилов асӑннӑ регионти кӗрешӳҫӗсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру пирки ҫырнинче Улан-Удэ хулинче пурӑнакан Владимир Ширапов сӑмахне илсе кӑтартнӑ.
В. Ширапов ирӗклӗ майпа кӗрешекен бурят спортсменкисенчен Жаргалма Цыренова шанӑҫ панине палӑртнӑ. Анчах вӑл пысӑк шайри ӑмӑртусене хутшӑнаймасть иккен. Сӑлтавӗ Чӑваш Енри Вероника Чумиковӑпа Мария Кузнецова валли укҫа уйӑрнипе ҫыхӑннӑ имӗш. Пирӗн республика хӗрӗсем икӗ регионшӑн кӗрешӗве тухаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти пултаруллӑ спортсменсене аталантарма «кӗмӗл» ҫитсе пымасть-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах икӗ регион спортӑн маларах асӑннӑ енӗпе килӗштерсе ӗҫлессине алӑ пуссах ҫирӗплетни те паллӑ.
Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентстви регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑйлӑ витӗмлӗ» пуҫлӑхсен йышӗнчех юлнӑ-ха, анчах темиҫе йӗрке аяларах аннӑ.
Ака уйӑхӗнче Михаил Игнатьев 31-мӗш вырӑнта пулнӑ. Халӗ — 39-мӗш вырӑнта. Ҫапла вӑл 8 йӗрке аннӑ. Ҫакна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ара, ку должноҫа Элтепер ӑна хӑй лартма шухӑшланӑ вӗт.
Танлаштарӑмра унчченхи пекех Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров малти йӗркесене йышӑннӑ. Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов вара пиллӗкмӗш йӗркене аннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев йышӑннӑ. Юлашки йӗркесенче — Иваново облаҫӗн тата Еврей автономи округӗн ертӳҫисем.
Тутарстанра ҫавраҫил пулни пирки ӗнер пӗлтертӗмӗр. Вӑл Чӑваш Ене килмест тесе хыпарланӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫил Ҫӗрпӳ районӗнче те пулнӑ.
Вӑйлӑ ҫил районӑн пӗр пайне пырса тивнӗ. Унта йывӑҫсем тӳнсе кайнӑ. Хӑш-пӗр ҫуртӑн тӑррисене сиенлетнӗ, парниксене илсе ывӑтнӑ. Аслати те кӗмсӗртетнӗ. Подстанцие аҫа ҫапнӑ. Халӗ коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем таврана тирпейлеҫҫӗ.
Синоптиксем халех ӑшӑ ҫанталӑка кӗтмелле маррине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче ҫил хушӑран 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ҫитес 5 кунра республикӑра ҫил лапланмӗ, ҫумӑр ҫукалӗ, ҫанталӑк сивӗрех тӑрӗ.
Чӑваш Енре ҫул ҫинче авари пулнӑ. Хальхинче чӑваш эстрада юрӑҫин машини сиенленнӗ.
Ку канмалли кунсенче Куславкка хулинче пулнӑ. Халӑх юратакан чӑваш эстрадинчи пӗр юрӑҫӑн Kia Sportage машини шар курнӑ.
Артист Куславккана корпоратив ирттерме кайнӑ пулнӑ. Хайхискер хӑйӗн машинине кафе умне лартнӑ. Ун ҫине вара ӳсер водитель пӗтӗм вӑйран кӗрсе кайнӑ. Машинӑна карта урлӑ кафе территоринех кӗртсе янӑ вӑл.
Артист иномаркипе авари пулнине корпоратив хыҫҫӑн кӑна пӗлнӗ. Халӗ вӑл страхлав компанине ыйту ҫырнӑ. Тӑкак виҫине хальлӗхе палӑртман-ха.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет ҫурӑра, Шупашкарти 1-мӗш Чапаев урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнине, кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, йывӑҫ ҫурт, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электропралука пула ҫунса кайнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ҫенӗкрен тухнӑ. Пушарта 37 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 16 ҫулти, 4-ри тата 6-ри хӗрӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
«Общее дело» (чӑв. Пӗрлехи ӗҫ) общество организацийӗ ҫав вырӑнта палӑк лартасшӑн тата сквер йӗркелесшӗн. Кун пирки вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыков ячӗпе ҫыру янӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, инкек ҫурта такам тивертсе янипе тухма пултарнӑ. Енчен апла мар пулсан палӑкпа сквер инкекре асӑрханмаллине аса илтерекен вырӑн пулӗ.
