Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -19.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсеМ

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем каччӑна пуҫпа ҫапнӑ пӑтӑрмаха тӗрӗслеҫҫӗ.

Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче пӗр арҫын хирӗҫ пыракан каччӑ патне утса пырса ӑна пуҫӗпе ҫапнӑ. Кайран вӑл ним пулмн пекех лавккана кӗрсе кайнӑ.

Пӑтӑрмаха курнисем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Арҫынна пакунлисем тытса чарнӑ. Вӑл 46-ри арҫын иккен.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртра 9-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем 16 ҫынна эвакуациленӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пушар кил хуҫи хӗрарӑмӗн 19-ти мӑнукне пула тухнӑ. Вӑл пирус туртнӑ чухне ӑна сӳнтемесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче килте вӑл кӑна пулнӑ. Юрать-ха, каччӑ хӑй тӗллӗнех урама тухса ӗлкӗрнӗ. Подъездра тӗтӗм саралнӑран ҫӑлавҫӑсен 16 ҫынна урама илсе тухма тивнӗ. Вӗсенчен 6-шӗ – ачасем.

Ҫӑлавҫӑсем пушара 40 минутра сӳнтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Мӑн Ҫавалта 47 ҫулти пулӑҫ путса вилнӗ.

Ку инкек Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑл ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Арҫыннӑн виллине вырӑнти ҫынсем ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек пулӑҫ хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн председательне Александр Матвеева йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат виҫӗмкун пӗлтернӗ.

Депутат усламҫӑ иккен тата вӑл салтаксене пулӑшанҫи пулса ырӑ ятлӑ пулнӑ. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫа ӗненсен депутат унччен те пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ, анчах вӑл кашнинчех шывран типӗ тухнӑ имӗш.

Депутат пӗлешне йӗрке хуралҫисенчен пулӑшма шантарса унран укҫа илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкар округӗнче вырнаҫнӑ «Мега Юрма» кайӑк-кӗшӗк фабрикинче пулнӑ пушарта 400 ытла чӑх чӗппи ҫунса кӗлленнӗ.

Пушар ӗнер каҫхине Хурӑнлӑх ялӗнче пулнӑ. Унта фабрикӑн корпусӗ вырнаҫнӑ. Предприятире ӗҫлекенсем пушара ҫӑлавҫӑсем ҫитичченех сӳнтернӗ.

Ҫакӑ паллӑ: ҫулӑм 17 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхине Муркаш округӗнче 86 ҫулти водитель аварие лекнӗ. Ку инкек 6 сехет те 40 минутра пулнӑ.

Ватӑ арҫын машинӑпа пынӑ чухне руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Вӑл – 3-мӗш ушкӑнри сусӑр, водитель стажӗ – 68 ҫул. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ.

Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем унӑн инсульт пулнине палӑртнӑ, ӑна Шупашкара Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

 

Пӑтӑрмахсем
tr.pinterest.com сайтри сӑн
tr.pinterest.com сайтри сӑн

Шупашкар округӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче вырнаҫнӑ «ЧебоМилк» предприятири зоотехника ӗне амантнӑ.

Ку авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. Предприятире ирхине ӗнесене пусма ямашкӑн уйӑрнӑ вӑхӑтра пӗри тӑрук зоотехник ҫинелле вирхӗнсе пынӑ та пуҫӗпе сӗкнӗ. Зоотехник вӑйлах аманнӑ.

Халӗ Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Ҫӗмӗрле хулинче нумай хваттерлӗ ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ пӗр хваттерте пушар тухнӑ.

Унти Интернационал урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте инкек вӑхӑтӗнче икӗ ҫын пулнӑ: 90 ҫулти хваттер хуҫи тата унӑн кӳрши, 75-ри кинемей. Пушара сӳнтерме пырса ҫитнисем вӗсене урама илсе тухнӑ, вӗсене иккӗшне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Унсӑр пуҫне ҫӳлти хутсенче пурӑнакан ҫынсене, пурӗ ҫичӗ ҫынна, эвакуациленӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хваттерте электричество пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Авӑнӑн 30-мӗшӗнче каҫхине халӑх тетелӗнче икӗ ҫамрӑк ӳкерӗннӗ килӗшӳллӗ мар, этикӑпа килӗшсе тӑман видео сарӑлма тытӑннӑ. Вӗсем Муркашри Ҫӗнтерӳ паркӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мемориал патӗнче тӑраҫҫӗ, киревсӗр сӑмахсем калаҫҫӗ. Юлашкинчен пӗри палӑк еннелле сурать.

Полицейскисем ҫак блогерсене 2 сехетрен тупса палӑртнӑ. Икӗ «актера», 15-ри тата 17-ри каччӑсене, 14 ҫулти «видеооператора» полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑксем ҫапла ӑнлантарнӑ: вӗсем анлӑ сарӑлнӑ ҫамрӑксен сериалӗ евӗр ӳкересшӗн пулнӑ, ку мӗнпе вӗҫленме пултарассине ӑнланман.

Халӗ тӗрӗслев пырать.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирине Канаш хулинче кафе ҫунма тытӑннӑ. «Малина» кафере пушар тухни пирки ҫӑлавҫӑсене 8 сехет те 46 минутра пӗлтернӗ. Ҫуллахи веранда тата тӑрри ҫунма пуҫланӑ, пӗтӗмпе 400 — тӑваткал метр. Ҫулӑмпа 20 ҫӑлавҫӑ тата 7 техника кӗрешнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта, шел те: 1 хӗрарӑм вилнӗ. Вӑл персонала тата апатланма пынӑ ҫынсене эвакуациленӗ хыҫҫӑн кафене каялла таврӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, ... 453
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 02

1908
118
Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1935
91
Алимасов Александр Никонорович, чӑваш сӑрӑ ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1972
54
Тимофеев Павел Тимофеевич, паллӑ вӑрман ерчетӳҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та