
Чӑваш Енре Сосновка поселокӗнче пурӑнакан арҫынна пӗлӗшне вӗлерсе Атӑла пенӗшӗн суд тунӑ.
Ку тискер преступлени пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Икӗ арҫын Сосновкӑра вӑрҫӑнса кайнӑ. Пӗри теприне хӗненӗ, кайран ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Арҫын преступлени йӗрне пытарас тесе вилене тытнӑ та чӑнкӑ ҫыранран Атӑл юханшывне пенӗ. Ҫапах нимӗн те йӗрсӗр ҫухалмасть – вилене те, ҫак тискер ӗҫе кам тунине те тупнӑ.
Суд приговор кӑларнӑ: ҫак арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.

Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем, ведомствӑн общество канашӗ, ирӗклӗ халӑх дружини пӗрле пулса «Ночной город» (чӑв. Каҫхи хула) рейд ирттернӗ. Хальхинче вӗсем тӗрӗслевпе ҫӗртме уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенчи каҫхине ҫӳренӗ.
Полицейскисемпе общество хастарӗсем яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ комендант сехетне пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче 14 ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсем ҫӗрле ашшӗ-амӑшӗсӗр хула тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсене полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унтан вӗсене ашшӗ-амӑшӗ пырса киле илсе кайнӑ. 15 ҫулти шкул ачин ашшӗн ывӑлӗ патне Шупашкара Ҫӗрпӳрен килме тивнӗ. 15 ҫулти ӳсӗр яш патне амӑшӗ ирхи виҫҫӗре Куславккаран персе ҫитнӗ. Тепӗр виҫӗ ача патне ашшӗ-амӑшӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ те йӗркене пӑсать. Шупашкарта 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫитмен ачисен умӗнчех общество вырӑнӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ.

Чӑваш Енре «Благодать» тулли мар яваплӑ общество директорӗпе унӑн мӑшӑрне ҫынсене улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсене 867 миллион тенкӗлӗх улталанӑ.
Укҫана юратакан (ӑна пурте юратаҫҫӗ-ха, анчах теприсем ҫавӑншӑнах ҫынна улталамаҫҫӗ) мӑшӑр тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн темиҫе статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2008 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен Игорь Нарышкин тата унӑн арӑмӗ Светлана Маркова пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ 8 фирмӑпа хуҫаланнӑ. Ҫав вӑхӑтра 1472 ҫынтан 867 миллион ытла тенкӗ укҫа вӑрланӑ. Вӗсем укҫана процентпа тавӑрса пама шантарнӑ.
Организацисем Чӑваш Енре, Мари Элта тата Чулхула облаҫӗнче пулнӑ.

Чӑваш Енӗн Правительстви пилостӑр вӗҫекен аппаратсем ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шар кӑтартнӑ ҫынсене пулӑшма 15.1 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Укҫа пӗр хутчен паракан тӳлев валли, пурлӑх шар курнине саплаштарма тата сиенленнӗ транспортшӑн тӳлеме кайӗ.
Пилӗк усламҫӑпа 10 предприятие 300-шер пин тенкӗ парӗҫ. Укҫана заявкӑсем ҫитнине кура куҫарса параҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗ, ВНИИР районӗ самай шар курчӗ. Вӗҫекен ҫав аппарат Строительсен урамӗнчи ҫурт ҫине те персе аннӑ. 44 ҫын аманнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ. Нумай хваттерлӗ 40 ҫурт сиенленнӗ.

Атӑл юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче, Сӗнтӗрвӑрри хулине хирӗҫле, тепӗр инкек пулнӑ – пулӑҫ путса вилнӗ.
1965 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилни пирки Мари Элти Звенигово районӗнчи авари-ҫӑлав службин МАСС ушкӑнне ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 10 сехет те 13 минутра пӗлтернӗ. Вырӑна Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем те ҫитнӗ. Пирӗн республика ҫӑлавҫисем эхолот пулӑшнипе арҫын путма пултарнӑ вырӑна тӗрӗсленӗ. Унтан Звенигово районӗнчи водолаз вилене тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, ӑна Чӑваш Ен транспорт полицине панӑ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче Атӑлта 10 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл ишме пӗлмен, юраман вырӑнта шыва кӗнӗ те каялла тухайман. Ача Атӑл хӗррине юлташӗпе килнӗ.

Вӑрмар округӗнче питбайкер аварире вилнӗ. Ку инкек ӗнер «Энӗш – Урнар – Саруй» ҫул ҫинче ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра, пулнӑ.
31 ҫулти арҫын питбайкпа ҫулпа пынӑ чухне ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл шлемсӑр пулни паллӑ. Йывӑр аманнӑ арҫынна Канаш районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, вӑл каярахпа, 17 сехет ҫурӑра, унта тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.
Арҫын ун чухне урӑ е ӳсӗр пулнӑ-и – хальлӗхе паллӑ мар. Ҫакна химипе токсикологи тӗпчевӗ палӑртӗ.

Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче Атӑлта 10 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ.
Инкек каҫ кӳлӗм хула ҫывӑхӗнче пулнӑ. 2016 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачан виллине водолаз-ҫӑлавҫӑ тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ, инкек сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Ахматово ялӗ ҫывӑхӗнче Улатӑр юханшывӗнче 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл тусӗсемпе шыва кӗнӗ. Тахӑш самантра шывпа чыхӑнса кайнӑ та путнӑ.

Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче икӗ арҫын ятлаҫнӑ. Тытӑҫса-ҫапӑҫса мар, сӑмахпа. Икӗ кӳршӗ тем пайлайман-ҫке, ҫамрӑкки аслине тӗрлӗ сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернӗ.
58 ҫулти арҫын хытах пӑшӑрханнӑ, каланине йывӑра илнӗ. Кун пирки вӑл прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем лингвистика экспертизи ирттерсех хак панӑ. Экспертсем те ун пек сӑмах ҫынна кӳрентернине палӑртнӑ.
Ҫапла вара ӗҫ-пуҫ суда ҫитнӗ. 34 ҫулти арҫынна административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Миравай судья ӑна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ҫынна кӳрентерни суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр район судне ҫитнӗ, анчах унти те йышӑнӑва вӑйрах хӑварнӑ.
Унсӑр пуҫне прокуратура ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме тавӑҫ хатӗрленӗ.

Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура Куславкка районӗнчи ҫутҫанталӑк заказникӗнче пӳрт тата мунча туса лартнине асӑрханӑ. Йыӑҫ пӳртпе мунча хуҫи ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унта вӑл вӗлле хурчӗ ӗрчетес тенӗ-мӗн. Анчах унӑн ҫавӑн пек тума ирӗк паракан нимле хут та пулман.
Судра арҫын мунчапа пӳрте саккун ыйтнӑ пек регистрацилесшӗн тесе ӗнентерме пӑхнӑ-ха.
Регион пӗлтерӗшлӗ ҫав заказник хуҫи — вырӑнти муниципалитет.
Саккуна пӑсса хӑпартса лартнӑ ҫурт-йӗре ҫулталӑк хушшинче сӳтмелле. Ҫакӑн пек йышӑннӑ вырӑнти суд прокуратура тавӑҫне пӑхса тухнӑ май.

Ханты-Манси автономи округӗнчи Нягань Шупашкарти арҫынна тытса чарнӑ. 33 ҫулти водителе патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем сулахаялла пӑрӑнмалли ҫутта ҫутманран чарас тенӗ. Анчах водитель тимсӗр пулни вӑл ӳсӗр пулнипе те ҫыхӑннӑ иккен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вӑл эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ларса тухни сиеле тухнӑ.
Явап тытас килменрен арҫын укҫа сӗнме пуҫланӑ. Малтан — 50 пин тенкӗ, кайран — 150 пин тенкӗ.
Халӗ вара арҫынна водитель прависӗр хӑварнипех ҫырлахмӗҫ, сӗтев пама тӑнӑшӑн та унӑн явап тытма тивӗ.