Патӑрьел райнӗнче ҫуралса ӳснӗ, Нижневартовскра ҫемйипе 10 ҫул ытла пурӑннӑ арҫынна тайгара персе вӗлернӗ. Вӑл ун чухне сунарта пулнӑ.
Ханты-Манси автономи автономи округӗнчи следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. 42 ҫултискере асӑрхамасӑр пенӗ. Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫыннӑн виллине тӑван тӑрӑхне паян илсе килнӗ.
Патӑрьел районӗн арҫынни сунара упа тытма юлташӗпе кайнӑ. Лешӗ асӑрхамасӑр ӑна пенӗ. Пуля витӗрех тухнӑ. Пирӗн ентеш пульницӑра темиҫе сехетрен вилнӗ.
Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе «Асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫыннӑн икӗ ачипе арӑмӗ тӑлӑха юлнӑ.
Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ РФ Чӑваш Енӗн Президенчӗ ҫумӗнче тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ӗҫне Шупашкарта пӑхса тухнине хирӗҫ мар. Асӑннӑ шайри тӳресем Чӑваш Енӗн прокуратурин тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи элчелӗхӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, Леонид Волков ӗҫне Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухасшӑн пулман. Элчелӗх Мускавра вырнаҫнине шута илсен, Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗ территори принципӗпе никӗсленни куҫкӗрет.
Аса илтерер, Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫаллӑ пулнӑ тесе айӑпласшӑн. Айӑплавпа килӗшмесӗр Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков РФ Президенчӗ Владимир Путин патне те темиҫе хутчен шӑрҫаланӑччӗ.
Ку инкек 2015 ҫулта Канашра пулнӑ. Унти уйрӑм ҫуртра 60 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата 41 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫавсем патӗнче 31 ҫулти арҫын хӑналаннӑ. Кӗрекене пухӑннӑ йыш тем пайлаймасӑр хирӗҫсе кайнӑ. Кил хуҫисене кӳреннӗ этем 26-ри тусне пӗлтернӗ. Юлташа хӳтӗлес шутпа хайхи тата 31 ҫулти арҫын лешсем патне ҫул тытнӑ. Анчах кил хуҫисем вӗсене кӗртмен. Кӳреннӗскерсем ал айне лекнӗ ҫӗтӗке тивретсе пӳрте кӗмелли вырӑна ывӑтнӑ. Кил хуҫисем тата вӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ 45-ри тепӗр арҫын вутра вилнӗ.
31 ҫулти арҫынна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӑл психиатри чирӗпе аптӑранине, ҫавна май хӑй мӗн туса хунине ӑнланайманнине палӑртнӑ. Ӑна суд ирӗксӗр сипленме ӑсатма йышӑннӑ. 26-ри арҫынна 17 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет ҫурӑра Шупашкарти 1-мӗш Чапаев урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Йывӑҫ ҫурт, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электропралука пула ҫунса кайнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ҫенӗкрен тухнӑ.
Шел те, пушарта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 37 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 16 ҫулти, 4-ри тата 6-ри хӗрӗсем ҫунса вилнӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.
«Ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ психологсем вилнисен тӑванӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
ЧР ҫӑлавпа шырав слкжби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Ойкасси ялӗнче пӗвере арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Ку 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Ойкассинчен ҫын путса вилни пирки шӑнкӑравласа хыпарланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Водолазсем пӗвере тӗплӗн шыранӑ. Унтан шывран арҫын виллине туртса кӑларнӑ.
Хальлӗхе ҫав арҫын кам тата ӑҫтан пулнине пӗлтермен. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май МЧС шыв хӗрринче каннӑ тата шыва кӗнӗ чухне асӑрхануллӑрах пулма хистет, унта эрех ӗҫме юраманни пирки асӑрхаттарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |